Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Андрей Александров: "Университет - пĕлÿ, пултарулăх, ăслăлăх уççи" | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ - Чăваш Республикин вĕренÿ, ăслăлăх, культура тĕп центрĕ. Вăл уçăлнăранпа - 47 çул, çак тапхăрта кунта 100000 специалиста вĕрентсе кăларнă, çав йышран 70000-не яхăн - куçăн майпа.

Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çулсерен çĕр-шыври аслă шкулсен мониторингне ирттерет. Асăннă заведение виçĕ çул ĕнтĕ эффективлисен списокне кĕртни унăн сумĕ чакманнине пĕлтерет. Чăн та, çак тапхăрта университет ертÿçи улшăнчĕ. Телее, çакнашкал улшăну унăн рейтингне хавшатмарĕ. Кăçал ректор должноçне йышăннă Андрей Юрьевич Александрова "Хыпар" тĕпелне йыхравларăмăр, пире кăсăклантаракан ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.

- 2013 çулта ЧПУ "Кадрсем - регионсем валли" конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Андрей Юрьевич, çакă яваплăха тата ытларах туйма хистет-и?

- Патшалăх пулăшăвне çĕнсе илессишĕн пыракан асăннă конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 14 вуза 2 çул патшалăх тĕллевлĕ субсиди уйăрĕ. Унта эпир "Чăваш Республикинчи машиностроенипе строительство, электротехника предприятийĕсем валли пысăк квалификациллĕ кадрсем тĕллевлĕ хатĕрлес ĕçе лайăхлатасси" проектпа хутшăнтăмăр. Чăваш Енри экономика секторĕпе пирĕн заведени хушшинче чăнахах та çыхăнусем çирĕп пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе патăмăр. Патшалăх пулăшăвне тивĕçни - лăпланмалли сăлтав мар. Куçакан укçа-тенкĕпе аслă пĕлÿ памалли программăсене çĕнетмелле, хушма професси пĕлĕвĕ памашкăн та усă курмалла.

Пирĕн тĕллев уçăмлă: çирĕпленнĕ йăласене университетăн сыхласа хăвармалла, çав вăхăтрах пĕлÿ парас ĕç рынокĕнче малти позицие йышăнассишĕн тăрăшмалла, вĕренÿ тата интеллект вăйлă центрĕ пулса тăмалла.

- Эппин, çирĕп никĕс кирлĕ. Университетшăн вăл - унăн вĕрентекенĕсем, ăслăлăх ĕçченĕсем.

- Чăваш Республикинчи наука чи пысăк центрĕ шутланать Чăваш патшалăх университечĕ. Кунта 1100 профессорпа преподаватель, çав шутра ăслăлăх 140 докторĕ, 569 кандидачĕ. Паянхи кун ăслăлăх-педагогика 23 шкулĕ ĕçлет кунта, вĕсем хатĕрлекен наука ĕçĕсемпе Чăваш Енре çеç мар, чикĕ леш енче те паллашаççĕ. Диссертаци канашĕсем, аспирантура, интернатура, ординатура хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыраççĕ.

Вĕренĕве татăлми майпа йĕркелес тĕлĕшпе университет республикăра пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Ку енĕпе Чăваш Ен территорийĕнче аслă шкулăн филиалĕсем /Патăрьелте, Канашра, Улатăрта/ вырнаçни витĕмлĕ. Вĕренÿ интеграцийĕ тĕлĕшĕнчен Чăваш Енре, çавăн пекех Тутарстан, Пушкăртстан çĕрĕсем çинче представительствăсем уçни паха. Унта вăтам шкулпа сыв пуллашма хатĕрленекенсем университет "сывлăшне" хăнăхаççĕ - вĕренÿ программин малтанхи тапхăрĕнче кирлĕ пĕлĕве илме пултараççĕ.

- Хамăрăн республика яш-кĕрĕмĕпе хĕрупраçĕсĕр пуçне сирĕн пата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, ют çĕр-шывсенчен те çамрăксем вĕренме килеççĕ. Çакă вузăн пĕтĕмĕшле тăрăмне еплерех витĕм кÿрет?

