Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Вĕсене Кокель çывăхлатать | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче курав уçăлчĕ. Çак самант шăпах çав кунпа пĕр килни ахальтен мар.

Шăп та лăп 100 çул каялла - 1912 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче - кĕрхи ăмăр кун Император ÿнер академийĕн хушăвĕпе ун çумĕнчи ÿнер аслă училищин вĕренекенĕ Алексей Кокель живопиç, ăслăлăх предмечĕсем тĕлĕшĕпе питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынине шута илсе «художник» ята тивĕçнĕ. «Чайнăйра» картинăшăн вăл тата çавăн пекех 7 çамрăк ытти 200 вĕренекен хушшинче академин 1912 çулхи лауреачĕ пулса тăнă. Çакскерсене ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшас тĕллевпе Германире, Францире, Италире çулталăк ĕçлесе пурăнма май туса панă.

Официаллă çак документ - герб çапса тата Раççейри чаплă ÿнерçĕсем алă пусса çирĕплетнĕ диплом - Алексей Кокель чăвашсенчен пĕрремĕш профессионал художник пулнине ĕнентерет. Апла çак кун чăваш профессионал ÿнер искусстви пĕр ĕмĕр тултарчĕ.

Паллă пулăма халалланă курава уçма ЧПУн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ Олег Викторов, Кокеле халалланă Чăваш Раççей - Украина культура проекчĕсен координаторĕ Владимир Васильев профессор, Раççей халăх художникĕ, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Ревель Федоров, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти, ытти художник хутшăнчĕç. Курав уçăлнă ятпа Украинăн Чул хулари генеральнăй консулĕ Игорь Мельничук саламланă.

Курава Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр /вĕсем пурĕ ултă хут иртнĕ/ вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Çак тапхăрта вĕсене Раççейри 42 тата Украинăри 14 ÿнерçĕ /пурĕ 7 халăх çынни/ хутшăннă. Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче Патăрьел районĕнчи Турханта, çак районти Чăваш Ишекĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнче тата «Чувашия» санатори территорийĕнче пурĕ 700 ытла живопиç, графика произведенийĕ ÿкернĕ. Вĕсенчен вăтăр картинăна экспозицие вырнаçтарнă. Вернисажра Украина ÿнер ăстисен - Украина халăх художникĕн, Тарас Шевченко ячĕллĕ Украина Наци премийĕн лауреачĕн В.Ковтунăн, Украина тава тивĕçлĕ художникĕн А.Чередниченкăн, И.Е.Репин ячĕллĕ преми лауреачĕн С.Коморнойăн, çавăн пекех хамăрăннисен - Раççей халăх художникĕн Р.Федоровăн, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн А.Рыбкинăн, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн А.Долгашевăн, В.Лукиянов ÿнерçĕн - ĕçĕсем.

Курава уçма хутшăннисен шухăшĕпе - Алексей Кокель Чăваш Енпе Украина хушшинчи туслăх кĕперне хывнă. Праски Витти «Кокель уçнă алăка пире те уçса-хупма телей пÿрчĕ», - терĕ. Виталий Петрович ентешĕмĕр ĕмĕр каялла вĕреннĕ заведенире ăсталăхне туптанă, унăн педагогĕсем А.Кокельпе пĕрле пĕлÿ илнĕ.

Туслăх кĕперĕ яланах çирĕп пултăр. Ентешĕмĕр ятне илнĕ пленэр икĕ çĕр-шыв ăстисене çеç мар, тĕнчери вун-вун патшалăх ÿнерçисене асамат кĕперĕн асамлăхĕ çыхăнтарса тăтăр. Вĕсем пурте хăйсем пирки: «Пире Кокель çывăхлатать, эпир унăн çĕр-шывĕн илемне сăнланă», - теме пултарччăр.

Надежда СМИРНОВА. Газета «Хыпар». 2012. 3 ноября.