Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнче Универсиадине халалласа сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.
Вĕсенче Универсиада уçăлни, ăмăрту саманчĕсем, паллă спортсменсем, вĕсен тупăшăвĕсем, Раççейĕн пĕрлештернĕ командинчи хĕрсемпе каччăсем, спорт керменĕсем, хула пурнăçĕпе çыннисем тата ытти те сăнланнă. Сăн ÿкерчĕксен авторĕсем – Чăваш Енри фотографсем, ЧПУ студенчĕсемпе преподавателĕсем.
Чăваш патшалăх университечĕ – Универсиада партнерĕ, 2011 çулта ăна «Универсиадăн аслă вĕренÿ заведенийĕ» ят панă. Аслă шкулта вĕренекен 90 ытла студент Хусанта волонтерта ĕçлет, хăшĕ-пĕри пресс-службăра тăрăшать. 4-мĕш курсра ăс пухакан пулас журналист Евгения Степанова «Универсиада сăнĕ» ята тивĕçнĕ, хĕрĕн сăнне Хусан урамĕсенчи ятарлă экрансенче курма пулать. Пĕлтĕр ЧПУ дипломне илнĕ Ирина Юманова студентсен ăмăртăвĕнче хăвăрт утас енĕпе икĕ медаль çĕнсе илчĕ.
Е.Андреев. Газета «Хыпар». 2013.17 июля.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|