Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Çамрăксене темĕн те пăшăрхантарать | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри пултаруллă çамрăксемпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевич калаçу пуçарнă май хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме яваплăха туйса тĕллевсене пурнăçламашкăн ырă сунчĕ, вĕсен сĕнĕвĕсене итлерĕ, ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспирантки Олеся Афанасьева ял хуçалăхне аталантарас тĕллевпе республикăра агропарк йĕркелеме сĕнчĕ. “Çамрăксен социаллă технологийĕсем” общество организацийĕн председателĕ Дмитрий Дмитриев диплом илнĕ специалистсем ют хулана ĕçлеме тухса кайни пирки сăмах пуçарчĕ. Михаил Игнатьев республика çамрăк кадрсене тăван тăрăхра хăварма тăрăшнине палăртрĕ. “Çамрăк çемье”, “Земство тухтăрĕ” программăсем те çак лару-тăрăва лайăхлатма пулăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студентсен, аспирантсемпе ординаторсен профсоюз организацийĕн членĕ Елена Солăнова ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕсем тумашкăн техника бази çителĕксĕррине асăнчĕ. Сăнав тумашкăн чĕр чунсемпе усă курни çинчен каларĕ. Çак витĕмпе вĕсен йышĕ çуллен чакнине палăртрĕ, тĕп хулара чĕр чунсене халалласа палăк лартма сĕнчĕ. ЧР Пуçлăхĕ шухăша ырларĕ, ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явма сĕнчĕ. Шупашкарти В.А тата Д.С.Ходяшевсем ячĕллĕ 4-мĕш музыка шкулĕн преподавателĕ Светлана Ижутова вĕренÿ заведенийĕн уйрăм çурчĕ çуккипе пăшăрханчĕ, шкул валли çĕнĕ инструментсем кирлине палăртрĕ.

Пултаруллă çамрăксене “Селигер” форума каймашкăн тăкаксене республика хăй çине илменни те тахçанах канăçсăрлантарать. Ку ыйтăва Михаил Игнатьев ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова татса пама хушрĕ. “Раççейри студентсен отрячĕсем” общество организацийĕн членĕ Антон Струков Чăваш Енре волонтерсен базине уçма сĕнчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн 3-мĕш курс студентки Альбина Захарова ялсенче культура çурчĕсем хупăннăшăн куляннине пĕлтерчĕ.

Тĕл пулăва вĕçленĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев стипендиатсене свидетельство пачĕ. Çак чыса çÿлерех асăннă çамрăксем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 1-мĕш курс студенчĕ Артем Гаврилов, Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕ Иван Пакин, “Урожай” общество организацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Екатерина Петрова, Г.А.Ильенко ячĕллĕ “Элара” ăслăлăх-производство комплексĕн программист инженерĕ Михаил Сергеев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн 3-мĕш курс студентки Ольга Смирнова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн 5-мĕш курс студентки Анастасия Сайкова тивĕçрĕç.

Любовь ПЕТРОВА.

Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013. 25 января.