Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Америка хĕрĕ чăвашла вулать | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелĕн паянхи хăни - пирĕн республикăна АПШран икĕ уйăх каялла килнĕ Кейт Линдси лингвист. 23 çулти пике чăваш чĕлхине тĕплĕн вĕренет, ăна тĕпчет, унăн пуласлăхĕ пуррипе çуккине тишкерет. Кĕске çак тапхăрта Кейт чăвашла калаçма хăнăхнă кăна мар, вăл пирĕн тăван чĕлхемĕрпе пичетленнĕ кĕнекесемпе хаçат-журнала та çăмăллăн вулать. Çапах калаçнă вăхăтра эпĕ Линдсин тăван çĕр-шывĕнчи пурнăç шайĕ пирки те сăмах хускатрăм, вĕсен йăли-йĕркипе, вĕренÿ, сывлăх сыхлав тытăмĕсемпе кăсăклантăм. Акăлчанла, французла, вырăсла, турккăлла, испанла, арабла, таецла тата ытти чĕлхепе калаçакан пике ыйтусене тĕплĕн хуравларĕ. Францире, Мальтăра, Таиландра, Турцире, Мароккăра, Испанире, Кăнтăр Корейăра пулса курнăскер Раççейре - иккĕмĕш хут.

“Чĕлхе янăравлă, çыпăçуллă”

- Кейт, шăпа сана Чăваш Ене мĕнле майпа илсе çитерчĕ?

- Эпĕ Калифорни штатĕнчи Стэнфорд университетĕнче лингвиста вĕренетĕп. Чылайăшĕ анлă сарăлнă чĕлхесене е çĕр питĕнчен кĕç-вĕç çухалаканнисене тĕпчет. Вăл е ку чĕлхепе вăтам йыш калаçаканнисене тишкерекен сахал. Унсăр пуçне эпĕ Раççее виçĕ çул каялла килнĕччĕ. Ун чухне Атăл тăрăх теплоходпа ярăнтăмăр, экскурси вăхăтĕнче Шупашкарти юхан шыв портĕнче чарăнтăмăр. Хула кăмăлăма кайрĕ. Çак сăлтавсене шута илсе чăваш чĕлхине тĕшмĕртме шухăшларăм. Вăл тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕни те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ. Профессорсем хирĕç пулмарĕç, тĕллеве ăнăçлă пурнăçлама ăнăçу сунчĕç çеç. Çавăн чухне тĕлĕнмелле ĕç-пуç пулчĕ. Манăн савни - Раççейрен. Преподавательсем ырланă хыççăн чăваш чĕлхине тĕпчессине ăна пĕлтертĕм. Вăл тĕлĕннипе чутах йăванатчĕ. «Кейт, пĕлетĕн-и: вăл манăн тăван чĕлхе», - терĕ.

- Апла тăк чăваш чĕлхипе эсĕ кунта киличченех паллашнă.

- Çук. Савни чăвашла калаçмасть. Пĕррехинче çеç кĕтмен çĕртен: «Эпĕ сана юрататăп», - тесе савăнтарчĕ. Андрей Чăваш Енрен 18 çулта чухнех тухса кайнă, вăл психологи енĕпе тарăн пĕлÿ илет. Кĕçех диссертаци хÿтĕлĕ, профессор пулса тăрĕ.

- Пирĕн чĕлхене ăçта вĕренетĕн, ăна мĕнле майпа тĕпчетĕн?

- Вырăс чĕлхине И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра тĕшмĕртетĕп, чăвашла калаçма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче хăнăхатăп тата Александр Блиновран пулăшу ыйтатăп. Унсăр пуçне Шупашкарти Андриян Николаев космонавт ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулта ачасемпе пĕрле урокра ларатăп. Районсене тухса çÿретĕп. Патăрьел, Элĕк тата Канаш районĕсенче пулса куртăм ĕнтĕ.

- Ялта пурăнакансемпе калаçнă хыççăн кăмăлу улшăнмарĕ-и?

- Ятарласа тест хатĕрлерĕм. Унти 30 ыйту хушшинче тĕрлĕ йышши пур. Акă, сăмахран: «Ачăрсене чăвашла пуплеттерес килет-и?» «Мăнукăрсем тăван чĕлхене пĕлĕç-и?» «Пĕр эрнере каланă сăмахсен миçе проценчĕ - чăвашли?» Эпĕ сăнанă тăрăх - хуласенче чăваш чĕлхи сумлă шутланмасть, чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçасшăн мар, вĕсем ывăлĕ-хĕрне те ăна ăша хывма хистемеççĕ. Çакăн сăлтавĕ - аслисем чăваш чĕлхи кирлĕлĕхне туйманни. Ялсенчи лару-тăру пачах урăхла, вĕсем тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн пăшăрханаççĕ, çав вăхăтрах мăнукĕсем чăвашла пĕлесси пирки иккĕленмеççĕ. Хальлĕхе социаллă тĕпчеве 20 ытла çынна кăна явăçтартăм-ха, пĕтĕмлетÿ тума иртерех. Эпĕ Чăваш Енре çитес çулхи çу уйăхĕн вĕçĕччен пулăп. Çав вăхăталла хам шухăша çирĕплетсе калайăп.

- ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнине пĕлетĕн-тĕр.

- Çапла, пĕлетĕп. Анчах манăн ăна йышăнас килмест. Пĕрремĕшĕнчен - эпĕ лингвист пулнăран. Иккĕмĕшĕнчен - таса чăваш чĕлхи юрă пек янăравлă, çыпăçуллă илтĕннĕрен. Уçă сасăсем çемçе, кăмăла çĕклеççĕ. Тĕнчере 6500 чĕлхе, кашни икĕ эрнере вĕсенчен пĕри çĕр питĕнчен яланлăхах çухалать. Тĕпчевçĕсем асăрхаттарнă тăрăх - 2100 çул тĕлне 3000 чĕлхе çеç юлать. Питĕ шел. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен чĕлхе пĕтнипе пĕрлех халăхăн ăруран ăрăва куçнă тупри - йăли-йĕрки, культури - çухалать. Кашни наци çынни тĕнчене хăйне май урăхла курать, çавăнпа вăл е ку чĕлхепе калаçакан вилсе пĕтни планетăна чухăнлатать, пушатать, тĕнчене хаклама май паракан пĕр мел çухалать. Акă Калифорнире 500 çул каялла 100 тĕрлĕ чĕлхепе калаçакансем пурăннă, анчах, шел те, паянхи кун тĕлне 50-шĕ çеç сыхланса юлнă, вĕсенчен те пулин хăшĕ-пĕринпе 20-30 çын çеç пуплет. Манăн шухăшпа, чăваш чĕлхи ан пĕттĕр тесен витĕмлĕ проектсем шухăшласа кăлармалла, унăн сумне ÿстерме тĕрлĕ меслет тупмалла. Унсăрăн каярахпа çивĕч çак ыйтăва татса пама вуçех май пулмĕ, мĕншĕн тесен халăх чĕлхе пачах пĕтмесĕр те ăна ăнланаяс çук.

Пĕлĕш нумай,

юлташ сахал

- АПШра иртен-çÿрен ялан йăл кулать. Чăваш Ене килсен палламан çынсем сывлăх сунманни тĕлĕнтерчĕ-и?

- Шутсăр. Эпĕ хамăн çĕр-шывра кун каçипе çĕнĕ 50 çынпа калаçатăп. Анчах кунта килсен пĕрремĕш кунсенче уйрăмах йывăрччĕ. Пĕринпе сăмах хушатăп, тепринпе, анчах пурте пăрăнса утаççĕ, нимĕн те шарламаççĕ. Лавккара та, транспортра та тепĕр еннелле çаврăнса лараççĕ. Раççейре татти-сыпписĕр кулакан çынна ухмах вырăнне йышăнаççĕ вĕт е каччăсене куç хĕсет тесе шухăшлаççĕ. Çакна тĕслĕхпех çирĕплетĕп: Андрея паллашнă-паллашманах килĕштертĕм, чунран юратрăм. Çавăнпах йăл кулса çеç çÿреттĕм. Пĕррехинче вăл чăтаймарĕ: «Манпа пулас килет тĕк манпах пул, ыттисен умĕнче ан йăкăлтат», - терĕ. Пирĕн тăрăхра: «Пĕлĕш нумай, юлташ сахал», - теççĕ. Раççейре икĕ уйăх пурăннă хыççăн çакна чунпа ăнлантăм. Эпир пĕр-пĕринпе хутшăнатпăр, çапах çын чунĕнче мĕн капланнине тавçăрмастпăр. Кунта вара: «Пĕлĕш сахал, пур юлташĕсем питĕ çывăх», - теес килет. Вĕсем пулăшма тăрăшаççĕ, хăнана йыхравлаççĕ... Ахальтен мар: «Раççейре çуралса ÿснĕ тус чи шанчăкли», - теççĕ-тĕр.

- Шупашкар килĕшни пирки унччен каларăн-ха, ытти - çут çанталăкĕ, тавралăхĕ... - тыткăнламарĕ-и?

