Аслă шкулти лекцисемпе практика занятийĕсене мĕнле майпа кăсăклăрах тума пулать? Студентсем хăйсемех шухăш-кăмăлне пĕлтерсе вĕренÿ йĕркине улшăнусем кĕртме пултараççĕ. Кун пирки Раççейри 32 университет хастарĕ Чăваш Енре иртнĕ вĕрентÿ пахалăхĕн форумĕнче калаçрĕ.