Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru
|
|
Шупашкара çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чулхула патшалăх инженери-экономика институчĕ йĕркеленĕ тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине хутшăнакансем теплоходпа килсе çитнĕ. Юхан шыв портĕнче вĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн представителĕсем В.Агаков ректорпа пĕрле кĕтсе илнĕ.
Раççей, Болгари, Серби, Польша, Румыни, Таджикистан, Молдова ăсчахĕсемпе студенчĕсем Чулхула - Хусан - Чулхула маршрутпа çула тухнă «Алдан» теплоход çинче йĕркеленĕ экономика конференцине хутшăнаççĕ, «Экономика ăслăлăхĕ», «Инженери-техника ăслăлăхĕсем», «Çамрăк ăсчахсен ĕçĕсем» секцисенче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Çамрăк ăсчахсен йышĕнче ЧПУ студенчĕсем те пур - О.Майрина, Л.Ефремова, А.Яковлева, А.Васильева.
Чăваш Енĕн тĕп хулипе паллашнă хыççăн хăнасем Чăваш патшалăх университечĕн вĕренÿ корпусĕсенче, спорт комплексĕнче, культура çуртĕнче, санатори-профилакторире, социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектра пулса курнă.
Тĕп корпусăн акт залĕнче аслă шкулпа ăслăлăха хальхи условисенче аталантарас ыйтупа «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта ЧПУ ректорĕ В. Агаков профессор, Чулхула инженери-экономика институчĕн ректорĕ А.Шамин профессор, федерацин Атăлçи округĕнче агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе ĕçлекен эксперт канашĕн çумпредседателĕ А.Самоделкин, Пловдиври /Болгари/ аграри университечĕн ректорĕ Д.Греков доктор, Чулхулари патшалăх техника университечĕн Дзержинскри политехника институчĕн директорĕ В.Кулепов профессор, Худжандри /Таджикистан/ М.Осими академик ячĕллĕ техника университечĕн политехника институчĕн директорĕ А.Максудов доцент, Н.Огарев ячĕллĕ Мордва патшалăх наци-тĕпчев университечĕн кафедра пуçлăхĕ Е.Неретина профессор, Белградри /Серби/ университет профессорĕ Часлав Оцич тухса калаçнă.
Çав кунах Чăваш патшапăх университечĕ Пловдиври аграри университечĕпе тата Худжандри техника университечĕпе çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿсем тунă.
А.СВЕТЛОВА
Хыпар. 2011, çу, 14.
• ЧПУ ректорĕ В.Агаков Д.Грековпа /Болгари/ тата А.Максудовпа /Таджикистан/.
В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов. 8-800-550-79-88
(звонок бесплатный) специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей. 8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения) |
|