Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
ЧР Вĕренÿ министерстви тата республикăри çамрăк тĕпчевçĕсемпе специалистсен канашĕ „Чăваш Енри чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕсем” конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурса аслă професси пĕлĕвĕ паракан 7 учрежденипе 1 предприятирен 21 ĕç тăратнă. Унта 40 çула çитмен ăслăлăх докторĕсемпе кандидачĕсем хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинацире палăртнă. Çут çанталăка тĕпчекен çамрăксен йышĕнче Иван Бардасов /И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ/ тата Елена Саперова / Чăваш патшалăх педагогика университечĕ/ мала тухнă. Техника ăслăлăхĕсем енĕпе „Чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕ” ята Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ĕçлекен Ольга Михайлова тивĕçнĕ. «Гуманитари ăслăлăхĕсем» номинацире Санкт-Петербург патшалăх экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕнчи Стелла Григорьева çĕнтернĕ.
А.АНДРИЯНОВ. Газета «Хыпар». 2013. 9 февраля.