Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Ентешĕсенчен тĕслĕх илнĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Оленкин кĕркунне 44 çул тултармаллаччĕ. Шел те, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ, философи наукисен кандидачĕ йывăр чире пула пирĕнтен çулталăк каялла уйрăлчĕ.

Юрий Владимирович чăвашсен пирвайхи олимпиецĕ Ардалион Игнатьев тата Раççейри пĕрремĕш этнопедагог-академик Геннадий Волков пекех Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ, вĕсенчен тĕслĕх илсе ăста спортсмен тата ăсчах пулма ĕмĕтленнĕ. 15-16 çулта чухнех Таяпа Энтри каччи район чысне футболла выляссипе тата çăмăл атлетика енĕпе хÿтĕленĕ. Ялти шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн Юрий ЧПУн истори факультетне вĕренме кĕнĕ.

Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн мал ĕмĕтлĕ çамрăк университетăн физкультурăпа спорт кафедрин лаборантĕнче ĕçлеме пуçланă, тепĕр çулхине куçăмсăр майпа аспирантурăра пĕлÿ илме тытăннă. Вун пилĕк çул каялла Юрий Владимировича «Ульяновец» спорт клубĕн канашĕн тата Чăваш Республикинчи студентсен спорт общество организацийĕсен союзĕн председательне суйланăччĕ. Вăл физкультурăн кăмăл-сипет тата сывлăх диалектики темăпа ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, вĕсем журналсенче тата университетăн тĕрлĕ кăларăмĕнче пичетленнĕ. Пилĕк çул каялла Юрий Оленкин диссертацие ăнăçлă хÿтĕленĕ. Виçĕм çул ăна ЧПУн физкультурăпа спорт кафедрин заведующине çирĕплетнĕччĕ.

Çак кунсенче ЧПУн спорт клубĕн канашĕ тата университетăн проректорĕ, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн ертÿçи Олег Викторов ертсе пынипе Шупашкарта Юрий Оленкина асăнса спорт мероприятийĕ йĕркелерĕç. Футболистсен юлташла тĕл пулăвĕнче Юрий Владимировичпа пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ юлташĕсем тата «Елчĕк ен» хастарĕсем вылярĕç. Интереслĕ матч «Университет» команда Елчĕксене 7:3 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Петр СИДОРОВ. Газета «Хыпар». 2013. 25 июля.

ASC_0059.jpg ASC_0107.jpg ASC_0108.jpg

ASC_0119.jpg ASC_0127.jpg ASC_0149.jpg

ASC_0184.jpg ASC_0196.jpg ASC_0197.jpg

ASC_0203.jpg ASC_0208.jpg ASC_0211.jpg

 Фото Геннадия ВЕРБЛЮДОВА.