Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Пăспа сывламалла | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Çÿлти сывлав çулĕсем шыçсан пăспа сывлани /ингаляци/ уйрăмах витĕмлĕ пулăшать.

Сиплев йĕрки

Хуппипех ярса пĕçернĕ вĕрекен çĕр улми шывне 1-ер апат кашăкĕ эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, сар çип ути курăкне /зверобой/, чапăр курăкне /чабрец/ ярса 2-3 минут вĕретмелле те çулăм çинчен илмелле.

Кастрюль умне меллĕ вырнаçса лармалла, ун çинелле ÿпĕнмелле, пуç урлă ал шăллипе витĕнмелле, куçа хупмалла. Пăсĕпе сунас чухне - сăмсапа, пыр ыратсан, ÿсĕрттерсен çăварпа сывламалла. Хушăран сывлама çăмăлрах пултăр тесе ал шăллине кăштах çĕклесе илме юрать.

Ингаляци хыççăн, пăс сивĕнсен, вăтамран 10-15 минутран, пите сивĕрех шывпа чÿхемелле, шăлса типĕтмелле те нÿретекен крем сĕрмелле. Кунне 2-3 процедура ирттерсен чире хăвăрт çĕнтерме пулать. Ингаляци хыççăн сахалран та çур сехет урама тухмалла мар.

Ангина

Пыра çĕр улми пăсĕпе кăна та, эмел курăкĕн чечекĕ, пĕтнĕк, хаяр ути /шалфей/ янă шывпа та сиплеме пулать. Çĕр улми пĕçернĕ чухне курăксен пуххине хушса е ăна вĕрекен ахаль шыва ярса пăсне 10-15 минут çăварпа сывламалла.

Грипп

Гайморит

Тин вĕренĕ шыва типĕ ментол ярса ирĕлтермелле. Пуç урлă ал шăллипе витĕнсе сăмсапа пăсланма пăрахичченех сывламалла.

Бронхит

60 грамм прополиспа 40 грамм пыл карасне пĕчĕк кастрюле хумалла, ăна вĕрекен шывлă пысăкрах кастрюле лартмалла. Прополиспа карас ирĕлнĕ май сиплĕ пăс тухать. Унпа ирхине тата каçхине 15-шер минут сывламалла.

Алина Лукиянова. Газета «Сывлăх». 2013. 31 января.