Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 5 хутлă вĕренÿ корпусĕн тăррине хĕвел электроустановкине вырнаçтарнă. Çак ĕçе тума университета Италирен PRAMAC фирма специалисчĕсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро килнĕ. Хĕвел электростанцийĕн сăнав тĕслĕхне, Oerlikon фирма технологийĕпе пурнăçланăскере, ăслăлăх тата вĕренÿ тĕллевĕсемпе вырнаçтарнă: хĕвел пулăшнипе пулакан электричество лабораторие каять. Ăсчахсем унта метеоусловисене кура энерги шучĕн тата пахалăхĕн мониторингне йĕркелесе пырĕç.
Хĕвел энергоустановкине ĕçе кĕртмелли черетлĕ тапхăр вĕçленнĕ май Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ В.Агаков Италири специалистсемпе тата «Хĕвел» ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Аслă шкул ертÿçи специалистсене паха ĕçшĕн тав тунă, çакă топливăн тĕрлĕ енĕсемпе, уйрăммăн илсен, хĕвел энергийĕпе усă курас ыйтусене тĕпчессипе пĕтĕм тĕнчери пĕрлехи юлашки проект пулмасса шаннине пĕлтернĕ. Проектăн ăслăлăх ертÿçи ЧПУн прикладной математика, физика тата информаци технологийĕсен факультечĕн профессорĕ В.Кочаков, PRAMAC фирма специалисчĕсем Неглиа Никола тата Бусхикхо Козимо Алеесандро та аслă шкулпа бизнес-пĕрлĕх çыхăну тытса тунă кăтартусене пысăка хурса хакланă.
2012 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш патшалăх университечĕ тата «Ренова» компанисен ушкăнне кĕрекен «РОТЕК» АХО хĕвел энергоустановкин характеристикине тишкерессипе килĕшÿ тунă. Çак фирма университета хĕвел электростанцине илсе килнĕ.
Хĕвел энергине ĕçе кĕртес тесе ăслăлăхпа вĕренÿ программисене аталантарас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чĕваш патшалăх университечĕ Санкт-Петербургри аслă шкулсемпе - А.Ф.Иоффе ячĕллĕ физика- техника институчĕпе тата патшалăх техника университечĕпе /ЛЭТИ/ тачă çыхăну йĕркеленĕ. Роснано укçатенкĕпе пулăшнă май университетри 13 преподаватель хĕвел энергийĕн темипе професси тĕлĕшĕнчен хатĕрленнĕ. Пирĕн 15 магистрант Л ЭТИ ре вĕренет. Кăçал пуçласа университетра радиотехника тата электроника факультетне «Электроника тата наноэлектроника» енĕпе 10 студента илнĕ.
Ăслалăх тĕпчевĕсем ирттернисĕр пуçне Чăваш патшалăх университетĕнче электростанци «Хĕвел» ОООн тата Чăваш Республикин ытти предприятийĕ валли специалистсем хатĕрлемелли лайăх база пулĕ. Университет никĕсĕ çинче «Роснано» шкулĕсен Лиги пулăшнипе прикладной наноэлектроникăн ресурс центрне йĕркелеççĕ. Малашне 100 киловатт хăватлă электростанци вырнаçтарасшăн, студентсене вĕрентме, нанотехнологисем енĕпе тĕпчевсем ирттерме лаборатори хĕвел подстанцийĕ туса хурасшăн.
А.ДАНИЛОВ. Газета «Хыпар». 2012. 30 августа.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|