Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Тренер хыççăн – çăлтăрсем патне | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 



Тренер хыççăн – çăлтăрсем патне

Пятница, 08.02.19

080219 5

«ЧГУ-Атланта» пики хăйĕн тренерĕпе Раççейри студентсен баскетбол Ассоциацийĕн ссоциацийĕн матчне хутшăннă.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «ЧГУ-Атланта» вăйлă та туслă хĕрсен команди 12 пикене пĕрлештерет. Вĕсем тренировкăсене сиктермеççĕ, тĕрлĕ ăмăртура яланах малти вырăнта.

УНИВЕРСИТЕТШĂН!

 Командăра чи хастаррисенчен пĕри – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн 1-мĕш курс студентки Анастасия Кириленко. Вăл баскетболла 10 çул вылять. 8 çулта Тольятти хулинче ачасемпе çамрăксен «Хĕрлĕ çунат» спорт шкулне çÿреме пуçласан юратса пăрахнă вăл çак вăййа. 16 çулта Анастасийăна Самар хулинчи «Политех-СамГТУ» баскетбол тре - нерĕ асăрханă, хăй лигăра вылянă командăна йыхравланă. Баскетбол çав тери илĕртнĕрен Анастасия Шупашкара килсен Чăваш патшалăх университечĕн командишĕн выляма тытăнать. «ЧГУ-Атланта» тренерĕ Никита Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Анастасия пуринчен те вăйлăрах. Вăл хÿтĕлевçĕ те, тапăнакан пулса та тĕлĕнмелле маттур вылять. Кар çинккана пуринчен теытларахмечĕк кĕртсе чылай очко пухнă – вăйăра кунашкал статистикăна та пухса пыраççĕ. Çавăнпа Раççейри студентсен баскетбол ассоциацийĕн çăлтăр матчне хутшăнмашăпах унăн кандидатурине суйласа илнĕ. Матч 2019 çулхи январĕн 24-26- мĕшĕсенче Аслă Новгород хулинче иртет. Унта Раççейри студентсен баскетбол ассоциацийĕн чи ăста вăйăçисем пухăнаççĕ. Кăçал çăлтăр матчне 10 пин çынран суйласа илнĕ. Тухăç тата Анăç ушкăнĕсенче 6-шар хĕр вылять. СБА кашни çулах тĕслĕхлĕ выляв кăтартма пирĕн çĕршыври чи ăста баскетболистсене суйласа илет. Анастасия Кириленко кăçал пĕрремĕш хут Тухăç командин ушкăнĕшĕн вылять, Чăваш патшалăх университечĕн тĕп тренерĕ Никита Иванов çак командăн тренерсен штабĕнче тренировкăсем ирттерĕ. Анастасия баскетболшăн хăйĕн вăхăтне пачах та хĕрхенмест. Кунне икĕ хут тренировкăна çÿрет. Анастасия каланă тăрăх ăна хÿтĕленме мар, ытла - рах тапăнма килĕшет. Вăл командăра та тактикăна çак енпех йĕркелет. «Хам чылай вăхăт хатĕрленнине кура тренировкăсене усăсăр ирттерменнине ĕнентерме çăлтăрсен матчĕнче тивĕçлĕ результат кăтартасчĕ. Çитĕнÿ хамран кăна килет», – тет Анастасия. «ЧГУ- Атланта» командăн тренерĕ вара – профессионаллă баскетболист.

ЧИ ÇИРĔП КĂМĂЛЛИСЕН СПОРЧĔ

2017, 2018 çулсенче çăлтăр матчĕнче «ЧГУ-Атланта» командăн шанчăклă та матур баскетболистки, историпе географи факультечĕн студентки Елена Ко -жеперова хутшăннă. Вăл баскетболла 15 çул вылять. Ăмăртусенчен пĕринче аманнă хыççăн сывлăхне çирĕплетет халĕ. Унăн шухăшĕпе, Анастасия Кириленко – çăлтăр матчне хутшăнма чăннипех тивĕçлĕ кандидатура. 2016 çулта Елена Раççейчемпионатĕнче Магнитогорск командин йышĕнче 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ, 2017 çулта – иккĕмĕшне. Çитĕнÿсем тума ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленни, яваплăха туйни пулăшнă ăна. Тепĕр пултаруллă та ăста спортсмен-пике пирки те каласа хăварас килет. Вăл социаллă технологипе управлени факультечĕн студентки Алина Галеева. Елена Кожеперовăпа Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăннă вăл. Чăваш патшалăх университечĕшĕн выляса унта пикесем 2 медаль çĕнсе илме пултарнă. «Ăмăртусем питĕ йывăр, хĕрÿ пычĕç. Кашни кун – тĕрлĕ енĕпе тата асфальт çинче. Хытă çĕре ÿксесуранланматапулатчĕ», – аса илет Алина Галеева.

Никита Иванов тренер – профессионаллă баскетболист, вăл университетра 4-мĕш  çул ĕçлет. Тренер шухăшĕпе, çитĕнÿсем командăн баскетбол площадкинче кăна мар, пурнăçăн кашни самантĕнче пулмалла. Яланах туслă, пĕрле пулни, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшни вĕсем патне ăнтăлма хăнăхтарать. Никита Иванов спортăн çак тĕсĕ логика шухăшлавне те аталантарнине палăртрĕ. Тренер баскетбол вăрттăнлăхĕсене вĕрентнисĕр пуçне вăйăра çĕнтермешкĕн психологи тĕлĕшĕнчен ырă витĕм кÿме те тăрăшать. Йăнăшсене асăрханă хыççăнах черетлĕ тренировкăра вĕсене пĕтерес енĕпе ĕçлеме тытăнаççĕ. Çавăн пекех социаллă сетьсенче вăйă техники пирки калакан, вĕрентекен ссылкăсем ярса парать тренер. Çакăн пек тăрăшуллă тренер хыççăн çăлтăр патне çул чăнах та тупма пулать-тăр.

Елизавета ПЕТРОВА.

Алина НИКОЛАЕВА.

Газета "Тăван Ен".2019. 8 февраля.

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia