Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Анатолий Емельянов çыравçăна халалланă уяв | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Вăрнар райăнĕнчи Хапăсри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта Чăваш халăх çыравçи А.В. Емельянов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă «А.В. Емельяновăн пултарулăх еткерĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятине чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕсем те хутшăнчĕç. Культурологи кафедрин профессорĕ Г.И. Федоров «А. Емельянов хайлавĕсен илемлĕ тĕнчи», чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ, В.Г. Родионов профессор «А. Емельяновăн чăваш литаратура аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ», чăваш тата танлаштарулă литература пĕлĕвĕ кафедрин докторанчĕ И.В. Софронова «А. Емельянов – сăвăç», чăваш тата танлаштарулă литература пĕлĕвĕ кафедрин доценчĕ И.Ю. Кририллова «Чăваш филологийĕпе культура факультечĕн кун-çулĕпе пуласлăхĕ» докладсемпе тухса калаçрĕç. Конференцине шкул ачисем те хатĕрленнĕ. Вĕсем хăйсен ентешĕн пултарулăхĕ çинчен литмонтаж вуларĕç, сăввисене пăхмасăр каларĕç. Çыравçăпа пĕр вăхатра район хаçатĕнче вăй хунă М.А. Васильев, ентешĕсем Г.К. Скворцов тата В.Д. Скворцов тухса калаçни те кăсăклă пулчĕ. Пуçтарăннисене А.В. Емельяновăн ачисем Раиса Анатольевна тата Владимир Анатольевич аса илĕвĕсене итлеме те кăмăллă пулчĕ. Конференци ĕçĕ пурне те кăмăла кайрĕ. Районта А.В. Емельянов çыравçăн (80 çул) тата А.А. Воробьев сăвăçăн (90 çул) çулталăкĕсене ирттерме йышăнчĕç. Чăваш чĕлхине вĕрентекен учительсемпе аслă шкулти преподавателĕсен çитес тĕл пулăвĕ юпа уйăхĕнче Мăн Явăшра пуласси çинчен калаçса татăлчĕç.