Çулсеренех Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухакан чи лайăх 100 çамрăк специалиста палăртаççĕ. Вĕсем вĕренÿ тапхăрĕнче пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă хастарсем. Вĕсене Чăваш Ен пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова видеоçыхăну мелĕпе саламларĕç.