Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
Хăшĕ-пĕрин стипендийĕ ĕçлекенĕн шалăвĕнчен пысăкрах Республикăра 24 аслă шкул. Вĕсенче 54,7 пин çамрăк вĕренет. Чăваш Енре хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме общество пурнăçне явăçтарассишĕн тĕллевлĕн тăрăшаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче студентсен хăй тытăмлăх органĕсем, профсоюз комитечĕсем, спорт клубĕсем, çамрăк ăсчахсемпе специалистсен канашĕсем, наука обществисем... ĕçлеççĕ. Республикăра çамрăксене ăслăлăх-техника тата тĕпчев ĕçĕпе кăсăклантарма çулталăкра 200 ытла мероприяти йĕркеленет. Вĕсен йышĕнче “Excelsior”, “Анлă Атăл çамрăклăхĕ” фестиваль-конференцисем, “XXI ĕмĕр ăслăлăхĕ”, “Çулталăк аспиранчĕ”, “Республикăри чи лайăх çамрăк ăсчах” конкурссем, “Уçă лекци” фестиваль, “Пĕрремĕш утăм малалла”, “Çамрăксен хули” форумсем...
Республика ертÿлĕхĕ пултаруллисене хавхалантарма тăрăшать. 1996 çулта Чăваш Енре Çамрăксен патшалăх премине çирĕплетнĕ. Çак пулăшăва тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿ тунă 88 яш-хĕр тивĕçнĕ. 2004 çултанпа 1 пин çамрăк çуллен ЧР Пуçлăхĕн стипендине илет. 2006-2012 çулсенче “Вĕренÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн премине Чăваш Енри 460 çамрăк тивĕçнĕ. Пĕлтĕр республикăра “Студентсен çемйи” конкурс пĕрремĕш хут йĕркеленчĕ. Вăл кăна-и? Дозоровсем Раççей шайĕнчи конкурсра 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.
Студентсен кунĕ умĕн республикăри аслă шкулсенче вĕренекенсен стипенди виçипе кăсăклантăм. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче тÿлевĕн çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çак аслă шкулта “
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 2-мĕш семестр валли стипенди виçине çирĕплетмен-ха. Аслă шкулта вĕренекенсен чи пĕчĕк стипендийĕ, малтанхи комисси йышăнăвĕ тăрăх, 1300 тенкĕпе танлашнă. Ăна “
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансем 1800 тенкĕ илеççĕ. Аслă шкул çĕнĕ семестрта тÿлевĕн чи пысăк виçине палăртман-ха. Сессие ăнăçлă вĕçлекенсем, общество пурнăçне хастар хутшăнакансем, хăйсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ конференцире тухса калаçакансем пысăк стипенди илесси иккĕлентермест.
РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр 1-2-мĕш курссенче куçăн майпа вĕренекенсен стипендине ÿстермешкĕн федераци бюджетĕнчен укçа уйăрма тытăннă. Çак тÿлеве вăтам тупăшĕ пĕчĕк çемьесенчи студентсене параççĕ. Хавхалантарăва “
Тÿлевсĕр майпа ăс пухакансен стипенди виçи çуллен ÿсни сисĕнет. Паянхи студентăн стипендийĕ хăш-пĕр тытăмра ĕçлекенĕн шалăвĕнчен те пысăкрах. Эппин, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн хавхаланса вĕренмешкĕн сăлтав пур.
Любовь Петрова. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013. 25 января.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|