Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 "Ашмарин вулавĕ -8" конференци | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

191012Паян, чӳк уйăхĕн вун тăххăрмĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Ашмарин вулавĕсем - 8» пĕтĕм тĕнчери ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Çак конференцие И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнăранпа 45 çул çитнине, кандидат тата тухтăр диссертацийĕсене хӳтелекен канаш уçăлнăранпа 20 çул çитнине халалланă. Кунĕпех пычĕ конференци. Ирхине чăваш филологийĕпе культура факультечĕн студенчĕсем хаклă хăнасене кĕтсе илсе тĕлпулу залне илсе кайрĕç. Уява Иванов Иван Иванович доцент Çеçпĕл Мишшин  «Катаран каç килсен» сăвввипе пуçларĕ. Ун хыççăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвва студентсем питĕ хĕрӳллĕ те çĕкленӳллĕ кăмăлпа каларĕç. Малалла чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканне В.Г. Родионов профессора сăмах пачĕç. Паянхи уява ăсчахсем çĕр-шывăн пур кĕтесĕсенчен килсе çитрĕç: Тутарстанран, Марирен, Удмуртран, Казахстанран. Хăнасем факультетпа университета салам сăмахĕсем каларĕç, пĕлтерĕшлĕ парнесемпе чысларĕç. Кандидат тата тухтăр диссертацине хӳтелекен канаш, университет тата чăваш филилоги факультечĕ чăваш республикишĕн, чăваш халăхĕшĕн мĕнле пысăк витĕм кӳни пирки университетăн наука енĕпе ĕçлекен проректорĕ В.А. Афанасьев, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ В.Г. Родионов, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев., Г.Е. Корниловпа Г.И. Фёдоров профессорсем тата филологи наукисен кандидачĕ,  А.М. Иванова доцент каласа кăтартрĕç. Уяв «Чăваш сăвви» литературăпа поэтика композициĕпе малалла тăсăлчĕ. Кунта республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килнĕ шкул ачисем питĕ илемлĕ сăвăсем вуларĕç. Студентсем те хыçра юлмарĕç, хăйсен çирĕп сассисемпе сăвăсем янратрĕç. Наука ăсчахĕсем, студентсем, вĕренекенсем конференции ĕçне уйрăм секцисенче тăсрĕç, хăйсен çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.