Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Университет студенчĕсен хăйсен талисманĕ пур | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова 

Университет студенчĕсен хăйсен талисманĕ пур

Пятница, 27.01.17

og img 5161

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççейри аслă шкулсенче Студентсен кунне паллă турĕç. Çак кун 1755 çулта çĕршывăн ун чухнехи патши Елизавета Мускавра университет тата икĕ гимнази уçмалли çинчен Указ алă пуснă. Чиркӳ календарĕ тăрăх вара — Çветтуй Татиана кунĕ. Асап курнă Татиана студентсен хӳтĕлевçи пулса тăни шăпах çавăнпа çыхăннă.

Студентсен кунĕ тĕлне аслă вĕренӳ заведенийĕсенчен чылайăшĕ сессие вĕçлет. Студентсен хĕллехи каникулĕ пуçланать. Зачетсемпе экзаменсен йывăр тапхăрĕ вĕçленнĕ май лăштах кайнă студентсем хăйсен уявне анлăн паллă тума тăрăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемшĕн те çак кун — кĕтнĕ уяв.

Университетăн тĕп корпусĕ умне халăх — студентсем, преподавательсемпе аслă шкул ытти ĕçченĕ — йышлăн пухăнчĕ. Хаваслă кĕвĕ хăлхана çупăрланă май çамрăксем ЧПУ тесе вулама пулакан кӳлепе евĕр тăрса тухрĕç. Часах флешмоб пуçланчĕ. Малалла уяв аслă шкул спортзалне куçрĕ. Тĕрлĕ факультет командисен хушшинче «Хаваслă стартсем» ăмăрту хĕрӳ иртрĕ. Тупăшура экономика факультечĕн студенчĕсене çитекен пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене энергетикăпа электротехника тата юридици факультечĕсем пайларĕç.

Кăçалхи Студентсен кунĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ историнче пĕлтерĕшлĕ самантпа асра юлĕ. «Паянтан пирĕн аслă шкулăн хăйĕн талисманĕ пулать», — терĕ яшсемпе хĕрсене уяв ячĕпе саламланă май ЧПУ ректорĕ Андрей Александров. Зал варрине этем çӳллĕш Тăмана тухса тăчĕ. Хăйсен управçине мĕншĕн çак кайăк сăнарĕпе çыхăнтарнине тавçăрса илме кăткăс мар: вырăссемшĕн тăмана — ăс-тăн, анлă тавракурăм палли. Сăмах май, талисманăн чи лайăх эскизне конкурс ирттерсех палăртнă. Пурĕ 20 заявка пулнă. Сумлă жюри машиностроени факультечĕн студенчĕн Кристина Филипповăн ĕçне килĕштернĕ. Кайăка хĕр Ульян ят панă.

Уяв кунĕнче студентсемпе университет преподавателĕсен командисем волейболла та вылярĕç. Юлташла матч 1:1 шутпа вĕçленчĕ — туслăх çĕнтерчĕ!

Пĕлекенсем астăваççех: йăла тăрăх, асăннă праçникре Мускав патшалăх университечĕн студенчĕсем кăрчамапа сăйланаççĕ. Пирĕн студентсем вĕсенчен мĕнпе кая? Андрей Александров ректор пысăк чĕрес умне тăчĕ. Кăмăл тăвакансем унăн аллинчи алтăртан пыллă квас астивсе пăхрĕç.

Ирина ПУШКИНА. Газета "Хыпар".2017.27 января.

Вернуться вверх