- Эпĕ Калифорни çывăхĕнче вăрман варринчи ялта ÿссе пĕве кĕнĕ. 10 минут утсан Лăпкă океан хĕррине çитсе тăратăн. Вăрман, шыв чунăма çывăх. Тен, çавăнпах Атăл хĕрринчи Шупашкара суйларăм. Элĕк районне кайсан çап-çамрăк хурăнсен илемĕпе килентĕм. Кунти çанталăк килĕшет. Шартлама сивĕрен кăна шикленетĕп, Калифорнире юр лармасть-çке. Тата мана кунти общество транспорчĕ савăнтарчĕ. Пирĕн патра, сăмахран, автобуссем питĕ сайра çÿреççĕ - 30-40 минут кĕтме тивет. Метро та чылай чухне ĕçлемест. Ÿссе çитнисен пурин те автомобиль пур, чухăннисемпе студентсем велосипедпа çÿреççĕ. Манăн та, савнин те вело пур.

- Çурма фабрикатсем çинĕ хыççăн пирĕн апата çăмăллăнах хăнăхрăн-и?

- Манăн пĕр юлташăм: «Ют патшалăхра чи хăрушши - ача çуратни, вилĕм тата ирхи апатлану», - тет. Малтан асăннисенчен иккĕшĕ йăла-йĕркепе çыхăннă. Çывăрса тăнă-тăман рис пăттипе чăх тукмакĕ хурса параççĕ, унпа мĕнле хăналанмалла-ха? Эпир ирсерен йогурт, улма-çырла, вĕри çăкăр, çăмарта çиме хăнăхнă. Халĕ эпĕ ирсерен бананпа, йогуртпа сăйланатăп. Çапах кунти ĕçме-çимене хăнăхма тăрăшатăп. Акă чăваш халăх апатне те тутанса пăхрăм. Хуран кукли, какай шÿрпи питĕ килĕшрĕç.

- Çемйÿ пирки каласа кăтарт-ха.

- Пирĕн çемьере - 7 ача. Эпĕ - йĕкĕреш хăраххи. Эпир - чи аслисем. Аннем - 43 çулта. Апла пулин те халĕ университетра вĕренет, хăйĕн бизнесне аталантарать. Атте - ресторанта тăрăшать. Вăл - шеф-повар.

- Америкăри çемьере ун чухлĕ ача пулни пирки илтменччĕ.

- Чăнах та, ку - сайра тĕл пулакан тĕслĕх. Чылайăшĕ 2-3 ача çеç ÿстерет. Пирĕн те кĕçĕннисем - усрава илнисем.

- Сирĕн патра ашшĕ-амăшĕ пĕве кĕнĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсене укçан пулăшманни хăлхана кĕнĕччĕ.

- Пĕтĕмĕшле илсен, çапла. Анчах халĕ экономика кризисне пула чылайăшĕ çитĕннĕ ачисене те пулăшма тăрăшать. Май пур тăк укçа-тенкĕ парать, çук пулсан нимĕн те тăваймăн. Çапах Америкăра 18 çула çитнĕ çамрăкăн хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхмалла. Çемьеленнисем ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтмаççĕ. Намăс! Эпĕ 16 çултах ĕçлеме тытăнтăм. Университета вĕренме кĕрсен тÿрех виçĕ вырăнта тăрмашрăм. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттере тара илме уйăхне 45 пин тенкĕ кирлĕ-çке.

- Апла тăк АПШра та пурнăç çăмăл мар.

- Йывăрлăхсем те, çăмăллăхсем те пур. Унта инфратытăм лайăхрах, çуртсем юсавлă, хитре, темиçе çул каяллах хăпартнисем те çĕнĕ пек туйăнаççĕ. Америка инкек-синкек сиксе тухсан пăтăрмаха пит йывăррăнах тÿссе ирттермест. Акă халĕ пирĕн тăрăхра «Сэнди» çил-тăвăл алхасрĕ. Савни Андрей каланă тăрăх, нумай хутлă çуртсенче те шыв, электричество çук. Апла пулин те влаçрисем килĕрен çÿреççĕ, мĕн кирлипе кăсăкланаççĕ, ыйтнине тивĕçтерме майсем шыраççĕ. Раççейпе танлаштарсан АПШра тĕпленнисем ĕç укçи ытларах илеççĕ. Унсăр пуçне шалу виçи тивĕçтермесен пуçлăхпа ним вăтанмасăрах калаçаяççĕ. Кунта апла мар иккен. Шупашкарта пĕр медсестрапа паллашсан хытах пăшăрхантăм. Унăн ĕç укçи куллен кирлине туянма та çитмест. Тĕп тухтăр патне кайма сĕнтĕм... Вăл хирĕçлерĕ, унашкал хăтланнине ырламаççĕ-мĕн. Америкăра ĕçлекен медсестран шалăвĕ чи пысăкки - ваккатсем те, экономистсем те ун чухлĕ илеймеççĕ.

