Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
Наци библиотекинче „Алăран – алла. Пире тата пулас ăрăва” ыр кăмăллăх акцийĕ малалла тăсăлать. Унта Чăваш Ен вулавăшĕсене пулăшма хатĕр кашни çын хутшăнма пултарать. Халăха çĕнĕ кăларăмсемпе паллаштарма тăрăшакансен ячĕсем Наци библиотекин историйĕнче çырăнса юлĕç.
Меценатлăх йăли-йĕркине, ыр кăмăллăх ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакансен йышĕнче – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă çыравçă тата журналист, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Иван Тенюшев сумлă вырăнта. 2007 çулта Пĕтĕм тĕнчери „Ĕмĕр меценачĕсем” ыр кăмăллăх фончĕ Иван Яковлевича „Чыс тата пархатар” медальпе наградăланă. Хальхи акцие хутшăнса И.Тенюшев республикăри библиотекăсене Николай Ытарайăн „Кайăксем” кĕнекине 2 пин экземпляр парнеленĕ.
И.Тенюшев кăçал 90 çул тултарчĕ. Унăн пурнăçĕ хаçат-журнал ĕçĕпе тачă çыхăннă. Вăл халĕ те И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вăй хурать. „Чăваш кĕнеки” центра час-часах çÿрет.
З.ОФЕРКИНА. Газета "Хыпар".2013. 2 августа.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|