Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018 | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова 

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018

Вторник, 24.04.18

240418 2

Чăваш чĕлхи кунне халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртмелле. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

ТĔЛЛЕВСЕМ:

− тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван ҫĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимĕн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13 сехетре Чăваш наци радиовĕн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче, Чăваш наци телевиденийĕн официаллă сайтĕнче (www.ntrk21.ru) тÿрĕ эфирта итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла:  Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript

2-мĕш вариант. Диктант И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче (Университет урамĕ, 38 çурт, 434 аудитори), И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) 13 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен çыру (заявка)  Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript  адреспа çак формăпа:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят.

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар).

Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» заняти ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 13 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн пуху залĕнче (М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт) ирттереççĕ.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Телефонсем: 8(8352) 45-02-58 (Долгова А.П., Кузнецов А.В.), 8(8352) 45-99-96 (Петрова С.В.), 8(8352) 62-61-49 (Денисова Т.В.).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://chgign.ru адреспа тупма пулать.

Вернуться вверх