Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

  Хăватлă карапа – ăнăçлă ишев | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 


131017 4

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ 50 çул тултарнине халалласа паян Чăваш патшалăхоперăпа балет театрĕнче     савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Аслă шкула Мускавриэнергетика институчĕн Атăл тăрăхĕнчи тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăхпедагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн никĕсĕ çинче    1967 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Çĕршыври ятлă-сумлă, инновациллĕ аслă шкулăн туслă коллективне сумлă юбилейпе саламласа РФ вĕрентÿпе наука министрĕ О.Васильева, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ В.Никонов, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи — Мускаври, Чулхулари, Чĕмпĕрти, Гроднори, Тутар, Мари, Мордва, Калмăк тата ытти субьектри — ĕçтешĕсем çак кунсенче ăшă саламсем çитернĕ.

Республикăри общественноç вара вĕсене ĕнер чысларĕ. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, министерствăсемпе ведомствăсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем, хăнасем хутшăнчĕç.

Регион ертÿçи аслă шкула сумлă уявпа саламланă май унăн çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх университетне йĕркеленĕ чухне электротехника отрасльне хамăр хутлăхра анталантарассине тĕпе хунипе паян ку енĕпе республика ячĕ-шывĕ çĕршывра кăна мар, тĕнчере те ырăпа палăрса тăрать.Чăваш электроприборĕсем рынокра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Е тата медицинăна илер: 50 çул каялла сывлăх сыхлавĕпе мухтанма пултарайман тăк, паян Чăваш Енри центрсенче пысăк технологиллĕ пулăшусемпе усă кураççĕ. Çак çитĕнÿсенче ЧПУран вĕренсе тухнă специалистсен тÿпи чăннипех пысăк. Влаç тытăмĕнче вăй хуракансен пысăк пайĕ университетра ăс пухнă. Михаил Игнатьев аслă шкулăн ăсчахĕсене ăста та пултаруллă кадрсем хатĕрленĕшĕн тав турĕ. «Хăвăр тивĕçĕре чăннипех хаклама пĕлетĕр, çĕршывăн пулас çыннисене хатĕрлетĕр. Тавах сире пархатарлă ĕçĕршĕн. Сывлăхлă пулăр, пултарулăхăр тапса тăтăр», — терĕ вăл университетăн маттур та ăнăçуллă вĕрентекенсен йышне республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен тата Раççей наградисемпе чысланă май.

Валентина СМИРНОВА.

Газета "Хыпар". 2017. 13 октября.

ruschuvashengfr 
 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia