Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Олимпиадăра – «Вĕç, вĕç, куккук» | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
Ижевскра аслă шкулсенче вĕренекенсен хушшинче механизмсемпе машинăсен теорийĕн Пĕтĕм тĕнчери олимпиади иртнĕ. Унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Раççей чысне хÿтĕленĕ. Командăсен йышĕнче Чăваш патшалăх университечĕ 1-мĕш вырăн йышăннă.

Цзяо Тун ячĕллĕ Шанхай университечĕпе /Китай/ Волгоград патшалăх техника университечĕ /Раççей/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Уйрăмшаррăн ăмăртса Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕн 4-мĕш курс студенчĕ Юрий Мразов тата Шанхай университетĕнче ăс пухакан Янг Ли пĕрермĕш вырăна тухнă. Шанхай аслă шкулĕн студенчĕ Вэй Ли - иккĕмĕш, Юрий Левин /Волгоград университечĕ/ - виççĕмĕш вырăнта. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Игорь Анаскин, Евгений Петров, Николай Мулюкин, Алена Егорова 4-5, 7-8-мĕш вырăнсене пайланă.

Çак кунсенче пирĕн çĕнтерÿçĕсем тата вĕсен ертÿçи, ЧПУн машиностроени факультечĕн доценчĕ Николай Петров республикăри массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç, хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç.

Николай Петрович пĕлтернĕ тăрăх асăннă команда пĕлтĕр те Раççей турĕнче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Юрий Мразов 2010 çулта та 1-мĕш вырăн йышăннă. «Эпир çĕнтерни никамшăн та тĕлĕнтермĕш мар ĕнтĕ. Юлашки 11 çулта Раççейре яланах пĕрремĕш пулнă. Кăçал тĕнче шайĕнчи олимпиадăра пурне те парăнтарнă хыççăн Машинăсемпе механизмсен теорийĕн пĕтĕм тĕнчери федерацийĕн президенчĕ, Кассино хулинчи университет профессорĕ Марко Чекарелли /Итали/ Чăваш Республики, Шупашкар ăçта вырнаçнине пăхма географи карттине ыйтрĕ. Çитес çул асăннă олимпиадăн III турне Чăваш патшалăх университетĕнче ирттерме палăртаççĕ», - терĕ Николай Петрович.

Командăри студентсем пурте отличниксем. Ăслăлăх конференцийĕсене тăтăш хутшăнаççĕ. Ытларахăшĕ - ял ачисем. Муркаш, Комсомольски, Канаш районĕсенчен, Улатăрпа Шупашкар хулисенчен. Олимпиадăна хутшăнма вĕсем тăватă уйăх хатĕрленнĕ, икĕ уйăх акăлчан чĕлхине «шĕкĕлченĕ». «Асăннă чĕлхене кĕркунне тата тĕплĕнрех вĕренесшĕн. Мĕншĕн тесен олимпиада ыйтăвĕсене акăлчанла хуравламалла. Пире кăçал вырăсла çырма ирĕк пачĕç. Унта эпир «Вĕç, вĕç, куккук» чăваш юррине юрларăмăр. Çынсем ура çине тăрса итлерĕç, тăвăллăн алă çупрĕç. Кашни çĕр-шыв хăйĕн юррипе савăнтарчĕ», - терĕ Николай Петров доцент.

Студентсем хăйсен çитĕнĕвĕпе, олимпиадăна епле йĕркелесе ирттернипе кăмăллă пулнине пытармарĕç.

Роза АНАТОЛЬЕВА. Газета «Хыпар». 10 мая 2011 года.