Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Робот алă тытнă | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Камсене?! И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ абитуриенчĕсене. Вăл – Wall-Eробот. Унпа кирек кам та сăн ÿкерĕнме пултарнă. Робот, фантастика мультфильмĕнчи юратнă сăнар, абитуриентсемпе çурла уйăхĕнче те тĕл пулĕ.

Энергетикăпа электротехника факультечĕн студенчĕсем сессие вĕçленĕ хыççăн хăйсен робочĕпе малалла ĕçленĕ. Ака уйăхĕнче шухăшласа кăларнăскере темиçе хут та улăштарнă. Халĕ корпусĕпе шассине цинклă хурçăран тунă. Пуçĕпе аллин приводне те çĕнетеççĕ. Çавăн пекех робота датчиксемпе, пралуксăр çыхăнупа тивĕçтернĕ.

Ирина Алексеева. Çамрăксен хаçачĕ. 2013.26 июля.