Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Наука каçалăкĕнчи çамрăк тĕпчевçĕсем | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова 

Наука каçалăкĕнчи çамрăк тĕпчевçĕсем

Вторник, 14.04.15

IMG 0437

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче студентсен 49-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Кăçалхи çул асăннă мероприятие Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Савăнăçлă лару-тăрăва вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова профессор уçрĕ. Ăслăлăхра пуçламăш утăмсем тăвакансене чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ В.Г. Родионов профессор, чăваш тата тухăç чĕлхе пĕлĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ В.И. Сергеев профессор, Чăваш патшалăх культура институчĕн доценчĕ Г.В. Алжейкина, Удмурт патшалăх университечĕн магистранчĕ А.Ю. Корепанов саламларĕç.

Чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕнче пурĕ 13 секци ĕçлерĕ. Унта хамăрăн вĕренекенсемпе пĕрлех Удмурт, Мари, Пушкăрт республикисенчен килнĕ студентсем, Шупашкар хулинче тата республикăри тĕрлĕ районсенче вĕренекен шкул ачисем хутшăнчĕç. Халăх йăли-йĕркине, чĕлхепе культурăна аталантарас, литературăна тĕпчес ыйтусене çивĕч хускатрĕç çамрăк ăсчахсем. Хăшĕсене палăртсах хăварар: «Лингвострановедение и межкультурная  коммуникация» секцире Шупашкар хулинчи 2-мĕш лицейра ăс пухакан Танг Лок Тинг(Китайран) тата Порфирьева Ю.А. Раççейре, Индире тата Китайра пурăнакансен наци шухăшлавĕн хăй евĕрлĕхне  тĕпчесе итлекенсене кăсăклантарма, тĕрлĕ чĕлхепе çăмăллăн калаçма пултарчĕç. 41-мĕш шкулта вĕренекен Бон Саша Мари AFS-студент (Бельгирен) XVIII-XIX ĕмĕрсенчи Француз тата Раççей çĕр-шывĕсенчи культура хутшăнăвĕсене тишкерчĕ, акăлчанла-вырăсла калаçса тĕлĕнтерчĕ. 

Конференцире хутшăнакансен доклачĕсем  тарăн  шухăшлă пулни, паянхи çивĕч ыйтусене хускатни  хавхалантарать.

Çĕнтерӳçĕсене ака уйăхĕн вĕçĕнче, Чăваш чĕлхин эрнинче (хăш кунне сайтра пĕлтерĕпĕр) дипломсемпе чыслăпăр. 

http://chfik.chuvsu.ru/?q=cv/node/1611

Вернуться вверх