Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Сочи пирĕн студентсене кĕтет | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

 

Пĕтĕм Раççейри студентсен строительство отрячĕсен хушшинчи конкурса пĕтĕмлетнĕ - унăн кăтартăвĕсем Чăваш Ен çамрăкĕсемшĕн кăмăллă.

 

 Сăмах Хĕллехи Олимпиада объекчĕсене çĕклекен пĕрлехи «Олимпиец» отряд йышне кĕресси, Екатеринбург хулинчи студентсен «Академический» стройкине хутшăнасси пирки пырать. Тивĕçлисене суйласа илме Пĕтĕм Раççейри замрăк-сен «Раççейри студентсен отрячĕсем» общество организа- цийĕн Тĕп штабĕ «Олимпстрой» патшалăх корпорацийĕ пулăшнипе конкурс йĕркеленĕ. Чăваш Ен студенчĕсен икĕ отрячĕ тупăшура палăрнă. Çапла вара ЧПУпа МАДИ филиалĕн çамрăкĕсен 40 çынран тăракан икĕ отрячĕ, «Молодцы» тата «21 регион», утă уйăхĕн 1 -мĕшĕнчен асăннă объектсенче ĕçлеме пуçлĕç.

Сăмах май, Чăваш патшалăх университечĕн «Молодцы» тата «Центр» отрячĕсем пĕлтĕрте пĕтĕм Раççейри студентсен стройкисенче тăрăшнăччĕ - Сочире тата Красноярск крайĕнчи Железногорск ТЭЦĕн строительствинче вăй хунăччĕ.

 К.НИКОЛАЕВ, „Хыпар”, 2011, çĕртме, 8.