Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Михаил Игнатьев: «Эпир — çирĕп аталану çулĕ çинче» | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 

chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Республика Президенчĕ «Хыпар»
хаçат ыйтăвĕсене хуравлать

30082011-135430082011-1355Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Дмитрий Медведев сĕннипе Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Президенчĕн должноçĕнче ĕçлеме пуçланăранпа ĕнер пĕр çулталăк çитрĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн Алексей Леонтьевăн тата «Хыпар» журналисчĕсен ыйтăвĕсен хуравĕсем — Президент ĕçĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ.

 

 

 

«Президент постĕнчи манăн тĕп тĕллев тăнăçлăха çирĕплетесси, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн динамикине упраса хăварасси, пурнăç шайне лайăхлатасси пулĕ.

Регион аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне çĕнĕ идейăсем илсе килмелле, хамăрăн вăй-хала памалла. Умра — малашлăхлă проектсене пурнăçласси, инноваци таварĕсене кăларасси, вĕсем республикăн конкуренци шайне татах çĕклĕç. Паянхи пурнăçăн чĕнĕвне вăхăтра асăрхамалла, экономикăри пушă вырăнсене çийĕнчех йышăнмалла, çĕнĕ производствăсем уçмалла, предприятисем йĕркелемелле, хăватлă технологисене ĕçе кĕртмелле. Çаксем пĕтĕмпех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, бюджетăн тупăш пайне ÿстерме, республикăри кашни çыннăн пурнăç шайне лайăхлатма, урăхла каласан — яланах тĕп тата пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса пама пулăшĕç. Çакă — влаç тивĕçĕ. Çакăнта хамăн тĕллеве, хамăн тивĕçе куратăп».

М.В.Игнатьев Президент инаугурацире
каланă сăмахран. 2010, çурла, 29.

- Хисеплĕ Михаил Васильевич, сире Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне çирĕплетнĕренпе çулталăк çитрĕ. Паян Игнатьев команди çĕр проценчĕпех йĕркеленсе çитнĕ теме пултаратăр-и тата сире Правительство членĕсен ĕç ăсталăхĕ, компетентлăхĕ, тÿрĕ кăмăллăхĕ тивĕçтереççĕ-и?

- Кашни командăн ĕç-хĕлĕн ÿсĕмĕн никĕсĕнче ансат чăнлăх — çанă тавăрса, тар тăкса, ÿркенмесĕр ĕçлемелле, кăткăс ыйтусем тухса тăрсан сăлтав шыраса лармалла мар. Пĕр тĕллевлĕ, тавра курăмлă тата интерессемлĕ, яваплă, палăртнине пурнăçлама тăрăшакан, пур ыйтăва та татса параякан çынсене пĕтĕçтермелле. Кашни ĕçрех çакăн пек тĕллев пулмалла.

Çĕнĕ команда мĕнле ĕçлени Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкерсен аван курăнать. 2010 çул тата 2011 çулăн пĕрремĕш çурри нумай ĕç-хĕл енĕпе — тăнăç, çирĕп аталану тапхăрĕ.

- Чăваш Енĕн инвестици ĕç-хĕлĕнчи вăйлă тата вăйсăр енĕсене хак пама ыйтатпăр.

- Унчченхи çулсемпе танлаштарсан республика чылай позицири тăрăма упраса хăварчĕ, инноваципе туризм ĕç-хĕлĕнче çÿллĕрех шая çĕкленчĕ.

Чăваш Республики географи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă — федерацин Атăлçи округĕн центрĕнче вырнаçнă, Раççей Федерацийĕн пилĕк субъекчĕпе чикĕленет.

Чăваш Ен — транспортăн пысăк узелĕ, ун тăрăх чукун çул, шыв, Раççей тĕп автомобиль магистралĕсем иртеççĕ, сывлăш тата трубопровод транспорчĕсем ĕçлеççĕ. Республикăн тĕп хули Шупашкар тата спутник-хула — Çĕнĕ Шупашкар — юхан шыв порчĕсем. Атăлпа Сăр Чăваш Республикине наци тата халăхсен хушшинчи шыв çулĕсен тытăмĕпе çыхăнтараççĕ. Чăваш Енĕн инвестици ĕç-хĕлĕнчи енĕсем çаксем тесе палăртатăп:

  • географи тĕлĕшĕнчен Раççейĕн Европа пайĕн центрĕнче меллĕ вырнаçни, чукун çул, шыв тата автомобильсен магистралĕсем стратеги тĕлĕшĕнчен пĕрлешни;
  • тупăшлă экономикăпа бюджет политики;
  • промышленноç хăвачĕ пысăкки;
  • аталаннă промышленноç инфратытăмĕ;
  • çĕр-шыври тата унăн тулашĕнчи инвесторсене патшалăх пулăшăвĕ кÿмелли аталаннă право никĕсĕ пурри;
  • аталаннă инженери, социо- тата транспорт инфратытăмĕ;
  • уçă информаци политикине тытса пыни;
  • лайăх экологи лару-тăрăвĕ.

