Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 «Ашмарин вулавĕсем-9» конференци иртрĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

151014 8Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем» ăслăлăхпа практика конференцине ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх конференцийĕ статуспа иртрĕ. Юпан 9-10-мĕшĕсенче ăслăлăх форумĕ 9-мĕш хут пуçтарăнчĕ. Ăслăлăх уявне Мари, Тутарстан, Удмурти республикисенчен, Испани, Турци çĕр-шывĕсенчен килнĕ ăсчахсем тата университет ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнма кăмăл турĕç. Конференцие  И.И. Иванов доцент П. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вуланинчен пуçларĕ. Унтан вăл ертсе пынипе студентсем конференцие илемлĕ сăн кĕртрĕç - чăваш классикĕсен сăввисене вуларĕç. Кĕçтенкки Иванов, Çеçпĕл Мишши, Геннадий Айхи поэтсен сăввисем тĕлĕнмелле манаçлă янăрарĕç.

Конференцин официалла пайне филологи наукисен докторĕ, профессор, чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕ кафедрин пуçлăхĕ В.Г.Родионов ертсе пычĕ. «Ашмарин вулавĕсем» конференцин пысăк пĕлтерĕшне университетри наука енĕпе ĕçлекен проректор В.В.Афанасьев палăртрĕ. Чăваш Республикин тĕрлĕ министерствисенчен килнĕ С.В. Кудряшов, С.Д. Казаков саламлă сăмахсем каларĕç. Пленарлă ларура Эктор Алос и Фонт (Испани) тунă доклад пурне те шухăша ячĕ. Халь Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче вăй хуракан çак ăсчах Чăваш Республикинче икĕ чĕлхелĕх саккунне уяманнипе чăваш чĕлхи Шупашкар хулин сăн-сăпатĕнчен çухалнăçем çухалсах пынине тĕпченĕ. Тĕрлĕ учрежденисен, транспорт чарăнăвĕсен, урамсен ячĕсем вырăсла çеç пулнине асăрханă вăл. «Каплах пулсан çитĕнекен ăру пушшех те чăвашла калаçмĕ» - тесе пĕтĕмлетрĕ вăл хăйĕн докладне. Хусан университетĕнчен килнĕ Ф.Г. Галимуллин профессор Чингиз Айтматов пултарулăхĕ пирки тунă доклад та кăсăклă пулчĕ. Малалла конференцие хутшăнакансем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Ăслăлăх форумĕн иккĕмĕш кунĕнче «Атăлçи халăхĕсен пĕтĕмĕшле литература историне йĕркелес проблемăсем» ыйтупа «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Ăна А.Ф. Мышкина профессор ертсе пычĕ. Кунта та паянхи филологин актуаллă ыйтăвĕсене хĕрӳ сӳтсе яврĕç. «Çавра сĕтел» тавра Чăваш Ен ăсчахĕсемсĕр пуçне Тутар, Мари, Удмурт республикисенчен килнĕ наука ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç.

http://chfik.chuvsu.ru/?q=cv/node/1543