- Аслă шкулсен хушшинче вĕсен усăлăх мониторингне ирттернĕ чухне ют çĕр-шыв студенчĕсем пурри-çуккине те шута илеççĕ. Ку енĕпе пирĕн университетăн опычĕ пысăк. 1991 çултанпах вĕрентÿ ĕçĕн экспорт рынокне тухнă. Паянхи кун тĕлне ЧПУран пурĕ чикĕ леш енчен килнĕ 400 студент професси аслă пĕлĕвне илни çинчен диплома тивĕçнĕ. Аякри 30 патшалăхран, çывăхри 7 çĕр-шывран Чăваш Ене килнĕ вĕсем. Пĕтĕмпе "юттисене" 17 специальноçпа аслă пĕлÿ панă тăван альма-матерта. Юлашки çулсенче университетăн тĕнчери статусĕ пушшех ÿсрĕ. Çакна чикĕ леш енчен килекен студентсен йышĕ пысăклансах пыни çирĕплетет. Акă 2006-2007 вĕренÿ çулĕнче вĕсем 100 çын шутланнă, 2013-2014-мĕшĕнче "юттисен" йышĕ 400 патнех кармашрĕ. 15 факультетра 20 тĕрлĕ специальноçа алла илессишĕн çине тăраççĕ вĕсем. Çĕр-шывсен географийĕ те сарăлсах пырать. Акă тин вĕçленнĕ вĕренÿ тапхăрĕнче кунта Бразили, Черногори студенчĕсем те ăс пухрĕç. Пуринчен те ытларах Туркменистан, Израиль, Ангола, Марокко, Сири, Таджикистан, Конго çĕр-шывĕсенчен килеççĕ пирĕн пата. Ытларахăшĕ техника специальноçĕсене, медицинăпа сывлăх сыхлавне кăмăллать. Вĕренĕве эффективлă йĕркелес тĕллевпе ют çĕр-шыв студенчĕсемпе ĕçлемелли факультет пур. Кунта хатĕрленÿ уйрăмĕ никĕсленнĕ, вырăсла тĕплĕн вĕренме ятарлă кафедра уçнă.

Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чылайăшĕ тăван çĕр-шывне таврăнать, унта квалификаци наци экзаменне ăнăçлă тытать те ĕçе пуçăнать. Çавна май И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тĕнче шайĕпе тĕпчесен те паха кадрсем хатĕрлет тесе çирĕплетме пулать.

- Ĕç рынокĕнче лару-тăру вăхăтпа килĕшÿллĕн улшăнать. Çĕр-шыва кирлĕлĕхне кура пĕлÿ паракан специальноçсен списокне улшăнусем кĕртетĕр-и?

- Паллах. Суту-илÿ палати, ЧР вĕренÿ аслă заведенийĕсен ректорĕсен канашĕ, ЧР професси пуçламăш тата вăтам пĕлÿ паракан учрежденисен директорĕсен канашĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ хăйсен хушшинче тăватă енлĕ килĕшÿ алă пуснă. Вăл ĕç рынокĕнче хальхи вăхăтра тата çитес çулсенче кирлĕ пулакан специалистсене палăртма май парать. Улшăнусем экономика отраслĕсен реструктуризацине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнине, кадрсен йышне упрани-аталантарнине, ĕçлекенсен пахалăхне ÿстернине, ĕç вырăнĕсемпе ĕçлекенсен шайлашăвне кура пулса пыраççĕ.

Палăртса хăвармалла: экономика эффективлă аталанăвĕнче чи кирли - предприятисенче тивĕçлĕ квалификациллĕ ĕçченсем çителĕклĕ пулни. Конкуренцие çирĕппĕн чăтакан продукци хатĕрлесе кăларасси çÿллĕ шайри технологисене тарăннăн пĕлмесен йывăр. Çакна асра тытатпăр специалистсем хатĕрлес ĕçре. Студентсем теори пĕлĕвне практикăра çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ. 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче пирĕн вĕренекенсем пурĕ 300 ытла предприятипе организацире производство практики е стажировка иртнĕ.

Чăваш патшалăх университечĕ ĕç рынокĕпе тачă çыхăнура. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кăна республикăри предприяти-организацирен специалистсем, бакалаврсемпе магистрсем кирли çинчен 200 хутчен ыйтса çырнă. Çакна шута илсе университета вĕренме йышăнмалли тĕрĕслев цифрисене çирĕплететпĕр. Урăхла калас тăк - аслă пĕлÿллĕ специалистсене экономика ыйтнине кура хатĕрлетпĕр.

- Паянхи кун абитуриентсенчен ытларахăшĕ çапах та мĕнле специальноçсене вĕренме кăмăл тăвать?

- Чи аслă сарăлнисем - юриспруденци, сиплев ĕçĕ, стоматологи, педиатри, психологи, туризм тата строительство. Техника специальноçĕсем те çамрăксене юлашки вăхăтра ытларах илĕртни савăнтарать.

