Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Йошкар-Олара вак халăхсен чĕлхисене компьютерпа çыхăнтарасси пирки калаçрĕç | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

270411_7

Акан 25-мĕшпе 27-мĕшĕсенче Мари Элĕн тĕп хулинче, Йошкар Олара, тĕнче шайĕнчи «Вак халăхсен чĕлхисем компьютер технологисенче: опыт, тĕллевĕсем тата малашлăхĕ» («Языки меньшинств в компьютерных технологиях: опыт, задачи и перспективы») конференци иртет. Ăна Европа Канашĕпе Европа пĕрлĕхĕ тата Раççей Федерацин регионсен аталанăвĕн министерстви пĕрле хатĕрленĕ «Раççейри вак халăхсем: чĕлхе, культура, МИХ тата гражданла общество аталанăвĕ» программăпа килĕшӳллĕн ирттернĕ. Пулăшакансен шутĕнче çавăн пекех Мари Элĕн культура, пичет тата халăхсен ĕçĕн министерствине асăнма пулать. Конференцие йĕркелекенсем: «Марий Эл Радио», Мари патшалăх университечĕн финно-угрсене тĕпчекен институт, В.М. Васильев ячĕллĕ чĕлхен, литературăн тата историн ăслăлăхпа тĕпчев мари институчĕ.

Ĕнер конференцине хутшăнакан хăнасене йышăннă пулсан, паян докладсен кунĕ пулчĕ. Халăх тĕрлĕ тăрăхсенчен пухăннăччĕ — Эстонирен килнисем те пулчĕç, Якутирен çитнисем те. Шупашкартан конференцие Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ çитнĕччĕ — вăл Hunspell хатĕр валли хатĕрленĕ словарь çинчен каласа пачĕ.

http://chuvash.org/