Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Çурçĕр полюсĕнче – чăваш ялавĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
Çак кунсенче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухнă 19 туристран тăракан команда Çурçĕр полюсне çитсе килнĕ. Вĕсен йышĕнче Сергей та пулнă. Çак чыса Чăваш Республикинчен вăл кăна тивĕçнĕ. Пултаруллă спортсменсене суйласа илмелли тур Карелире иртнĕ.

Сергей Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх палăртнă вырăна вĕсем 5 кунран кăна çитнĕ. Унта сивĕ çил “ачисем” антăхса кайса чупакан вырăнта чăваш тата ЧПУ ялавĕ­­сене вырнаçтарнă. Çурçĕрти çул çÿ­ревĕн юлашки кунĕнче хăюллă та çирĕп кăмăллă çамрăксем патне НТВ телеканалăн журналисчĕ­сем çитнĕ.

“Эпир палаткăсенче пурăнтăмăр. Чи асра юлнă самант - апат тата газ пĕтни. Çапла икĕ кун пурăнтăмăр. Эпир тăваттăн хамăр ушкăнран маларах кайнăччĕ. Ăнсăртран майĕ­­пен шăвакан пăр çине лекрĕмĕр. Пăхатпăр - пирĕн хыçра шыв курăнма пуçларĕ. Вара хăвăртрах хамăрăннисем патне вĕçтертĕмĕр. Ас тăватăп-ха: вырăн-вырăн пăр питĕ çÿхеччĕ. Çавăнпа эпир ятарлă гидротум тăхăнаттăмăр. Унпа шыва ÿксен те йĕпенместĕн, путмастăн тата шăнмастăн. Çурçĕр полюсĕ­нче 25 градус сивĕччĕ. Анчах вăл кунти шартламаран та сивĕрех, - экспедицире уйрăмах асра юлнă самантсене аса илчĕ спортсмен. Сергей спорт мастерĕ пулма, аслă шкултан лайăх вĕренсе тухма ĕмĕтленет. Кăçал вăл Раççейре иртекен яваплă тăватă ăмăртăва хутшăнма хатĕ­­рленет. Малашне те çитĕнÿ­семпе ăнăçусем пуласса шанать.Геннадий Верблюдов сăн ÿкерчĕкĕ

Роза РОЗОВА. Газета «Хыпар». 10 мая 2011 года.