Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Раççей Геройĕн парнисемшĕн | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Раштав уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменне Раççей Геройĕн, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн Николай Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнира пухăнчĕç.

Шупашкарта 2005 çултанпа ирттерекен ăмăрту Раççей спортсменĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çĕнтерÿçĕсем "Раççей спорт мастерĕ” ята тивĕçеççĕ. Ку хутĕнче чăваш арĕсемпе вăй виçме Дагестанран, Мари Элтан, Тутарстанран, Карачай-Черкесрен, Ханты-Манси автономи округĕнчен, Мускав, Ростов, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен, Мускавран 200 спортсмен килчĕ. Икĕ кунра вĕсем медальсен 19 комплектне çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç. Палăртма кăмăллă: финала чылай чăваш паттăрĕ тухрĕ, вĕсенчен 12-шĕ пĕрремĕш вырăншăн тупăшрĕ.

Савăнăçлă парадра спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов саламларĕ. Вăл вĕсене ăмăртăва хутшăннăшăн тав турĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ.

Çавăн пекех спорт уявне ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Раççей Геройĕ, ФХС полковникĕ Юрий Недвига, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ Бувайсар Сайтиев, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕ, Раççей пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Хаджимурат Магомедов, Европа тата тĕнче чемпионĕ Сергей Корнилаев, РФ халăх артисчĕ Леонид Якубович тата ЧР ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ, Раççей спорт мастерĕ Владимир Семенов хутшăнчĕç, пухăннисене ырă сăмахпа хавхалантарчĕç.

Тĕрлĕ регионтан килнĕ спортсменсем питĕ хĕрÿллĕн тупăшрĕç пулин те Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине çитекенни пулмарĕ: пирĕн яшсемпе арçынсен 7 ылтăн, 7 кĕмĕл тата 16 бронза медаль. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мускавпа Дагестан командисем тухрĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ. Газета «Хыпар». 2012 . 22 декабря.