Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Пьедестал çинче - Ирина Юманова | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Эрне кунранпа пыракан Универсиада шăв-шавĕ Чăваш Енре те лайăх илтĕнет. Эпир пурсăмăр та 162 çĕр-шывран пухăннă студентсене пысăк ăнăçу сунатпăр, çĕнтерÿçĕсемшĕн пĕрле савăнатпăр.

Хусан татах та çывăхланнăн туйăнать. Анлă Атăл хумĕсем, тăвалла пулин те, ĕнер Тутарстан тĕп хулинчен ырă хыпар çитерчĕç: тин çеç Чăваш патшалăх университечĕн дипломне илнĕ чăваш хĕрĕ Ирина Юманова кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Часах Интернет урлă хĕрарăмсем 20 километра утса ăмăртнин протоколне илтĕмĕр. Малти виçĕ вырăна йышăннисем пурте - Раççей командинчен. Камсем-ха вĕсем?

Мордва Республикинчи Анися Кирдяпкина /1:29.30 - Универсиадăсен рекорчĕ/, Ирина Юманова /1:30.41/ тата Челябинск облаçĕнчи Лина Бикулова /1:32.30/. Виççĕшĕн те çитĕнÿсем ăнсăртран пулнăскерсем мар. Кирдяпкина, сăмахран, 2011 çулхи тĕнче чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ, Лондонри Олимпиадăра финиша вăл пиллĕкмĕш çитнĕ. Патăрьел районĕнчи Тĕрĕньел ялĕнче çуралнă Юманова çамрăксен хушшинче ирттернĕ тĕнче чемпионатĕнче тата 2008 çулхи Тĕнче Кубокĕнче иккĕмĕш пулнăччĕ. 25 çулти Лина Бикулова - Раççей чемпионки.

Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн Универсиада призерĕ Ирина Юманова «Р-Спорт» информаци агентствин корреспондентне çапла пĕлтернĕ: «Универсиада - пысăк ăмăрту, кунта хутшăнма тивĕç пулни маншăн чи пысăк чыс. Хамăн кăтартупа эпĕ кăмăллă. «Ылтăн» мар пулин те чи пĕлтерĕшли - медаль. Паянхи çитĕнĕве эпĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ аттеме халаллатăп».

Хусанти Универсиадăна пирĕн ятлă-сумлă тепĕр спортсменка Вера Соколова та лайăх хатĕрленнĕ. Чылай ăмăртура палăрма ĕлкĕрнĕ вăл, виçĕм çулхи Раççей чемпионатĕнче çирĕм виççĕри Муркаш хĕрĕ тĕнче рекордне те çĕнетнĕччĕ /1:25.08/. Хальхинче вара Соколовăшăн пăтăрмах сиксе тухнă. Финиша çитесси 2 километра яхăн юлсан малтисен ушкăнĕнче утса пынăскере судьясем вăл çирĕплетнĕ правилăсене пăснă тесе ăмăртуран кăларнă. Çакă Соколовăна «хакла ларма» пултарать, тĕнче чемпионатне хутшăнас ĕмĕтне татĕ.

Спорт тĕнчи çутă самантсенчен кăна тăмасть. Юрать-ха, Универсиадăра Раççей çăмăл атлечĕсем Мария Абакумова /сăнă ывăтасси/, Ксения Усталовăпа Владимир Краснов /400 метра чупасси/, Валентин Смирнов /1500 метра чупасси/, Сергей Мудров /çÿллĕшне сикесси/ чи вăйлисен шутне кĕме пултарчĕç. Лондонри Олимпиада çĕнтерÿçи Иван Ухов, шел те, улттăмĕш кăна. Алия Мустафинăпа Ксения Афанасьева гимнасткăсем, Светлана Ромашина синхронистка çитĕнÿсемпе савăнтарчĕç.

Универсида малалла пырать, умра - чылай ăмăрту. Чăваш Ен спортсменĕсене ăнăçу сунатпăр, вĕсенчен пысăк çĕнтерÿсем кĕтетпĕр.

Юрий ПЛОТНИКОВ. Газета «Хыпар».2013.11 июля.