Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Университетăн черетлĕ çитĕнĕвĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Çÿллĕ шайри технологисен производствине хута ямалли комплекслă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществи субсидие тивĕçнĕ.

Проектра палăртнипе килĕшÿллĕн ЧПУ профессорĕ Н.Кольцов Хусанти наци тĕпчев технологи университечĕн ăсчахĕсемпе пĕрле 2017-2019 çулсенче ăслăлăх-тĕпчев, сăнав-конструктор, технологи ĕçĕсене 99 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама тивĕç. Çакăн хыççăн вĕсемпе В.И.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ производствăра усă курĕ — климатăн йывăр условийĕсенче нефть, газ уçлакан промышленноçра кирлĕ хатĕрсем туса кăларĕ.

Сăмах май, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Раççей шайĕнчи ытти конкурсра та çĕнтернĕ. Çав шутра — «Регионсем валли — кадрсем», «Оборона-промышленноç комплексĕ валли — çĕнĕ кадрсем» ятпа иртекеннисенче.

Газета "Хыпар". 2017. 10 января.