- Медсестра тенĕрен, сирĕн патра медицина пулăшăвне пурте илейменнине пĕлетĕп.

- Тĕрĕсех. Халăхăн пĕр пайĕн страховка çук. Ачасен 19 çула çитиччен пур-ха, вĕсем ашшĕ-амăшĕннипе усă кураяççĕ. Халĕ эпĕ те чирлесе ÿкесрен шикленетĕп, сыватмăша кайма укçа самай кирлĕ. Раççейре вара ют çĕр-шыв çынни пулсан та тÿлевсĕрех сипленеетĕп.

- Нумаях пулмасть американсем çĕр-шыв президентне суйларĕç. Барак Обама çĕнтернĕшĕн савăнтăн-и?

- Çапла. Пур пĕрех эпĕ: «Обама ăслă, Митт Ромни ухмах», - теместĕп. Çавăнпа иккĕмĕш тапхăра суйланнă президент унпа канашласа ĕçлесси пирки каланине илтсен хĕпĕртерĕм. Ромнин те пĕлтерĕшлĕ проектсем пур. Уйрăмах экономикăна аталантарас енĕпе.

Вĕрентекене хисеплемеççĕ

- Раççейре шкултан вĕренсе тухакансем халĕ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытаççĕ. Ачасен ăсне тест мелĕпе тĕрĕслесси сирĕн тăрăхран килчĕ...

- АПШри пуçламăш вĕренÿ тытăмне ырласа пĕр сăмах та калаймастăп, мĕншĕн тесен ачасем шкула ăс пухма мар, юлташĕсемпе чĕлхе хуçма çеç çÿреççĕ. Учителе пачах хисеплемеççĕ, унăн сăмахĕсене шута илме васкамаççĕ. Манăн Америкăри университетсене çеç мухтас килет. Вĕсем - тĕнчери чи чаплă вĕренÿ учрежденийĕсем.

- Эсĕ вара пĕлÿ тĕнчине пĕчĕклех иленме пултарнă-çке.

- Анчах пурте ман пек мар вĕт. Эпĕ вулама, çĕннине пĕлме кăмăллатăп, çавăнпах çанă тавăрса ăс пухма тытăнтăм та. Хамăн ачасене /хальлĕхе вĕсем çук-ха/ АПШра вĕрентес килмест. Май пулсан Европăри пĕр-пĕр çĕр-шыври е Раççейри шкула ярăп. Кунта ачасем вĕренме ĕçе çÿренĕ пек çÿреççĕ.

- Çавăнпах: «Американсен ачисем историе пачах пĕлмеççĕ», - теççĕ иккен.

- Каларăм-çке: пĕчĕккисем вĕрентекенсене ним вырăнне те хумаççĕ. Çавăнпа учительсем те тарăн пĕлÿ парассишĕн хыпкаланмаççĕ. Раççей пирки ыйтсан та чылайăшĕ: «Унта питĕ сивĕ, упасем пурăнаççĕ, çынсем эрех ĕçеççĕ», - тет çеç. Çапах аслисем вырăс балетне кăмăлланине палăртас килет.

- Эсĕ те килĕштеретĕн-и?

- Çапла. Савнипе иксĕмĕр вырăс балетне, оперине çÿретпĕр. Кунта килсессĕнех Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне çул тытрăм. «Сарпике» постановкăпа паллашрăм. Тĕлĕнмелле интереслĕ ĕç! Акă Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ пуçланĕ, унта та çитĕп. Концертсене çÿретĕп. Нумаях пулмасть чăваш эстрада юрăçисен шоу-программипе килентĕм. Вăл питĕ хаваслă иртрĕ, юррисем те илĕртÿллĕ.

- Эппин, эсĕ культурăна кăмăллатăн. Литература та килĕшет-и?

- Шутсăр, уйрăмах - вырăс литератури. Ф.Достоевскин «Преступление и наказание», Л.Толстойăн «Анна Каренина», «Война и мир» хайлавĕсене тахçанах вуланă. Унсăр пуçне В.Набоковăн, А.Чеховăн кĕске калавĕсемшĕн каçса кайма хатĕр. И.Бунинăн «Темные аллеи» кĕнекине темиçе хут тишкерсе тухрăм. Хăшĕ-пĕрне вырăслах вуланă. Кĕçех «Война и мир» романа çыравçă çырнă чĕлхепе шĕкĕлчеме тытăнăп.

