Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Халăх 2012 çулта кама ытларах килĕштернĕ? | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Çулталăкăн юлашки кунĕсенче тата çĕннин малтанхи уйăхĕнче хыçа юлнă 365 куна пĕтĕмлетеççĕ. Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен институт яланах вăл е ку тытăмри çулталăк çыннине палăртать.

Пĕлтĕр те, унчченхи пекех, “Çулталăк политикĕ” ята çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин йышăннă, уншăн ыйтăма хутшăннисен 54% сасăланă. Иккĕмĕш вырăнта - РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев /16%/. Виççĕмĕш вырăна Сергей Шойгу /13%/ тухнă. 2011 çулта Дарья Донцова çыравçă çулталăк писателĕ пулнăччĕ, пĕлтĕр вăл иккĕмĕш вырăна аннă, пĕрремĕшĕнче - Борис Акунин. 2012 çулхи чи паллă юрăç - Стас Михайлов, унччен сумлă çак ят Филипп Киркоровăн пулнăччĕ. Хальхинче вăл - иккĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех малтисен йышне Николай Басков кĕнĕ. Хыçа юлнă çулталăкри паллă актер - Сергей Безруков, Константин Хабенскипе Марина Голуб /пултаруллă артистка, телеертÿçĕ пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче аварие лексе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Пăр çинче эрешлесе ярăнакан Евгений Плющенко “Çулталăк спортсменĕ” ята çĕнсе илнĕ, çак титула вăл юлашки хут 2007 çулта тивĕçнĕ. Юлашки вăхăтра çак номинацире палăрнă Андрей Аршавин футболист ку хутĕнче - иккĕмĕш.

Чăваш Енре социаллă çакнашкал тĕпчев ирттерекен институт çук, уйрăм сайтсем ыйтăмсем йĕркелеççĕ-ха, анчах вĕсен пĕтĕмлетĕвĕ уçăмсăр. 2012 çулта Чăваш Енри чи паллă çынсене палăртас тĕллевпе “Çамрăксен хаçачĕн” ĕçченĕсем республикăра пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан 150 çынна 5 ыйтăва хуравлама сĕнчĕç. Çулталăк политикĕн, çыравçин, спортсменĕн, юрăçин, артисчĕн ячĕсене камсем тивĕçнĕ-ха?

Чăваш Енри çулталăк политикĕ - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уншăн ыйтăма хутшăннисен 60% хăйĕн сассине панă. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсен йышне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кĕнĕ. Чăваш Енре пурăнакансем Лондонра иртнĕ çуллахи Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăн медаль çĕнсе илсе республика ят-сумне самаях çÿле çĕкленĕ спортсменшăн Елена Ивановăшăн ытларах сасăланă. Респондентсенчен 37% ун ятне калани спорт ăстине пĕрремĕш вырăна тухма май панă. Иккĕмĕш вырăнта - ХХХ Олимп вăййисен бронза призерĕ Татьяна Петрова-Архипова марафонка, виççĕмĕшĕнче - Ирина Калентьева велосипедистка.

Пирĕн тăрăхра пурăнакансен пысăкрах пайĕ /13%/ чăваш çыравçисенчен Георгий Краснова асăннă. Шел те, Чăваш халăх писателĕ пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ, ăна юлашки çула ăсатнă хыççăнах унăн “Çăлтăр çинчен аннă чăвашсем” фантастика романĕ уйрăм кĕнекен пичетленчĕ. “Сталин грамоти”, “Çĕрĕллĕ хура кушак” кĕнекесен авторĕ Геннадий Максимовпа “Çамрăксен хаçачĕн” кулленхи авторĕ Леонид Маяксем те малтисен ретĕнче. Чăваш эстрада юрăçисенчен Алексей Московский палăрнă, уншăн респондентсен 14% хăйĕн сассине панă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вячеслав Христофоровпа Сергей Павлов пайланă. “Театрăн 2012 çулхи чи паллă артисчĕ” ята 89 çулти артистка - Вера Кузьмина - çĕнсе илнĕ, тĕпчеве явăçнисен 20% шăпах ăна ырланă. Мала тухнисен йышĕнче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тепĕр икĕ артисчĕ пур. Вĕсем - Нина Яковлевăпа Валерий Карпов.

Тĕрлĕ тытăмра ырми-канми ĕçлесе, халăха çитĕнÿсемпе савăнтарса ят-сум çĕнсе илнисене саламлатпăр! 2013 çулта çак ятсене камсем тивĕçĕç-ши - вăхăт кăтартĕ.

Дмитрий Моисеев. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013. 11 января.