Республикăн инвестици килпетлĕхне ÿстерес тесе инвестици климатне пурне те тивĕçтерекен налук режимне, таса конкуренци валли пур услови те тăватпăр, бизнеса пахалăхлă инфратытăмпа тивĕçтеретпĕр, административлă чăрмавсене чакаратпăр.

Инвестици ĕç-хĕлне туллин аталантарма чăрмантаракан сăлтавсем: хамăрăн укçа-тенкĕ çителĕксĕрри, коммерци кредичĕн пысăк проценчĕ, паха продукциех çителĕксĕр ыйтни, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме кредит илмелли йывăр механизм тата ытти те.

- Ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене, хушма хуçалăха аталантаракансене федераци тата республика бюджетĕнчен мĕнле пулăшаççĕ?

- Енчен те ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса пулăшман тăк вĕсем иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк кÿнĕ тăкаксене саплаштараймастчĕç, çирĕп аталану çулĕ çине тепĕр хут тăраймастчĕç. 2011 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче тупăшлă ĕçленĕ ял хуçалăх организацийĕсен шучĕ ÿсрĕ, 81,4 процентпа танлашрĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 61,0 процент/. Патшалăх енчен пулăшу кÿмен тĕк вĕсем саланса кайма пултарнă. Патшалăх ял хуçалăхне кÿрекен пулăшу калăпăшне пĕлтĕрхи шайран 20 процент ытларах ÿстернĕ.

Чи пахи — патшалăх ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене йывăрлăхра пăрахмарĕ. Патшалăх пулăшăвĕ ял ĕçченĕсене производство никĕсне, сăвакан ĕнесен шутне упраса хăварма пулăшрĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме май пачĕ. Ял ĕçченĕсен 2010 çулхи тăкакĕ 1,5 млрд тенкĕпе танлашрĕ, ăна саплаштарма дотаци тата субсиди шучĕпе 700 млн тенкĕ куçарнă. Ку — калама çук пысăк пулăшу. Совет саманинче синкерлĕ тип шар икĕ хут пулнă: 1921 çулта тата эпир лайăх ас тăвакан 1972 çулта. Пĕлтĕрхи чылай хăрушăраххине палăртрĕç специалистсем. Пирĕн ял хуçалăхĕ çав синкере тÿссе ирттерчĕ çеç мар, йывăрлăхсене пултаруллăн çĕнтерчĕ темелле. Кунсăр пуçне пуçласа Чăваш Енри аграрисене çунтармалли-сĕрмелли материалсем çăмăллăхлă хакпа туянма килĕшÿ тунă. Сăмах май, хуçалăхсен вĕсене мĕн палăртнă чухлĕ тиесе тухмалла, унсăрăн çак калăпăш çитес çул чакма пултарать.

Хресченсем çине тăнипе кăна типĕ çанталăка пула выльăх шучĕ чакас хăрушлăха сирме пултартăмăр. Чăваш Республикин бюджетĕнчен кашни ĕне пуçне софинансировани шучĕпе уйăрнă укçа 2863 тенкĕпе танлашрĕ.

- Эсир çамрăксемпе тăтăшах тĕл пулатăр, вĕсене шанни çинчен пĕлтеретĕр. Пултаруллă çамрăксен инноваци проекчĕсене пулăшасси республика шайĕнче мĕнле пулса пырать? Çамрăксен хăйсен шухăш-тĕллевне сÿтсе явмалли ятарлă площадка пур-и? Малашлăхлă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшатăр-и?

- Эпир пуçаруллă та пултаруллă çамрăксен малашлăхлă проекчĕсене пурнăçлама пулăшатпăр кăна мар, вĕсене туллин хавхалантаратпăр та. Студентсене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçпе тивĕçтерме пулăшас тĕллевпе «Пултарулăх мастерскойĕ», «Курьер служби» евĕр ятарлă программăсем пурнăçланаççĕ. Республикăри аслă шкулсенче юридици клиникисем, консалтинг службисем, студентсене ĕçпе тивĕçтерекен тата шкултан вĕренсе тухнă çамрăксемпе ĕçлекен центрсем йĕркеленеççĕ. Вĕсем Чăваш Енри вĕренÿ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсех тăраççĕ.

2011 çул тĕлне республикăра предприятисемпе учрежденисенчи тата организацисенчи çамрăк специалистсен канашĕсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсем ял тăрăхĕсен шайĕнче те йĕркеленеççĕ. Чăваш Республикинче пултаруллă çамрăксене тивĕçлĕ пулăшу парас ĕçе лайăхлатсах пыратпăр.

- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче шкулсенче физкультура урокĕ эрнесерен виççĕ пулать. Çак йышăнăва мĕнле хаклатăр? Президент çак çĕнĕлĕхĕн пахалăхне тĕрĕслесе тăрĕ-и?

- Физкультурăн виçĕ урокĕ ачасен хускану активлăхне ÿстерме, сывлăхне çирĕплетме кирлĕ. Çĕнĕлĕх кашни вĕренекеншĕн, пĕрремĕшĕнчен пуçласа вун пĕрмĕш класс таранах. Виççĕмĕш физкультура урокне аэробикăпа, ритмикăпа, тренажер залĕнчи занятисемпе, шывра ишессипе улăштарма юрать. Ăна физкультура учителĕсем кăна мар, тренерсем те, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен преподавателĕсем те ирттерме пултараççĕ. Кунсăр пуçне авăнăн пĕрремĕшĕнченех сывлăха çирĕплетмелли тепĕр икĕ проект — «Эпĕ ишме пĕлетĕп» тата «Ташлакан шкул» — старт илеççĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре физкультура учителĕсем 522-ĕн. Расписание хушма урок кĕртсен тата 100 ытла вĕрентекен кирлĕ пулать. Учительсем çитменни — çивĕч ыйту. Тепĕр ыйтăвĕ те çав йышранах: ялсенчи /17%/ тата хуласенчи /3%/ шкулсенче спорт залĕсем сахалли. Хушма занятисене физкультурăпа спорт комплексĕнче ирттерме чару çук, вĕсенче пурте пур: пурлăх никĕсĕ те, тренерсем те. Урок мĕнле иртесси, унăн пахалăхĕ пĕтĕмпех учительтен килет. Енчен те ачасем малтанхи икĕ урокра вĕренÿ планне пурнăçлаççĕ тĕк — виççĕмĕшĕнче суйлама ирĕк пур. Вĕсене тăватă ен сĕнме пултараççĕ: хореографи, шывра ишесси, ритмика е спортăн вăйă енĕсем.

- Çĕр-шыври вĕренÿ заведенийĕсем вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çине куçса пыраççĕ. Çавна май ыйту тухса тăрать: çапла тума вĕренÿ обществи хатĕр-и? Мĕншĕн тесен кун пек чухне вĕрентекенрен те, вĕренекенрен те çирĕп ыйтаççĕ?

- СанПиНпа /санитари правилисемпе нормисем/ паллашнă кашни çын документри нормативсем пирĕн шкулсен ĕç-хĕлне лайăхлатассипе çыхăннине туйса илетех. Çав вăхăтрах çĕнĕ мĕн пур критерие тивĕçтерекен вĕренÿ заведенийĕ тупма йывăр. Йĕркелÿ ыйтăвĕсемлĕ самант та çук мар: авăнăн пĕрремĕшĕ тĕлне пурте çапла тума ĕлкĕрĕç-ши? Пуçламăш классенче пĕлĕве малашне ку е вăл паллăпа хакламĕç. Ку ыйту вĕренÿ процесне йĕркелессипе тата методикăпа тивĕçтерессипе çыхăннă.

Пурлăх никĕсĕпе, ăна çирĕплетессипе, улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем пур. Шкулсен çĕнĕ çурчĕсене проектланă чухне футбол уйĕсемпе, спорт площадкисемпе пĕрлех шкул территорийĕнче кану вырăнĕсем тăвасси пирки те шухăшламалла. Кивĕ проектпа тунисенче те спортзалсенче хывăнса тăхăнмалли, спорт снарячĕсем упрамалли пÿлĕмсем, туалетсем, душсем пулмалла. Çĕнĕ проектсенче санитари пÿлĕмĕсем те тума палăртнă.

СанПиН докуменчĕсенче шкулсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине, пуçламăш классенче вĕренÿ условийĕсем мĕнле пулмаллине кăтартнă. СанПиН вĕренÿ тытăмĕн çамрăк ăрăвăн сывлăхне сыхламалли майĕсене палăртать.

- Сире спортăн хăш тĕсĕ ытларах килĕшет? Чăваш Енри физкульурăпа спорт комплексĕсен /ФСК/ ĕçне мĕнле хаклатăр?

