Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Андрей Александров - ЧПУ ректорĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

161213Раштавăн 10-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнче çĕнĕ ректор суйлас ыйтупа конференци иртнĕ.

Вăрттăн сасăлавра Андрей Александров мала тухнă, 221 делегатран 207-шĕ уншăн сасăланă.

А.Александров 1966 çулта Краснодар тăрăхĕнчи Майкоп хулинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те Чăваш Республикинчен пулнăран Александровсем тăван ене куçса килнĕ. Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн Андрей Юрьевич - çар хĕсметĕнче, 1990 çулта ЧПУра историк специальноçне алла илет. 1997 çулта юриспруденци енĕпе çак заведениренех вĕренсе тухать. Унăн - 60 ытла ăслăлăх ĕçĕ. Вĕсенче вĕренÿ тытăмĕн ертсе пырас, социллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене, патшалăх органĕсенчи правăна йĕркелес ĕç-хĕле çутатнă.

Андрей Александров - экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 2000 çулта - ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи. 2000-2009 çулсенче - ЧПУ ректорĕн пулăшуçи, ректорат секретарĕ. 2010 çултанпа - вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректор, кафедра пуçлăхĕ.

Çĕнĕ должноçа вăл хăйĕн кандидатурине РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çирĕплетнĕ хыççăн йышăнĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