Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я. Яковлева тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» конкурсăн I турĕ вĕçленчĕ. Конкурс кăçал 15-мĕш хут пултаруллă çамрăк çыравçăсене пуçтарчĕ.
Конкурсăн пĕрремĕш турне 190 хайлав килчĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикинчи, Ульяновск облаçĕнчи çамрăк сăвăçсемпе драматургсем тата проза ăстисем хастар хутшăнни савăнтарать.
Чăваш халăх писателĕ Г.В. Краснов профессор ертсе пынине конкурс комиссийĕ çамрăк çыравçăсен хайлавĕсене тимлĕн пăхса тухрĕ, 73 ĕçе паха тесе йышăнчĕ. Чи лайăх ĕçсен авторĕсене литература пултарулăх ăмăртăвĕн 2-мĕш турне килме «Тантăш» хаçат урлă пĕлтерме йышăнчĕ. 2 тур Г.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернатĕнче ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртĕ.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|