Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 «Ашмарин вулавĕсем-9» конференци иртрĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

151014 8Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем» ăслăлăхпа-практика конференцине ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх конференцийĕ статуспа иртрĕ. Юпан 9-10-мĕшĕсенче ăслăлăх форумĕ 9-мĕш хут пуçтарăнчĕ. Ăслăлăх уявне Мари, Тутарстан, Удмурти республикисенчен, Испании, Турции çĕр-шывĕсенчен килнĕ ăсчахсем тата университет ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнма кăмăл турĕç. Конференцине  И.И. Иванов доцент П. Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине вуланинчен пуçларĕ. Унтан вăл ертсе пыракан студентсем хăйсен пултарулăхĕпе конференциеилемле сăн кĕртрĕç, чăваш классикĕсен сăввисене вуларĕç. Кĕçтенкки Иванов, Çеçпĕл Мишши, Геннадий Айхи сăввисем тĕлĕнмелле манаçлă янăрарĕç.

Конференцин официалла пайне филологи наукисен докторĕ, профессор, чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин пуçлăхĕ В.Г.Родионов ертсе пычĕ.. «Ашмарин вулавĕсем» конференци пысăк пĕлтерĕшлĕхне университетри наука енĕпе ĕçлекен проректор В.Афанасьев палăртрĕ. ЧР республикин тĕрлĕ министерствисенчен килнĕ С.В. Кудряшов, С.Д. Казаков саламлă сăмахсем каларĕç. Пленарлă ларура Эктор Алос и Фонт (Испани) туна доклад пурне те шухăша ячĕ. Халь Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче вăй хуракан çак ăсчах Чăваш Республикинче икĕ чĕлхелĕх саккунне уяманнипе чăваш чĕлхи Шупашкар хулин сăн-сăпатĕнчен çухалнăçем çухалсах пынине тĕпченĕ. Тĕрлĕ учреждени, траспорт чарăнăвĕ, урам ячĕсем вырăсла çеç пулнине асарханă вăл. «Каплах пулсан çитĕнекен ăру пушшех те чăвашла калаçмĕ» - тесе пĕтĕмлетрĕ вăл хăйĕн докладне. Хусантан килнĕ Ф.Г. Галимуллин Чингиз Айтматов пирки тунă доклад та кăсăк пулчĕ. Малалла конференцие хутшăнакансем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Ăслăлăх форумĕн иккĕмĕш кунĕнче «Атăлçи халăхĕсен литература историне тĕпчес проблемăсем» ыйтупа «çавра сĕтел» йĕркелерĕç. Кунта та паянхи филологин актуаллă ыйтăвĕсене хĕрӳ сӳтсе яврĕç. «Çавра сĕтеле» А.Ф. Мышкина профессор ертсе пычĕ.

http://chfik.chuvsu.ru/?q=cv/node/1543