Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 ЧПУра – хĕвел электростанцийĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 5 хутлă вĕренÿ корпусĕн тăррине хĕвел электроустановкине вырнаçтарнă. Çак ĕçе тума университета Италирен PRAMAC фирма специалисчĕсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро килнĕ. Хĕвел электростанцийĕн сăнав тĕслĕхне, Oerlikon фирма технологийĕпе пурнăçланăскере, ăслăлăх тата вĕренÿ тĕллевĕсемпе вырнаçтарнă: хĕвел пулăшнипе пулакан электричество лабораторие каять. Ăсчахсем унта метеоусловисене кура энерги шучĕн тата пахалăхĕн мониторингне йĕркелесе пырĕç.

Хĕвел энергоустановкине ĕçе кĕртмелли черетлĕ тапхăр вĕçленнĕ май Чăваш патшалăх университечĕн рек­торĕ В.Агаков Италири специалистсемпе тата «Хĕвел» ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Аслă шкул ертÿçи специалистсене паха ĕçшĕн тав тунă, çакă топливăн тĕрлĕ енĕсемпе, уйрăммăн илсен, хĕвел энергийĕпе усă курас ыйтусене тĕпчессипе пĕтĕм тĕнчери пĕрлехи юлашки проект пулмасса шаннине пĕлтернĕ. Проектăн ăслăлăх ертÿçи ЧПУн прикладной математика, фи­зика тата информаци технологийĕсен факультечĕн про­фессорĕ В.Кочаков, PRAMAC фирма специалисчĕсем Не­глиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та аслă шкулпа бизнес-пĕрлĕх çыхăну тытса тунă кăтартусене пысăка хурса хакланă.

2012 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх университечĕ тата «Ренова» компанисен ушкăнне кĕрекен «РОТЕК» АХО хĕвел энергоустановкин характеристикине тишкерессипе килĕшÿ тунă. Çак фирма университета хĕвел электростанцине илсе килнĕ.

Хĕвел энергине ĕçе кĕртес тесе ăслăлăхпа вĕренÿ программисене аталантарас тĕллевпе И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чĕваш патшалăх университечĕ Санкт-Петербургри аслă шкулсемпе - А.Ф.Иоффе ячĕллĕ физика- техника институчĕпе тата патшалăх техника университечĕпе /ЛЭТИ/ тачă çыхăну йĕркеленĕ. Роснано укçатенкĕпе пулăшнă май университетри 13 преподава­тель хĕвел энергийĕн темипе професси тĕлĕшĕнчен хатĕрленнĕ. Пирĕн 15 маги­странт Л ЭТИ ре вĕренет. Кăçал пуçласа университетра радиотехника тата электро­ника факультетне «Электро­ника тата наноэлектроника» енĕпе 10 студента илнĕ.

Ăслалăх тĕпчевĕсем ирттернисĕр пуçне Чăваш пат­шалăх университетĕнче электростанци «Хĕвел» ОООн тата Чăваш Республикин ытти предприятийĕ валли специалистсем хатĕрлемелли лайăх база пулĕ. Университет никĕсĕ çинче «Роснано» шкулĕсен Лиги пулăшнипе прикладной наноэлектроникăн ресурс центрне йĕркелеççĕ. Малашне 100 кило­ватт хăватлă электростанци вырнаçтарасшăн, студентсене вĕрентме, нанотехнологисем енĕпе тĕпчевсем ирттерме лаборатори хĕвел подстанцийĕ туса хурасшăн.

А.ДАНИЛОВ. Газета «Хыпар». 2012. 30 августа.