Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Чăваш патшалăх университечĕ аккредитацирен ăнăçлă тухнă | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

2012 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Шутлав палатин çуртĕнче Раççей Юристсен пĕрлĕхĕн юридици пĕлĕвĕ тата аслă юридици пĕлĕвĕн пахалăхĕн общество хаклавĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Комиссисен членĕсем юристсене хатĕрлекен тата вырăнти 14 аслă шкула, çав шутра Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академине, Пĕтĕм тĕнчери юридици институтне, Саратоври Н.Г.Чернышевский ячĕллĕ патшалăх университетне, Раççейри А.И.Герцен ячĕллĕ патшалăх педагогика университетне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне тата ыттисене те, аккредитацилеме йышăннă.

Раççейри юристсем хатĕрлекен 100 аслă шкул Раççей Юристсен пĕрлĕхĕн общество аккредитацине илнĕ, 120 ытла аслă шкула тĕрĕсленĕ. 24 вырăнта аслă шкулсене тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтериччен общество аккредитацийĕ пирки йышăнăва каярах вăхăта хăварма сĕннĕ, 36 аслă шкул аккредитацие хутшăнма килĕшмен е илнĕ сĕнÿсем тĕлĕшпе хуравран пăрăнать.

Раççей Федерацийĕнчи аслă юридици пĕлĕвĕн пахалăхне общество хаклакан комисси председателĕ Сергей Степашин каланă тăрăх - çĕр-шывра 200 аслă шкултан ытла мар аккредитацилеççĕ. Раççей Федерацийĕнче халĕ юридици пĕлĕвĕ паракан 1300 аслă шкул /факультетсемпе филиалсем/ ĕçлет.

А.ИВАНОВА. Газета «Хыпар». 2012.18 октября.