Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
Сергей Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх палăртнă вырăна вĕсем 5 кунран кăна çитнĕ. Унта сивĕ çил “ачисем” антăхса кайса чупакан вырăнта чăваш тата ЧПУ ялавĕсене вырнаçтарнă. Çурçĕрти çул çÿревĕн юлашки кунĕнче хăюллă та çирĕп кăмăллă çамрăксем патне НТВ телеканалăн журналисчĕсем çитнĕ.
“Эпир палаткăсенче пурăнтăмăр. Чи асра юлнă самант - апат тата газ пĕтни. Çапла икĕ кун пурăнтăмăр. Эпир тăваттăн хамăр ушкăнран маларах кайнăччĕ. Ăнсăртран майĕпен шăвакан пăр çине лекрĕмĕр. Пăхатпăр - пирĕн хыçра шыв курăнма пуçларĕ. Вара хăвăртрах хамăрăннисем патне вĕçтертĕмĕр. Ас тăватăп-ха: вырăн-вырăн пăр питĕ çÿхеччĕ. Çавăнпа эпир ятарлă гидротум тăхăнаттăмăр. Унпа шыва ÿксен те йĕпенместĕн, путмастăн тата шăнмастăн. Çурçĕр полюсĕнче 25 градус сивĕччĕ. Анчах вăл кунти шартламаран та сивĕрех, - экспедицире уйрăмах асра юлнă самантсене аса илчĕ спортсмен. Сергей спорт мастерĕ пулма, аслă шкултан лайăх вĕренсе тухма ĕмĕтленет. Кăçал вăл Раççейре иртекен яваплă тăватă ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Малашне те çитĕнÿсемпе ăнăçусем пуласса шанать.Геннадий Верблюдов сăн ÿкерчĕкĕ
Роза РОЗОВА. Газета «Хыпар». 10 мая 2011 года.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|