- Хальхи вăхăтра вĕренÿ аслă заведенине кĕнĕ чухне Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсенчи кăтартусене тĕпчеççĕ. Сирĕн шухăшпа, абитуриент пĕлĕвне тĕрĕс хаклама çителĕклĕ-ши вĕсем?

- ППЭ - Раççейри выпускниксен пĕлÿ пахалăхне хакламалли тĕп мел. Хăш-пĕр условисене шута илес тĕк тест витĕр кăларасси - меллĕ те, усăллă та. Анчах пулас студент хăй суйлакан специальноçа вĕренме еплерех хатĕрленнине тĕрĕслеме-тĕпчеме ППЭ кăна çителĕксĕр. Кашни выпускникăн çитĕнĕвĕсене комплекслă - пур енлĕн - хаклани кирлĕ. Вăл мĕн енĕпе ытларах пултарнине тĕпчесе пĕлмелле.

- Паллах, ăста специалист, бакалавр, магистр хатĕрлесси вĕрентекенсен квалификацийĕпе тÿрремĕнех çыхăннă.

- Университетра профессор-преподаватель йышĕн пĕлĕвне ÿстерессине йĕркелес ĕçе тимлĕ сăнатпăр. 2006 çулта квалификацие пысăклатмалли курссене пĕтернисен тата профессие çĕнĕрен вĕреннисен йышĕ штатри преподавательсен 14 проценчĕпе танлашнă, 2013 çулта вара - 24,8 процентпа. Хăш-пĕри Раççейри е тĕнчери вĕренÿ пĕр-пĕр заведенийĕнче опытне пуянлатать. Таврăннă хыççăн вĕренÿ-меслетлĕх ĕçне çĕнĕлĕх кĕртет. Аслă шкулта çамрăк преподавательсем валли педагогика ăсталăхĕн курсĕсем тÿлевсĕр иртеççĕ. Акăлчан чĕлхине хăнăхмалли, дистанци вĕрентĕвĕн меслечĕсене ăша хывмалли программăсем те хăйсен аудиторине тупсах пыраççĕ.

- Раççейри, тĕнчери тĕрлĕ учрежденире пирĕн преподавательсем стажировкăра пулни çинчен каларăр. Çакă вĕренÿ заведенийĕсемпе йышăннă ятарлă килĕшÿсем тăрăх пулса пырать-и? Студентсемпе те ылмашăнатăр-и?

- Ăслăлăха аталантарас ĕç "хамăрăн хуранта кăна вĕренипе" нумай мала каяймасть. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни вара ырă "çимĕç" патне çул хывать. Университетра "Ют патшалăх гражданĕсем ЧПУра наука-техника стажировки иртесси çинчен калакан положени" тата "Вĕрентекенсемпе ăслăлăх ĕçченĕсен академи мобильлĕхĕ çинчен калакан положени" вăйра тăраççĕ. Юлашки 5 çулта кăна вузсен хушшинчи килĕшÿсен картинче студентсем, аспирантсем, преподавательсем пурĕ 300-ĕн академи ылмашăвĕн программисене хутшăннă. Беларуçри, Гомельти, Павлодарти, Ереванри патшалăх университечĕсемпе, сăмахран, ку енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пыратпăр. Таджикистан, Китай, Швеци заведенийĕсенче ăслăлăх стажировкисем иртес опыт пуянлансах пырать.

- Харăсах темиçе заведение вĕренме кĕнĕ çамрăксене хăвăр ертсе пыракан вуза суйлама мĕн каласа ÿкĕте кĕртнĕ пулăттăр?

- Чăваш патшалăх университечĕ мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, хастар яшсемпе хĕрсене яланах илĕртнĕ. Хăвăр суйланă специальноçпа пирĕн патăмăрта хальхи вăхăтра юрăхлă паха пĕлÿ илесси пирки ан иккĕленĕр. Пирĕн партнерсен йышĕнче - патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, электротехникăпа машиностроени кластерĕн малта пыракан предприятийĕсем, анлă технологиллĕ клиникăсем, кредит-финанс учрежденийĕсем, IТ-технологисене вăя кĕртекен организацисем.

Пирĕн тытăмра - 9 общежити, тĕрлĕ енпе ĕçлекен хальхи йышши спорт комплексĕ, 4 спортзал, Культура керменĕ /900 вырăнлăх/, студентсен санатори-профилакторийĕ. Вузра вĕренме, пултарулăха аталантарма, интереслĕ пурăнма услови çителĕклĕ. Хăйĕн пуласлăхĕ валли анлă çул уçма кăмăл тăвакансене хапăлласах кĕтетпĕр.

Ирина ИВАНОВА. Газета "Хыпар". 2014. 12 июля.