Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Шкул ачисем валли – Аслă Çĕнтерĕве халалланă олимпиада | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова 

Шкул ачисем валли – Аслă Çĕнтерĕве халалланă олимпиада

Четверг, 05.03.15

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа Чăваш Енри тата кӳршĕллĕ регионсенчи шкул ачисем валли «Вăрçă вăхăтĕнчи хайлавсем» олимпиада ирттерет.

Тăван халăх сăмахлăхне кăмăллакан, илемлĕ хайлавсем вулама юратакан çамрăксене, 8-11 классенче вĕренекенсене, хастар хутшăнма чĕнетпĕр!

Олимпиада интернетра, Чăваш патшалăх университечĕн Moodle инçет вĕрентӳ системинче пĕр тапхăрпа иртĕ. 2015-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче уйăрса панă вăхăтра (10.30 – 16.30 сехетсенче) вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене онлайнра хуравлама пултарĕç.

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансен пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа асăннă системăра http://moodle.chuvsu.ru адреспа кĕрсе çырăнмалла (регистрациленмелле) тата анкета тултармалла. Анкета тултармасăр хутшăнакансен результачĕсене жюри шута илмĕ. Чи маттуррисене олимпиада хыççăн сайтра палăртăпăр. 

Вернуться вверх