Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Студент кĕсйи пушă мар | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Хăшĕ-пĕрин стипендийĕ ĕçлекенĕн шалăвĕнчен пысăкрах Республикăра 24 аслă шкул. Вĕсенче 54,7 пин çамрăк вĕренет. Чăваш Енре хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме общество пурнăçне явăçтарассишĕн тĕллевлĕн тăрăшаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче студентсен хăй тытăмлăх органĕсем, профсоюз комитечĕсем, спорт клубĕсем, çамрăк ăсчахсемпе специалистсен канашĕсем, наука обществисем... ĕçлеççĕ. Республикăра çамрăксене ăслăлăх-техника тата тĕпчев ĕçĕпе кăсăклантарма çулталăкра 200 ытла мероприяти йĕркеленет. Вĕсен йышĕнче “Excelsior”, “Анлă Атăл çамрăклăхĕ” фестиваль-конференцисем, “XXI ĕмĕр ăслăлăхĕ”, “Çулталăк аспиранчĕ”, “Республикăри чи лайăх çамрăк ăсчах” конкурссем, “Уçă лекци” фестиваль, “Пĕрремĕш утăм малалла”, “Çамрăксен хули” форумсем...

Республика ертÿлĕхĕ пултаруллисене хавхалантарма тăрăшать. 1996 çулта Чăваш Енре Çамрăксен патшалăх премине çирĕплетнĕ. Çак пулăшăва тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă 88 яш-хĕр тивĕçнĕ. 2004 çултанпа 1 пин çамрăк çуллен ЧР Пуçлăхĕн стипендине илет. 2006-2012 çулсенче “Вĕренÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн премине Чăваш Енри 460 çамрăк тивĕçнĕ. Пĕлтĕр республикăра “Студентсен çемйи” конкурс пĕрремĕш хут йĕркеленчĕ. Вăл кăна-и? Дозоровсем Раççей шайĕнчи конкурсра 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Студентсен кунĕ умĕн республикăри аслă шкулсенче вĕренекенсен стипенди виçипе кăсăклантăм. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче тÿлевĕн çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак аслă шкулта “4” тата “4”, “5” паллăсемпе вĕренекен 1-мĕш курс студенчĕсем - 1100 тенкĕ, 2-мĕшсем - 1320 тенкĕ, 3-мĕшсем - 1430 тенкĕ, 4-мĕшсем - 1540 тенкĕ, 5-мĕш-сем 1650 тенкĕ илĕç. “5”-пе кăна вĕренекен 1-мĕш курссен стипендийĕ - 1650 тенкĕпе, 2-мĕшсен - 1980 тенкĕпе, 3-мĕшсен - 2145 тенкĕпе, 4-мĕшсен - 2310 тенкĕпе, 5-мĕшсен 2475 тенкĕпе танлашĕ. Академири чи пысăк стипендие вĕренÿре, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче, обществăра, пултарулăхра, спортра çитĕнÿ тунисем тивĕçеççĕ. 2013 çулта тĕрлĕ тытăмра палăрнă 2-мĕш курссем - 4650 тенкĕ, 3-мĕшсем - 5100 тенкĕ, 4-мĕшсем - 5250 тенкĕ, 5-мĕшсем 5550 тенкĕ илĕç.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 2-мĕш семестр валли стипенди виçине çирĕплетмен-ха. Аслă шкулта вĕренекенсен чи пĕчĕк стипендийĕ, малтанхи комисси йышăнăвĕ тăрăх, 1300 тенкĕпе танлашнă. Ăна “4” паллăпа вĕренекенсем илсе тăнă. Сессие “4”, “5”-пе вĕçлекенсем çав суммăран 25 процент ытларах илнĕ. “5”-пе кăна вĕренекенсен ахаль стипенди çумне 50 процент хушăннă. Университетри чи пысăк стипендипе тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунисене хавхалантараççĕ. Кунашкаллисем пĕлтĕр 8 пин тенке яхăн илнĕ. Аслă шкулăн ят стипендине иртнĕ семестрта 13 студент тивĕçнĕ. Вăл 2600 тенкĕпе танлашнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем 1800 тенкĕ илеççĕ. Аслă шкул çĕнĕ семестрта тÿлевĕн чи пысăк виçине палăртман-ха. Сессие ăнăçлă вĕçлекенсем, общество пурнăçне хастар хутшăнакансем, хăйсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ конференцире тухса калаçакансем пысăк стипенди илесси иккĕлентермест.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 1-2-мĕш курссенче куçăн майпа вĕренекенсен стипендине ÿстермешкĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрма тытăннă. Çак тÿлеве вăтам тупăшĕ пĕчĕк çемьесенчи студентсене параççĕ. Хавхалантарăва “4”, “5” паллăсемпе вĕренекенсем çеç тивĕçеççĕ. Стипендие маларах асăннă пур аслă шкулта ăс пухакансене те параççĕ. Акă, сăмахран, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем уйăхсерен 6307 тенкĕ илсе тăрĕç.

Тÿлевсĕр майпа ăс пухакансен стипенди виçи çуллен ÿсни сисĕнет. Паянхи студентăн стипендийĕ хăш-пĕр тытăмра ĕçлекенĕн шалăвĕнчен те пысăкрах. Эппин, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн хавхаланса вĕренмешкĕн сăлтав пур.

Любовь Петрова. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013. 25 января.