- Чăваш литературипе паллашма ĕлкĕреймерĕн-и-ха?

- Сирĕн чаплă поэтăрăн К.Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла унчченех вуланăччĕ-ха, халĕ ăна чăвашла шĕкĕлчес килет. Ĕмĕтĕм кĕçех пурнăçланасса шанатăп.

“Раççее тăтăшах килесчĕ”

- Пирĕн йăла-йĕрке пирки мĕн пĕлетĕн?

- Чăваш туйне сăнланă фильм куртăм. Качча каякан хĕр питĕнче кулă çиçменни тĕлĕнтерчĕ те, сехĕрлентерчĕ те. Питĕ шеллерĕм ăна. Унсăр пуçне Шупашкарти Чĕлхе фестивалĕнче пĕр секцире хĕрсен çемье çавăрмашкăн пĕчĕклех хатĕрленме тытăнмаллине каларĕç. Туя пынă кашни хăнана тĕрленĕ тутăр парнелемелле имĕш, арча тултармалла...

- Сирĕн патра туя мĕнлерех паллă тăваççĕ?

- Туй-çуй вăраха тăсăлать. Пĕр кунхине хĕрĕн килĕнче - хĕрарăмсем, каччă патĕнче арçынсем пухăнаççĕ, ĕçеççĕ, çиеççĕ. Кăштахран авланаканнин çуртĕнче - яшсем, качча каяканнин килĕнче пикесем пуçтарăнаççĕ, каллех - уяв. Туй вара чиркÿре, ресторанта е урамра, уçă тÿпе айĕнче, иртет. Хĕр тусĕсем - пĕр тĕслĕ, каччăн юлташĕсем тепĕр тĕслĕ çи-пуç тăхăнаççĕ. Çĕнĕ çынсен чи çывăх икĕ тусĕн сăмахĕсем чи хакли шутланаççĕ.

- Туй кĕрлеттерме укçа-тенкĕ самай кирлĕ-тĕр.

- Питĕ-питĕ нумай. Мĕн чухлĕ расхутланма тивнине калама та намăс.

- Çамрăксенчен ытларахăшĕ миçе çулта çемье çавăрать?

- Тĕрлĕрен. Акă, сăмахран, манăн аттепе анне пĕрлешнĕ чухне 20 тата 21 çулсенче пулнă, асаннепе асатте те çав ÿсĕмре мăшăрланнă. Куратăр-и: эпĕ кая юлса пыратăп.

- Ăнланнă тăрăх - эсĕ чăваш арçыннине качча тухăн.

- Тем пекехчĕ. Тĕрĕссипе, халĕ Шупашкарта Андрейăн амăшĕпе тата аппăшĕпе пурăнатăп. Савни Чăваш Енре çичĕ çул пулман. Эпĕ килсен анне /Кейт пулас хунямăшне çапла чĕнет. - Авт./ савăнчĕ - ара, эпĕ унăн ывăлĕн савнийĕ-çке. Çитменнине, кашни кунах шăнкăравлать.

- Йăва çавăрсан Раççейре тĕпленме шухăшламастăр-и?

- Андрей валли кунта ĕç пулмĕ. Чуна килĕшнĕ ĕçсĕр вара пурăнма кансĕр, çавăнпа АПШрах юлăпăр. Тĕрĕссипе, Германире е Австрире тĕпленме те шухăшсем пур. Çапах Раççее тăтăшах килесчĕ.

- Çулталăкри хăш уява ытларах хапăл тăватăн?

- Çуралнă куна, Çĕнĕ çула, Раштава. Пирĕн çемьере çирĕп йăла пур. Çĕнĕ çул умĕн пурте пĕрер, анчах сумлă парне туянатпăр, çавăнпа пĕрер парнене çеç тивĕçетпĕр. Ку ăпăр-тапăр 8 япала иличчен чылай лайăхрах. Раштавра анне пире, ачисене, пурне те пĕр йышши пижама тăхăнтартать...

- Ĕмĕтÿсем пысăк ĕнтĕ. Пирĕн вулакансене пĕрне те пулин пĕлтерсемччĕ.

- Паянхи тĕп тĕллев - чăваш чĕлхине питĕ лайăх вĕренесси, çитес çулхи çу уйăхĕ тĕлне пĕтĕмлетÿ тăвасси. Тăван тăрăха таврăнсан вара аспирантурăра тепĕр курс ăс пухмалла. Юлашкинчен манăн çакна калас килет: чăвашсем, хăвăрăн чĕлхĕре куç пек упрăр - вăл тĕлĕнмелле илемлĕ.

Дмитрий Моисеев. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2012. 16 ноября.