Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Конкурс хыççăн конкурс, викторина хыççăн викторина | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

16082011-0938Мĕн чухлĕ кĕтменлĕх, савăнăç парнелеççĕ çу кунĕсем! Канăва пĕлсе йĕркелесен вара укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те май пур. Пĕрисем эмел курăкĕ пуçтараççĕ те хатĕрлев кантурĕсене леçеççĕ, теприсем йĕтем çинче вăй хураççĕ. Яланах мĕн те пулин çĕннине пĕлме тăрăшакансем уй-хирте е килти хуçалăхра кунĕпе тăрмашнă хыççăн та алла хаçат-журнал тытаççĕ. Ара, "Тантăш" та, "Теттепе" "Самант" та тăтăшах тĕрлĕ конкурс, викторина ирттереççĕ-çке. Сăмахран, пирĕн виçĕ кăларăма та çырăнса илекенсен хушшинче лотерея выляттартăмăр, çу кунĕсене савса "Июлĕн 25-мĕшĕ" тата космонавтика темипе çыхăннă "Çăлтăрсем чĕнеççĕ" конкурссем малалла пыраççĕ.

Халĕ вара И.Н.Ульянов 180 çул çитнине халалланă викторина çĕнтерÿçине палăртма вăхăт. Ăна редакцин тата "Тантăш" вулаканĕсен çывăх тусĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Олег Викторовпа пĕрле йĕркелерĕмĕр. Хуравсем почтăпа та килчĕç, электрон çырусем те илтĕмĕр. Викторинăна шкул ачисем çеç мар, студентсем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче ЧПУн радиотехникăпа электроника факультечĕн 4 курс студенчĕ Алексей Зотовăн ĕçне палăртатпăр. Ăна Олег Николаевич уйрăм парнепе - университет çинчен çырнă сумлă кĕнекепе - чыслĕ.

Лайăх ĕç сахал мар, анчах темшĕн ял ачисемех вĕсене чăвашла çырман, ыйтăвĕсем тăван чĕлхепе пулнăччĕ пулин те. Çапах та вĕсене те парнесĕр хăвармăпăр, редакцин сувенирĕсене ярса парăпăр (е хăвăр килсе илме пултаратăр).

Викторинăра вара Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче вĕренекен (7 класа куçнă) Настя Степкина çĕнтерчĕ. Ана Олег Николаевич Викторов сотовăй телефон парнелĕ. Настьăна паянах пирĕн пата çак телефонсемпе шăнкăравлама ыйтатпăр: (89093043338; 89051975911 е 8-832- 56-15-30). Парнене хăçан килсе илесси пирки капаçса татăлăпăр.

Викторинăна хутшăннисене пурне те тав тăватпăр, хамăр сувенирсемпе чыслатпăр.

16082011-0939И.Н.Ульянов çуралнăранпа 180 çул çитнине халалланă викторина хуравĕсем:

1. Илья Николаевич Ульянов - паллă педагог, просветитель, патшалăх деятелĕ. Аçтăрхан хулинче мещен çемьинче çуралнă. (1831 – 1886). Хусан университечĕн математика факультетне аван паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Пенза, Чул хула вĕрентÿ заведенийĕсенче ĕçленĕ. Кунта математика, физика предмечĕсене вĕрентнĕ. 1869-1874 çулсенче И.Н.Ульянов Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕнче, унтан директорĕнче вăй хунă. Кĕçĕн шкулсенчи вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Учительсем валли çĕнĕ методика пурнăçа кĕртнĕ, вĕрентекенсем ачасем çине алă çĕкленине питĕ сивленĕ. И.Н.Ульянов Чĕмпĕрти тата таврари ытти тĕрлĕ общество паллă çыннисемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсене пулăшса пынă. Кĕпĕрнери чăваш шкулĕсене аталантарас тесе нумай ырă ĕç тунă, тĕттĕм халăха çутта кăларма пĕтĕм чун хăвалĕпе тăрăшнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕнче ĕçленĕ вăхăтра Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсене: тутарсене, чăвашсене, мăкшăсене, марисене тата ыттисене те - пулăшнă, шкулсем уçнă.

2. Илья Николаевич Ульяновпа Иван Яковлевич Яковлев ĕçтешсем кăна мар, туссем те пулнă. Иккĕшĕ те чылай шкул уçнă, халăх культурине çĕклессишĕн тĕлĕнмелле пыăк ĕçсем тунă. Вĕсен çыхăнăвĕ Иван Яковлев Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕреннĕ çулсенчех пуçланнă. Вăл Хусан университечĕн студенчĕ пулнă тапхăрта çак туслăх малалла тăсăлнă. Хăй уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулне Илья Ульянов пăхса, тĕрĕслесе тăнă. Иван Яковлевича Хусанти вĕрентÿ органĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне, унтан тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн пуçлăхне уйăрса лартсан И.Н. Ульяновпа пĕрле кĕпĕрнери чăваш шкулĕсене пулăшнă, тĕрĕслеме çÿренĕ. Вĕсен çемйисем те килĕштерсе пурăннă.

Илья Николаевичăн Александр ывăлне арестлесен Ульяновсен яланхи тусĕсем вĕсенчен сивĕнеççĕ. Иван Яковлевич туслăха татмасть, вĕсемпе татах та ытларах çывăхланать. Иван Яковлев 187 çулта "Букварь для чуваш" ятлă кĕнеке кăларать, çак ĕçре те ăна Илья Николаевич пулăшнă.

16082011-0940

3.   И.Н.Ульяновăн палăкĕ Чĕмпĕр хулинче Сентябрĕн V. мĕшĕ ячĕллĕ урамра вырнаçнă. Халĕ кунта ун ячĕллĕ сквер пур. И.Я.Яковлев палăкĕ - Колючий садик скверта (2006 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнă). Скульпторĕ - Владимир Нагорнов. Çак икĕ улăпăн палăкĕсем пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ.

4.   Николай Терентъевăн "Хумсем çырана çапаççĕ" драминче Илья Ульянов сăнарне калăпланă. Пирĕн ума вăл Иван Яковлевăн чи çывăх тусĕ, шанчăклă хÿтĕлевçи пек тухса тăрать. Илья Николаевич пысăк культурăллă та хастар, çирĕ çын. Çак сăнара Василий Долгов "Пархатарлă туслăх" ят; истори очеркĕнче те çутатнă. Николай Овчинников художник вĕсене халалласа "И.Н. Ульянов тата И.Я. Яковлев чăваш шкулĕнче" картина çырнă.

5.   Чăваш патшалăх университечĕ, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕ, Пăрачкаври интернат шкул Илья Ульянов ячĕллĕ. Етĕрне, Вăрнар, Элĕк районĕсенче Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем пур, Çĕрпÿ районĕнче – „Память Ульянова” хуçалăх, Йĕпреç районĕн Эконом поселокĕнче, Пăрачкавра - Ульянов урамĕсем.

6.   И.Н.Ульянов Чăваш Енре уçнă шкулсен шучĕ 38: Пăрачкавра, Ураскилтре, Хутарта, Пантьăкра, Анастасовăра, Аслă Арапуçĕнче тата ытти те.

7.   Чăваш патшалăх университечĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ. Ана 1967 çулта уçнă. Кунта Илья Ульянова халалланă музей та пур.

„Тантăш” хаçат. 2011, çурла, 4.

Викторина ыйтăвĕсене Апексей ЗОТОВПА

Анастасия СТЕПКИНА хуравĕсене тĕпе хурса

хатĕрлерĕмĕр.