Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Хула тухтăрсемсĕр юлмĕ-ши? | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Артем Воробьев - çамрăк медик. Каччă республикăри клиника больницин рентгенпа хирурги сиплевĕн уйрăмĕнче вăй хурать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина институтĕнчен 2011 çулта вĕренсе тухнăскере федерацин «Земство тухтăрĕ» программи илĕртмен.

- Пĕрремĕш курсран пуçласах хула сыватмăшĕсенче практика тухаттăм. Унсăр пуçне ял-сала больницисенче манăн специальноçпа ĕç вырăнĕ тупаймăн. 2008 çулта вăй илнĕскер пуç мимипе чĕре юн тымарĕсене тĕрĕслеме май парать. Чирлине пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе усă курса операци тăватпăр. Вĕсен пулăшăвĕпе пĕçĕ çинче пĕчĕк шăтăк тăватпăр та пăрăхсемпе чĕре патне çитетпĕр, - терĕ çамрăк хирург. Артемпа медицинăра çĕнĕлĕхсем пирки мар, çамрăк специалист умне тухса тăракан йывăрлăхсене сÿтсе явма тĕл пултăмăр. Çак ĕçе кÿлĕнмешкĕн 6 çул ăс пухнă, интернатурăпа ординатурăра пĕлĕвне тарăнлатнă чăваш яшĕсемпе хĕрĕсем Мускава, Питĕре, Хусана ăнтăлнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ.

Опыт пухаççĕ те тараççĕ

Федерацин «Земство тухтăрĕ» программи пулăшнипе Чăваш Енри ялсенчи сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче çамрăк врачсен йышĕ хушăнать. Контракт условийĕсемпе килĕшÿллĕн специалистăн ялта 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Вĕсене ура çине тăма 1 миллион тенкĕ параççĕ, унпа медиксем çурт-йĕр тума е туянма усă курмашкăн пултараççĕ. Нумаях пулмасть Федерацин обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕ Чăваш Ене 18 специалист валли тата 18 миллион тенкĕ уйăрса памалли заявкăна ырланă. Çапла кăçал республикăри ялсенчи медицина учрежденийĕсене çамрăк 104 врач ĕçлеме пуçланă. Тухтăрсене ытларах Канаш /26 процент/, Патăрьел /13 процент/, Шупашкар /11 процент/ районĕсем йышăннă.

Хула сыватмăшĕсенче юлакан специалистсем программăна шанаймĕç. Тен, вĕсем валли те çăмăллăхсем хатĕрлемелле? Акă Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницинчи лару-тăру кирек кама та шухăшлаттарĕ.

- 7 уйăхра 12 тухтăр хăй ирĕкĕпе ĕçрен хăтарма ыйтса çырчĕ, вĕсенчен 10-шĕ - участокри педиатрсем, - пĕлтерчĕ сыватмăшăн тĕп тухтăрĕ Владимир Зайцев. - Çамрăк 4 специалист «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнчĕ, 2-шĕ Мускава çул тытрĕ, теприсем Шупашкарта ĕç тупрĕç. Педиатрсем тухса кайсан 30 участокран 10-шĕ пушаннă. Вакансисене йышăнма васкамаççĕ. ЧР Сывлăх сыхлав министерстви учрежденири йывăр лару-тăрăва шута илнĕ, 4 интерна янă. Анчах вĕсем сертификат иличчен çулталăк иртĕ. Специалистсем таврăнмасан та пултараççĕ. Сыватмăшăн тĕп тухтăрĕ «таркăнсене» тытса чараймасть. Ĕçе пăрахса каякансем çак утăма шалăвăн пĕчĕк виçипе, пурăнмалли кĕтес çуккипе сăлтавлаççĕ.

- Унччен Совет урамĕнчи общежитире выртса тăмалăх кĕтес уйăраттăмăр та çынсем ĕçлеме юлатчĕç, - сăмахне тăсрĕ Владимир Зайцев. Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш поликлиникăри лару-тăру та савăнтармасть. Учреждение хирургсем çитмеççĕ. Темиçе çул каялла стационарта тăрăшакан тухтăрсем участокра та чирлисене йышăннă. Халĕ медиксем икĕ ĕçре тăрмашмашкăн васкамаççĕ - хирург стаж çухатать. Апла пулин те больница ертÿçисем ыйтăва ĕçе черетленипе татса парасшăн.

Медсестрасен шалăвĕ тата пĕчĕкрех. Спутник хула больницинче нумай çул тăрăшнăскерсем пĕрин хыççăн тепри ыйту çырма пуçланă. Опыт пухнăскерсем Мускава талпăнаççĕ. Вĕсене те тытса чараймăн. Ача-пăча сыватмăшĕн тĕп тухтăрĕ çамрăк специалистсене участоксем тăрăх вырнаçтарма сĕнет.

- Унсăрăн медицина ĕçченĕсен кадр ыйтăвне татса параймăпăр. Тÿлевсĕр вĕреннисем патшалăх хывнă нухрата ĕçлесе татчăр, - терĕ вăл. 40-50 çул тултарнă тухтăрсене улăштарма никам килмест имĕш. Лару-тăру çывăх вăхăтрах лайăхланмасан Çĕнĕ Шупашкар медиксемсĕр тăрса юлма пултарать.

“Миçе уйăх чăтайăп-ши?”

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницине çитсе курнă. Клиника ĕçĕпе паллашнă май коллективпа тĕл пулнă, çивĕч ыйтусене хуравланă.

«Шалти ĕç миграцийĕ ялан пулнă. Вăл шалу виçинчен те килмест. Тухтăрсемпе медицинăн вăтам персоналне хушма укçапа хавхалантараççĕ. Çапла майпа Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча сыватмăшĕнче вăй хуракан врачăн вăтам ĕç укçи 21907,75 тенкĕпе /Шупашкарти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче - 21699,81 тенкĕ, республикипе илсен - 22439,42 тенкĕ/ танлашать», - палăртнă министерство сайтĕнче. Ведомство специалисчĕсем Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницинчен кайнисем ăçта çул тытнине те ăнлантарнă. 12 тухтăртан 3-шĕ «Земство тухтăрĕ» программăра хутшăнаççĕ, 2-шĕ - Мускаври сыватмăша, 2-шĕ - коммерци организацийĕсене, 5-шĕ Шупашкарти больницăсене вырнаçнă.

Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больницин сотрудникĕсем палăртнă тăрăх - тухтăрсене пурăнмалли çурт-йĕр çукки кулянтарать. Ăна туянмашкăн вара укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Хула поликлиникинче кардиологра вăй хуракан çамрăк тухтăр /медик ята палăртма ыйтмарĕ/ çапла каласа кăтартрĕ.

- Больницăра 3 çул тăрăшатăп. Шалу 6 пин тенкĕпе танлашать. Ĕç кунĕ - 10 сехет. Ман пата çитекенсем - чĕре чирĕсемпе аптăракансем. Киле аран-аран утса çитетĕп. Тус-юлташпа тĕл пулма, савни шырама вăхăт юлмасть. Вĕсем ман пата шăнкăравламаççĕ те. Мĕншĕн? Ирхи 8 сехет тĕлне ĕçе çитетĕп те каçхи 6-7 сехетчен ларатăп. 10-11-ччен выпискăсем çыратăп. Хăшĕ-пĕри евитлет: «Пациентсем укçа парса хавхалантараççех», - тет. Тен, кама-тăр çапла тав тăваççĕ, анчах мана нухрат сĕнекен пулман. Йышăнмастăм та.

Эпĕ 26-ра. Кăвак çÿç пĕрчисем палăрма пуçларĕç. Кашнин сăмахне чĕре витĕр кăларатăп. Карчăксемпе стариксем сывлăх, пенси пирки ÿпкелешеççĕ. Вĕсене пакăлтатма чарас килет, анчах шăппăн итлесе ларатăп. Атте-аннепе пĕрле пурăнатăп. Вĕсене куçран пăхма аван мар. Çывăх çыннăмсем тухтăрсене мухтаççĕ. Текех тÿсеймессе пĕлтертĕм, ĕçтешĕмсем юлма ÿкĕтлерĕç. Миçе уйăх чăтайăп-ши? Калама хĕн. Ирхине вăранатăп та чирлĕ çыннăн йăлăнса тинкерекен куçне куратăп. Эпĕ ĕçрен тухсан пушă вырăна йышăнакана тупма йывăр пулĕ.

Артема Мускав илĕртмест

Артем Воробьев специальноçа килĕштерет.

- Сывалнă çын куллине, тăванĕсен савăнăçне куратăп та хĕпĕртетĕп. Эппин, эпĕ ахаль тăрăшмастăп, - терĕ тухтăр. Сăмах май, Артем студент çулĕсенчех темиçе çын пурнăçне çăлнă. Пĕррехинче пасарта хĕрарăм ÿкнĕ. Пулас медик унăн чĕри хавшанине туххăмрах ăнланнă. Ăна медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне панă, ыратнине чакаракан эмел сĕннĕ. Вăл урамра асфальт çинче выртакансен умĕнчен те иртмест. Вĕсене кура çынна пулăшу кирлипе кирлĕ маррине тавçăрать.

- Пысăк хуласене çул тытакансене ăнланма пулать. Хайхискерсем çак специальноçпах, çак графикпах ĕçлеççĕ, анчах темиçе хут пысăкрах шалу илеççĕ, - терĕ çамрăк хирург. Артем хваттер туянасси пирки ĕмĕтленет кăна. Темиçе çултан вăл кредит илесшĕн. Хальлĕхе унăн пурăнмалли кĕтеслĕ пулмашкăн май çук.

- Çавăнпа çамрăксем çăмăл пурнăç шыраса аякка тухса кайнине ĕнентерекенсемпе сăмах вакламастăп. Хула сыватмăшĕсенчи паянхи лару-тăру - чăнлăхăн сивлек енĕ, - пат татрĕ Артем. Операцисене хутшăнаканскер профессире пысăк йывăрлăхсем курмасть. Çын сывлăхĕшĕн яваплăх туяканскере Мускава, Питĕре, Хусана çул тытма пĕрре мар сĕннĕ. Артем килĕшмен. Тăвай каччи кун вĕçĕнче киле вилесле ывăнса çитсен те ÿпкелешмест. Яш çак профессие ашшĕпе амăшĕ ÿкĕтленипе çеç кÿлĕннĕ. Аслисем ывăлне тухтăра вĕрентесшĕн пулнă. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Артем палăртни те чăна çаврăнасса шанатăп. Чăваш Енрех вăй хурас кăмăллăскер ĕçтешĕсем пекех ан тартăрччĕ.

Ольга КАЛИТОВА. «Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2012. 31 августа.