Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 ЧПУ ректорӗ В. Г. Агаков профессор: «Ертӳҫӗн пурнӑҫпа тан пымалла» | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Экономикăпа общество аталанăвĕнче пĕлÿ пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Çакна шута илсе юлашки çулсенче çĕршывра вĕренÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас, пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессине çĕнĕ шая çĕклес тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса ирттерчĕç. Çĕнетÿ ĕçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те ырласа йышăннине, тĕллевлĕн пурнăçа кĕртсе пынине, ытти аслă шкулшăн тĕслĕх пулнине палăртмалла. Кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В.Путин кунти студентсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă сăмахсем те çакна тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ: «Сирĕн университет паллă, тухăçлă, специалистсем хатĕрлес шай пысăк университетсен шутне кĕрет».

Республикăри тĕп аслă шкул паян мĕнле сывлать, мĕнле аталану çул-йĕрне мала хурать? Çак ыйтусемпе университет ректорĕпе В.Г.Агаков профессорпа калаçатпăр.

В.Г.Агаков Етĕрне районĕнчи Çуткассинче çуралса ÿснĕ. Палтайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă, унтан Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче «Астрономи» специальноçпа пĕлÿ илнĕ. Совет çарĕнче лейтенант званийĕпе хĕсметре тăнă. 1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă. 1976-1979 çулсенче Мускав патшалăх университечĕн аспирантуринче «Астрофизика» специальноçпа /«Математикăллă астрофизика» специализаци/ вĕреннĕ. 1987 çултан пуçласа паянхи кунчченех аслă математика кафедрине ертсе пырать. 1992 çулта никĕсленнĕренпех пулас инженерсен шкулĕн ертÿçи. Тĕрлĕ çулта вăл инженерсен никĕс хатĕрлевĕн факультечĕн, математика факультечĕн деканĕ, тĕнче çыхăнăвĕсем енĕпе, вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректор, 2001-2009 çулсенче университетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ пулнă.

В.Г.Агаков профессор - 175 ăслăлăх, вĕренÿ, методика ĕçĕсен /çав шутра 30 ытла монографи, вĕренÿ, справка пособийĕ/ авторĕ, университетра тухса тăракан «Математические модели и их приложения» ăслăлăх сборникĕн никĕслевçи тата тĕп редакторĕ.

2010 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнчен ăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ агентствин хушăвĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулма çирĕплетнĕ.

Всеволод Георгиевич, эсир университета малалла аталантармалли анлă программа хатĕрленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарсан аванччĕ.

Вĕренÿ енĕпе илес тĕк пирĕн тивĕç - професси ăсталăхĕпе палăрса тăракан, конкуренцие тÿсĕмлĕ, çĕнĕлле шухăшлакан специалистсем хатĕрлесси. Ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче - Чăваш Енпе Раççей регионĕсен аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ никĕс тата хушма ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттересси. Социаллă пурнăçпа экономика ĕç-хĕлĕнче чи кирли преподавательсене, сотрудниксене, студентсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси тесе шутлатăп.

Паллах, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пымалла, унсăрăн паха специалистсем хатĕрлеме май çук.

Тата университетра çынлăх туйăмне сарас килет. Пурте пĕр сывлăшпа, университет сывлăшĕпе сывласа, пĕлĕве, вĕренĕве, профессионализма, чыслăха, йĕркелĕхе, кашнине - вăл преподаватель-и, сотрудник-и е студент-и, тирпейлÿçĕ-и - хисеплесе пурăнччăр.

Мĕн авалтанпах кирек мĕнле университет та демократи шайĕ пысăк пулнипе палăрса тăнă. Çавна май эпĕ Тĕрĕслĕхе сасăласа палăртманнине чунран ĕненетĕп. Ăна сÿтсе явса, тавлашса çирĕплетеççĕ. Çак тапхăрта кашниех хăйĕн шухăшне, вăл пуçлăх шухăшĕпе килĕшсе тăмасан та, калама пултарать. Анчах йышăну тунă пулсан ăна кашнинех пĕр сăмахсăр пурнăçламалла. Ку - администрацин ертсе пымалли тытăмĕн тĕп элеменчĕ. Университета ертсе пымалли уçăмлă вертикаль йĕркелемелле - кашни çын хăйĕн тивĕçĕсене уçăмлă пĕлсе тăтăр. Ректор тивĕçне пурнăçлама тытăнсан эпĕ мĕн пур подразделени ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашрăм, ĕç коллективĕсемпе тĕл пултăм. Мĕн палăрчĕ-ха? Сотрудниксенчен хăшĕ-пĕри хăйĕн должноç тивĕçĕсен шутне мĕн кĕнине те пĕлмест иккен.

— Çирĕпрех ыйтма тивет-тĕр?

Кашниех йĕркене çирĕп пăхăнма тивĕçлĕ, хăйĕн участокĕнчи ĕçшĕн ертÿçĕсенчен çирĕпрех ыйтма пуçлатпăр. Ертÿçĕн яваплă, объективлă кăна мар, чăн-чăн профессионал, аналитик, стратег, çĕнĕлле шухăшлакан çын пулмалла. Паян пурнăç пысăк хăвăртлăхпа малалла каять. Енчен те ертÿçĕ çак хăвăртлăха ĕлкĕрсе пыраймасть, çĕнĕлле ĕçлеме вĕренеймест е ÿркенет тĕк çав вырăнта ĕçлеме те пултараймасть. Аталанура кирек мĕнле чарăну та каялла чакнине пĕлтерет. Шел те, пирĕн çĕнĕ технологисемпе туслах мар пуçлăхсем те пур-ха. Çавăнпа кашни подразделени ертÿçи умне çакăн пек тĕллев лартрăмăр - вĕсен вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле компьютерпа ĕçлеме вĕренсе çитмелле. Пултараймасан должноçран кайма тивет. Тата университета ертсе пырас тытăма автоматизацилес ĕçе пуçăннине те асăнмалла. Ăна университетăн ятарлă ăслăлăх ушкăнĕ хăй вăйĕпе пурнăçлать.

— Çĕршыври наци тĕпчев университечĕсен иккĕмĕш конкурсне хутшăнни пирки мĕн калама пултаратăр?

Çĕнтерÿçĕсен йышне лекеймерĕмĕр. Анчах ку алă усса лармалли сăлтав мар. Конкурс эксперчĕсем питĕ çирĕп ыйтнине, университетсен тĕрлĕ енлĕ аталанăвне юлашки виçĕ çулхи кăтартусем тăрăх хакланине те палăртмалла. Пирĕн ăслăлăх тĕпчевĕсем тĕлĕшпе çитĕнÿсем пур-ха. Конкурса хутшăнни вара хăйне евĕр опыт пухма май пачĕ теме юрать. Малалла ĕçлетпĕр. Нумай пулмасть университетăн пĕчĕк предприятийĕсенчен пĕри Раççейĕн пĕр миллион тенкĕлĕх грантне выляса илчĕ. Пĕлтĕр, Лев Пантелеймонович Кураков ректор пулнă чухне, Ученăй канаш йышăнăвĕпе йĕркеленĕ паха технологисен тата наноматериалсен ăслăлăх-вĕренÿ инноваци комплексĕ хăватсене ÿстерсе пырать. Сăмах май, паян университет президенчĕпе Л.П.Кураковпа алла-аллăн, пĕр-пĕрне пулăшса, федерацин «Аслă тата аслă шкул хыççăнхи професси пĕлĕвĕ çинчен» саккунĕпе тата ЧПУ уставĕпе килĕшÿллĕн тивĕçсене пайласа ĕçлетпĕр.

— Паян çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçма йывăр. Ĕç паракансем вĕсен професси пĕлĕвĕн шайĕ çителĕксĕр тесе палăртаççĕ. Мĕншĕн çапла-ха?

Ыйту çивĕчлĕхĕ вĕрентÿ пахалăхĕпе кăна çыхăнман. Теорие практикăпа тĕллевлĕ çирĕплетсе пымалла. Тĕслĕхрен, инженерсем хатĕрлеме лайăх пурлăх никĕсĕ кирлĕ. Ăна пуянлатма тăрăшатпăр-ха: пĕрремĕш кварталта кăна техника туянма çур миллион ытла тенкĕ уйăртăмăр. Анчах çĕнĕ йышши паха оборудованиллĕ предприятисемпе ăçтан танлашăн? Çавăнпа малта пыракан предприятисемпе студентсене вĕсем патĕнче ĕçе хăнăхтарма килĕшÿсем тăватпăр. Пирĕн «ЭЛЕКТРО» холдинга кĕрекен «ВНИИР» акционерсен уçă пĕрлĕхĕпе, «Экра» НПП тулли мар яваплă пĕрлĕхпе çыхăну çирĕп - вĕсен пуçлăхĕсем университет кафедрисене ертсе пыраççĕ, сотрудниксенчен чылайăшĕ вĕрентÿ ĕçне хутшăнать. Кашни факультетăн çак мелпе анлă усă курмалла, ĕç параканпа специалистсем хатĕрлес ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшмалла. Ку тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Трактор завочĕсем» концерн», «Хурçăн ăслăлăх-тĕпчев институчĕ» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ, Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министерстви тата Чăваш патшалăх университечĕ пĕрле ĕçлесси çинчен тăватă енлĕ килĕшĕве алă пусрĕç.

Тепĕр мел - предприяти е организаци саккасĕпе специалистсем хатĕрлесси. Диплом илнĕ хыççăн выпускник хăйне вĕренме янă предприятие таврăнать, ăна ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Питĕ меллĕ меслет. Манăн шухăшпа, бюджет мелĕпе пĕлÿ илекен студентсене валли те патшалăх вĕсемшĕн тăкаклакан укçа-тенке ĕçлесе татмалли йĕрке пулмалла, направленипе ĕçе яма тытăнмалла.

— Всеволод Георгиевич, Чăваш патшалăх университечĕ чăваш ачисене паха пĕлÿ илме пулăшас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет?

18 çул каяллах, ун чухне эпĕ инженерсен никĕс хатĕрлевĕн факультечĕн деканĕччĕ, ял ачисене хуларинчен кая мар пĕлÿ илме май туса парас шухăш çуралчĕ. Çак тĕллевпе республикăри кашни район центрĕнче аслă шкул умĕнхи хатĕрлев центрĕсем уçрăмăр. Унта университет преподавателĕсем шкул ачисемпе тĕп предметсемпе - математикăпа, физикăпа, химипе, биологипе, ют чĕлхепе, ыттисемпе - хушма занятисем ирттереççĕ. 18 çул хушшинче çак центрсенче 30 пине яхăн шкул ачи пĕлÿ илнĕ. Чылайăшĕ çĕршыври аслă шкулсене, çав шутра пирĕн университета, вĕренме кĕнĕ.

Çак ĕçĕн витĕмĕ пысăк. Пĕрремĕшĕнчен, шкул ачисен пĕлÿ шайĕ ÿсет, ку ял çамрăкĕсенчен чылайăшне аслă шкула кĕме çул уçса парать. Танлаштарма: 1990 çулта университетăн пĕрремĕш курсĕнче вĕренекен студентсен 19 проценчĕ кăна ялтанччĕ, халĕ - 51-53 процент. Ку - ялпа хула ачисене социаллă пĕр танлăхпа тивĕçтернин палли. Тепĕр тĕрлĕ ĕç - ытти регионти чăваш диаспорипе çыхăну тытни. Тюмень, Ульяновск облаçĕсемпе, Тутарстанпа, Пушкăртстанпа, ытти регионпа тунă килĕшÿсемпе специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлетпĕр. Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск облаçĕнче пирĕн представительствăсем ĕçлеççĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, çак регионсенче пурăнакан чăваш ачисене Чăваш патшалăх университетне кĕме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ. Тутарстанри Анат Камăри чăваш наци гимназийĕпе чылай çул çирĕп çыхăну тытатпăр. Пирĕн профессорсемпе преподавательсем унта вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех лекцисем вулама кая-кая килеççĕ. Гимназирен университетăн тĕрлĕ факультетне çулсерен 10-15 çамрăк вĕренме кĕрет.

— Пĕрремĕш курса паян мĕнле çамрăксем килеççĕ? Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ вĕсен пĕлĕвне тĕрĕс хаклать-и?

ППЭ идейи лайăх. Ăна Раççейри мĕн пур вĕренекен пĕлĕвне объективлă, никама пăхăнмасăр, пахалăхлă хаклас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак виçĕ паллăна пĕтĕмпех пурнăçа кĕртес пулсан ППЭне никам та хирĕçлемĕччĕ. Анчах пурнăç теорирен кăткăсрах-çке. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне йышăнакан комисси объективлă пулсан та пурте пĕр-пĕринпе çыхăннă, чылайăшĕ пĕр-пĕрне пĕлет. Çак условисенче ППЭн виçĕ пахалăхне шайлашура тытма йывăр. Пирĕн республикăра Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче вĕренекенсен пĕлĕвне объективлă, никама пăхăнмасăр, пахалăхпа хаклас тĕлĕшпе питĕ нумай тунине палăртса хăвармаллах. Анчах вĕренÿ пахалăхĕ чакса пынине те асăнмалла. Хăш чухне шкул программи тăрăх вĕрентесси ППЭне хатĕрленессине çаврăнать. Ку вара логика шухăшлавне чухăнлатать. Юлашки çулсенче пĕрремĕш курс студенчĕсенчен чылайăшĕ математикăри ансат япаласене те чухламаннине хăнăхса пыратпăр теме те пулать. Пуринчен те ытларах шкул пĕтерекен çамрăксем тĕрĕс çырма, хăйсен шухăшне уçăмлă палăртма пултарайманни тĕлĕнтерет. Ман шухăшпа ку вĕсем кĕнеке пачах вуламаннипе е питĕ сахал вуланипе çыхăннă. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне пĕлĕвĕн тĕп çăл куçĕ кĕнеке пулнă. Халĕ унран илĕртсе каякан нумай: компьютер, телевизор...

— Лару-тăрăва лайăхлатма пулать-и?

Вĕрентекен статусне ÿстермелле. Çак категорири çынсен ĕçне патшалăх, общество тивĕçлипе хакламанни вĕрентÿ пахалăхне те витĕм кÿрет. Учителĕн те, аслă шкул преподавателĕн те шалу питĕ пĕчĕк. Çавна пула кадрсен ыйтăвĕ, уйрăмах техника специальноçĕсемпе, çивĕчленме пултарать. Ăслă, пултаруллă çамрăксем тĕрлĕ фирма-компанире аслă шкул преподавателĕсенчен чылай ытларах ĕçлесе илеççĕ.

— Университетра ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме палăртатăр-и?

Пĕлтĕрхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕршыври чылай бюджет организацийĕ пекех университет та ĕçшĕн çĕнĕлле тÿлемелли тытăм çине куçрĕ. Анчах унта шута илмен хăш-пĕр çитменлĕхе асăрхарăмăр. Аслă преподаватель шалăвĕ тирпейлÿçĕ шалăвĕпе танлашни тĕрĕс мар паллах. Çавна май кăçал çĕнĕлле тÿлемелли тытăма пурнăçа кĕртекен ĕç ушкăнĕпе пĕрле унта хăш-пĕр хушăмсем кĕртрĕмĕр. Кĕскен каласан ĕçченĕн должноç шалăвĕ çумне хушакан хавхалантару тÿлевĕсем икĕ пайран тăракан пулаççĕ. Яланхи - сахалтан та çулталăка, улшăнса тăраканнине ĕçри ÿсĕмсене кура кашни уйăхра çирĕплетеççĕ, вăл шалуран темиçе хут пысăкрах пулма пултарать.

— Çапах юратнă ĕçе укçапа кăна виçейĕн-ши?

Çук паллах. Нимĕнрен те ытларах çĕннине тĕпчес, пĕлес, ÿсес, аталанас ăнтăлупа пурăнакан çын та сахал мар. Ку - вĕсен пурнăç йĕрки. Аслă тата вăтам вĕренÿ тытăмĕ çакăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать. Нумай пулмасть «Çулталăк учительне» чысласа ирттернĕ уява хутшăнтăм. Ăслă, ăста, çамрăк, хитре вĕрентекенсене курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Пултаруллăскерсене укçаллăрах ĕçе те илĕччĕç. Анчах вĕсемшĕн чи хакли - ачасем, педагогика, тăван шкул.

— Манăн шухăшпа Агаковсен ĕç династине те çак йыша кĕртме пулать.

Атте Георгий Афанасьевич вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулнă, шел, эпĕ çиччĕре чухнех çĕре кĕчĕ. Асаттен тăванĕ Яков Ананьевич /Чăваш халăх писателĕн Леонид Агаковăн ашшĕ/ шкулта вĕрентнĕ. Аппа та вырăс чĕлхипе литератури учителĕ пулнă. Анне Мария Васильевна 40 çул пуçламăш классемпе ĕçлерĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ те пулчĕ. Питĕ ĕçчен, çĕннине пĕлме ăнтăлакан çын. Халĕ вăл 91 çулта пулин те вĕренме, аталанма тăрăшать.

— Всеволод Георгиевич, сире кĕнекепе ачаран туслашма Л. Я. Агаков писатель произведенийĕсем те витĕм кÿнех ĕнтĕ...

Манăн аттепе Леонид Яковлевич икĕ сыпăкри тăвансем. Вĕсем пĕрле ÿснĕ, питĕ туслă пулнă. Леонид Яковлевич пирĕн пата час-часах пырса çÿретчĕ. Эпĕ вăл çыравçă хушма ят илнĕ пирки мĕн каланине лайăх ас тăватăп. «Хамăн хушаматран та, произведенисенчен те вăтанмалли çук, мана хушма ят кирлĕ мар», - тетчĕ. Çирĕп кăмăллă, чыслăха хаклакан, тÿрĕ калакан, шÿтлеме юратакан çынччĕ. Леонид Агаков чăваш ачисемпе çамрăкĕсемшĕн çăлтăр пулнă. Пин-пин ача унăн Тăван çĕршыва юратма, çынлăха хаклама вĕрентекен произведенийĕсене вуласа ÿснĕ. Паллах, эпĕ те унăн кĕнекисене сывлăш çавăрмасăр тенĕ пек вуланă, вăл каланисене тимлесе итленĕ. Юратнă кĕнекесен шутĕнче - Э.Л.Войничăн «Пăван» романĕ те. Ăна шкулта вĕреннĕ чухне чăвашла вуланăччĕ, университет пĕтернĕ хыççăн оригиналра акăлчанла вуласа тухрăм. Юратнă роман паян та манăн ĕç пÿлĕмĕнчи çÿлĕк çинче. Математикăпа ăслăлăх ĕçĕсене вулатăп, вĕсем шухăшсене йĕркене кĕртме пулăшаççĕ. Паллă çынсен шухăшĕсен пуххисене, Омар Хайямăн сăввисене час-часах алла илетĕп. Хăш чухне чуна уçса трактатсем, афоризмсем çыратăп. Кĕнеке пурнăçа пуянлатать, ăс-тăна аталантарать. Шел, паян çакна ачасемпе çамрăксенчен чылайăшĕ ăнланмасть.

— Кăмăллă та тĕплĕ калаçушăн тав сире, Всеволод Георгиевич.

Вулакансене университет пурнăçĕпе паллаштарсах тăрăпăр. Ректорпа хăйĕнпе те çыхăнма пулать. Вăл халăх валли хăйĕн электрон ешчĕкне — Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript Данный адрес e-mail защищен от спам-ботов, Вам необходимо включить Javascript для его просмотра. — уçнă. Унта университетăн old.chuvsu.ru сайчĕ урлă кĕрсе кирек кам та аслă шкул пирки ыйту пама пултарать.

Алина ЛУКИЯНОВА.
Хыпар, 111 (25516) №, 2010.06.03.