Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Туслă пурăнар, туслă вĕренер | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 



Туслă пурăнар, туслă вĕренер

Понедельник, 29.08.16

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ вунă общежити тытса тăрать. Вĕсенче 2903 студент тата вĕренÿ заведенийĕнче ĕçлекен 276 çын çемйисемпе пурăнаççĕ. Кăçалхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче 7-мĕш общежитин сылтăм пайне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 510 студент валли пурăнма хăтлă условисем туса панă.

— Халĕ кунта туслă пурăнмалла кăна. Тата тăрăшса вĕренмелле, — терĕ юсав хыççăнхи общежитипе паллашнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. — Андрей Александров ректор хăйĕн сăмахне тытрĕ. Вăл студентсене хăтлă пÿлĕмсем туса пама шантарнине лайăх астăватăп. Паллах, пĕр çулталăкра пĕтĕмпех йĕркене кĕртме май килмест. Анчах пурте пĕрле вăй хурсан йывăрлăхсене çĕнтерме пулатех.

Университет ректорĕ Андрей Александров пĕлтернĕ тăрăх — общежитие юсама кăçал фе-дераци бюджетĕнчен 30 миллион тенкĕ уйăрнă. Пластик чÿречесем лартнă, алăксене, электропроводкăна, шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштарнă, канализаци тытăмне çĕнетнĕ. Пÿлĕмсен урайне линолеум /1424 тăваткал метр/ сарнă, кухньăпа душ пÿлĕмĕсенче ка-фель плити çыпăçтарнă. Мĕнпур пÿлĕмре университет мастерскойĕнче ăсталанă сĕтел- пукан вырнаçтарнă.

— Университетăн общежитисене тĕпрен юсамалли тата реконструкцилемелли программин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Çитес эрнере студентсем кунти пÿлĕмсене йышăнĕç. 7-мĕш общежитин сулахай пайĕнчи ĕçсене строительсем юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртаççĕ. 2017-2018 çулсенче 3-мĕш общежитире юсав ĕçĕсене пуçлăпăр, — çÿлерех асăннă программа вăрахлăха пулнине палăртса пĕлтерчĕ ЧПУ ректорĕ.

Пÿлĕмсене пăхса çаврăннă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сту-дентсемпе, кунта ĕçлекенсемпе калаçрĕ. Университетра çĕршыври 20 ытла регионтан, ют çĕршывсенчен килнĕ çамрăксем пĕлÿ илеççĕ.

— Чăваш университетне хисеплеççĕ. Кунта вĕренекенсем валли хăтлă условисем туса па-расси — пирĕн тивĕç, — терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев.

Студентăн талăкри вăхăтăн ытларах пайĕ университетра иртет. Общежитие вăл çывăрма кăна килет. Анчах таса та çутă, тирпейлĕ пÿлĕмре канни, пушă вăхăта ирттерни, паллах, кăмăла та çĕклет, вăй-хал та хушать. Çапла майпа лайăх вĕренсе диплом илсен республика аталанăвĕшĕн ĕçлеме, тăрăшма вĕсен кăмăлĕ те ытларах пулĕ.

В. БАГАДЕРОВА. Газета "Хыпар". 2016. 29 августа.

ruschuvashengfr 
 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia