Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 ÇЕМЬЕ – ПЫСĂК ТЕЛЕЙ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан хĕвелпе пĕрле тăрса мĕн сĕм çĕрлеччен çамки çине пăрçа пек тар кăларса ĕçлеме хăнăхнă. Алă усса ларман чăвашсем халĕ те чылай. «Сывлăх пур чух мĕншĕн ĕçлес мар», – тет «Раççей» патшалăх телерадиокомпанинче режиссерта тăрăшакан Николай Семенов та. Ырми-канми тăрăшать вăл çемйине ытлă-çитлĕ тытса тăрас, ачисене ура çине тăратас тесе. Ирпе телевиденине утать, килне килсен те телевизор умĕнче ларса вăхăтне ирттермест – çĕрĕ-çĕрĕпе хăй ÿкернисене калăплать.

Николай 1982 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Анат Татмăш ялĕнче çуралнă. Вутланти вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн Çĕрпÿ хулинчи культура училищине çул тытнă.

– Хăвна мĕнлерех тытнинчен питĕ нумай килет пурнăçра. Шкулта панă пĕлÿ çине тайăнса малалла талпăнатăн-çке. Училище хыççăн ЧПУри чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Унта питĕ интереслĕ çынпа Иван Иванович Ивановпа паллашма тÿр килчĕ. Çак вĕрентекенпе коридорта икĕ-виçĕ минут калаçсанах пуçра тĕрлĕ çĕнĕ шухăш çăл куç пек юхма пуçлать, – аса илет Николай университетри кунсене.

Училищĕре ăс пухнă хушăрах вăл Çамрăксен театрĕнче монтировщикра ĕçленĕ. ЧПУна вĕренме кĕрсен Чăваш халăх пултарулăх керменĕнче методистра вăй хунă. Çав çулах президент стипендине пĕрремĕш хут тивĕçнĕ. Семеновсен çемйинче пĕрремĕш ача çуралсан, укçа-тенкĕ çитменрен, тĕп ĕçе пăрахса Николай грузчикра ĕçленĕ. 2008 çулта ака уйă- хĕнче телевиденине вырнаçнă.

– Чăваш телевиденине тăван чĕлхене пĕлекен режиссер ассистенчĕ кирлĕ текен пĕлтерÿне пĕрре мар вуланă-ха эпĕ, анчах та тăруках çул тытмарăм. Унта мĕнлерех ĕçлемеллине пĕлмен-ха та. Çак пĕлтерÿ тăтăш тухнăран кайса пăхасах терĕм. Мана тÿрех монтаж пÿлĕмĕпе паллаштарчĕç. Кнопкисемпе экранĕсем питĕ нумай, тĕкĕнме те хăрамалла. Телевидени тĕпелне кăтартнăшăн тав сăмахĕ каласа тухса кайма пуçтарăнтăм. Анчах та вĕсем: «Кăтартатпăр, вĕрентетпĕр», – тесе чарчĕç. Вăйпа тенĕ пекех хăварчĕç. Чăнах та пĕр уйăх вĕренсех иртсе кайрĕ, пуç «вĕресе» тухать пуль тенĕччĕ.

Халĕ Николай – режиссер. Телевиденире вăй хунă хушăра президент стипендине иккĕмĕш хут тивĕçнĕ вăл. Сăмах май, Аля мăшăрне те çак стипендипе пĕрре мар чысланă.

Икĕ кăвакарчăн культура училищинчех паллашнă. Пĕр çултах ăс пухма пуçланă вĕсем, факультечĕсем кăна уйрăм пулнă. Çамрăксене туя чăваш йăли-йĕркипе ирттерме Андриян Садовников пулăшнă. Вăл Альăпа иккĕшне сăмах каласа пĕрре хăмăт тăхăнтартнă, тепре пăявне тыттарнă, пĕккине пуç тăрринчен яртарнă, çемьери пурнăç урапине пĕрле тытса пымаллине вĕрентнĕ. 20 ытла туй арăмĕ чăвашла юрă-кĕвĕ шăрантарнă.

Семеновсен килĕнче виçĕ ача çитĕнет: икĕ хĕрпе пĕр ывăл, асли – Валя, вăтамми – Юля, кĕçĕнни – Семен.

– Асли ĕнтĕ хăйне майлă выляма пуçларĕ, вăл пире презентацисем туса кăтартать, «ресторансене», «уявсене» чĕнет, лайăх ÿкерет, сăвăсене хăвăрт вĕренет. Юля унран кая юлмасть. Купăса тăсса ярсассăн Семен та ташлакаласа ларать, – хĕпĕртĕвне пытармасть Николай.

Виçĕ-тăватă куна командировкăна кайсан вĕсемсĕр тунсăхласа вилет ашшĕ. Хăй те нумай ачаллă çемьерен, вĕсем – пиллĕкĕн. Пурте çитĕнсе аслă пĕлÿ илнĕ. Нумаях пулмасть хăйсен ялĕнче пысăк çурт хăпартса лартнă Семеновсем. Ял халăхĕ нимене килсе самай пулăшнă, ялта йăла-йĕркесене халĕ те тытса пыраççĕ-çке-ха, пĕрне-пĕри яланах пулăшаççĕ.

Çемьере пĕр ача çеç çитĕнни питĕ кичем пек туйăнать виçĕ ача ашшĕне. Тĕпренчĕкне хăйне те аталанма йывăртарах ун шучĕпе, эртелпе вĕсем пĕр-пĕрне сăнаса ÿсеççĕ.

– Ача – хĕвел пекех. Вăл пире тĕпрен улăштарса ярать. Килте икĕ-виçĕ пепке пулсан лайăхрах. Эпир мĕн ачаран пĕр-пĕрне хисеплесе ÿснĕ. Атте-анне хуларан илсе килнĕ шоколада яланах пĕр тан пайласа çинĕ. Кам та пулин килте çук пулсан, ун валли яланах уйăрса хăварнă, – шухăшне малалла тăсать Николай. Ашшĕпе Анатолий Николаевичпа амăшне Елена Леонидовнăна чĕререн тав тăвать ывăлĕ – вĕсем çапла ĕçчен те тарават, уçă кăмăллă çитĕнтернĕ, пурнăçа юратма вĕрентнĕ.

Çак пысăк йыша йĕркеллĕ тытса пыма укçа-тенкĕ мĕнле çитерсе пырать-ха çемье пуçĕ?

– Иккĕмĕш ача çуралсан кредит илсе хваттер туянтăмăр. Каярахпа амăшĕн капиталĕпе ипотекăна тÿлесе татрăмăр. Паллах çăмăл пулмарĕ, пĕр алăпа укçа илетĕн те тепринпе ăсататăн. Унсăр пуçне тата çитермелле çемьене, тăхăнтартмалла та. Çакăнтан пуçларăм та туйсемпе юбилейсене ÿкерме, – хуравларĕ Николай. Калаçу вĕçĕнче чун ыратăвне те уçса пачĕ:

– Пирĕн Альăпа иксĕмĕрĕн пĕр ĕмĕт пур – илемлĕ кино ÿке-ресси. Чăн малтан халăх кун-çулĕпе çыхăннă ĕç кăлармалла, ĕмĕрĕпех халăх асĕнче юлтăр вăл, анчах ăна пĕччен тăваймастăн. «Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет», – тесе калаççĕ. Тăван чĕлхе пĕтсе пыни самай сисĕне пуçларĕ юлашки вăхăтра. Пĕрле вĕреннисемпе эпир час-часах хутшăнатпăр. Вĕсен ачисем хулара çитĕннĕрен вырăсла çеç калаçаççĕ. Эпир килте чăвашла пуплетпĕр пулсан та асли пире вырăсла хуравлать. Мĕншĕн тесен вĕсем садикре хăйсем хушшинче вырăсла çеç хутшăнаççĕ. Унта чăваш чĕлхи пулманни е сахал сехет уйăрни питĕ тĕлĕнтерет пире. Шкула кайсан вара пуçлаççĕ ачасене вĕрентме. Ку пачах та тĕрĕс мар, вĕсене ачаранах тăван чĕлхене хăнăхтармалла.

Çапла ывăнма пĕлмесĕр ĕçлет çамрăк режиссер. Пурнăçри йывăрлăхсене парăнмасăр мăшăрĕпе яланах малалла талпăнаççĕ вĕсем.

Олеся КУВАЙСКАЯ. Журнал «Самант». 2013.  № 11. Ноябрь.