- Спорт çынна вăйлăрах, хитререх, ăнăçлăрах пулма май парать. Спорт мана чылай çĕрте пулăшнине палăртас килет. Ăна пула манăн кăмăл-туйăм çĕкленет, вăй-хăват хушăнать. Мана спортăн чылай тĕсĕ, уйрăмах çăмăл атлетика, волейбол, йĕлтĕрпе чупасси тата шывра ишесси килĕшеççĕ. Республикăри спорт комплексĕсен ĕçĕ пирки калас тăк — унта темле йывăрлăхсемех курмастăп. Вĕсем малтанхи тапхăрта пулнă, районсен ертÿçисем чылай чухне çак çуртсемпе кам усă курассине тата тытса тăрассине ăнланмастчĕç. Паян спорт комплексĕсем вĕренÿ учрежденийĕсемпе, организацисемпе тата предприятисемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Çакă пĕлтерĕшлĕ: çĕнĕ ФСКсем ĕçлекен районсемпе хуласенче физкультурăпа тата спортпа туслисен йышĕ вăтамран 8,5 процент чухлĕ ÿснĕ /халĕ 28 процент/. Çак комплекссене пула ялта пурăнакансен спортăн чылай тĕсĕпе туслашма майсем тупăнчĕç. Ытларахăшĕ шывра ишессине, фитнес-аэробикăна, кĕрешÿ мелĕсене тата спортăн выляв тĕсĕсене суйласа илет, вĕсем маларах ялсенче япăх аталаннă е пачах та аталанман.

Бассейнлă çĕнĕ комплекссем республикăра ишме юратакансен йышне палăрмаллах ÿстерме, нумай ачана ишме вĕрентмешкĕн май параççĕ.

- Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче — шкулсенче, ача сачĕсенче — “ашшĕ-амăшĕ хывнă укçа” текен ăнлав вĕсен ĕçĕ-хĕлĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Педагогика тытăмĕн ертÿçисем çакна “ирĕклĕ тÿлевсем” теççĕ. Мĕн ыйтнине памасан тÿлеме килĕшмен çыннăн ачипе, воспитательпе, класс ертÿçипе çирĕп калаçу пулассине пурте пĕлеççĕ. Вĕренÿ тытăмĕнчи чиновниксем тата учредительсем нимĕн те туманни куç кĕрет. Çав шутрах — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем те хистесе тутаракан çак ĕçе мĕнле хаклатăр?

- Çак ыйтура тĕп вырăнта ашшĕ-амăшĕн пуçарулăхĕ пулнине палăртас килет. Вĕсем пурте пĕрлешсе, кирлĕ йышăну туса укçа памасан та пултараççĕ. Саккунсене пăссан, паллах, прокуратурăна ыйту çырмалла. Федерацин “Ыр кăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕ тата ыр кăмăллăх организацийĕсем çинчен” саккунĕн 4 статйипе килĕшÿллĕн граждансем тата юридици сăпачĕсем уйрăммăн е пĕрлешсе, ыр кăмăллăх организацийĕ йĕркелесе е унсăрах ыр кăмăллăх ĕçне хăйсен ирĕкĕпе хутшăнаяççĕ. Çапла вара вĕренÿ учрежденине ыр кăмăллăх пулăшăвĕ кÿрес ĕçе ашшĕ-амăшĕн хăйĕн пуçарăвĕпе тата ирĕкĕпе çеç хутшăнмалла.

Ашшĕ-амăшне “ыр кăмăллăх” ĕçне хутшăнма хистени федераци саккунне хирĕçлет. Граждансен кирек мĕнле пуçару ушкăнĕ, çав шутра ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, попечительсен канашĕ тата вĕренÿ учрежденийĕн хăй тытăмлăх ытти органĕ, укçа пуçтарасси пирки хăйсен тĕлĕшпе çеç йышăну тума пултараççĕ, çак учрежденире ăс пухакан пĕтĕм ачан ашшĕ-амăшĕн тĕлĕшпе вара — çук. Вĕсенчен вĕренÿ учрежденине юсамашкăн е ытти тĕллевпе хистесех укçа пуçтарни саккунпа килĕшсе тăмасть. Çакна хăратса укçа ыйтнă пек те хаклама пулать.

- Каллех яла таврăнар-ха, Михаил Васильевич. Ĕмĕрхи ыйту — çÿп-çапа, кивĕ япаласене турттарса тухассипе çыхăннă йывăрлăха мĕнле татса пама пулать?

- Çÿп-çапа турттарса тухас, утилизацилес ыйтăва муниципалитетсен халăхпа пĕрле татса памалла. Çак ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ муниципалитетсем сахал мар паян. Контейнерсем лараççĕ, çÿп-çап валли ятарлă вырăнсем уйăраççĕ. Çынсен тăван тавралăх тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла, ăна юратмалла тата çут çанталăкăн пĕтĕм пуянлăхне упрамалла. Çуралнă кĕтесе юратмашкăн мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла.

- Юлашки вăхăтра туриндустрие аталантарасси пирки нумай калаçатпăр. Чăваш Ен, тĕп хуламăр туристсене мĕнпе илĕртме пултарать?

- Чăваш Ен — Раççейĕн чи хитре кĕтесĕсенчен пĕри, унта истори те, культура та, хальхи вăхăтри тăрăм та кăсăклă. Чăваш Енре ирттерекен йышлă мероприяти — пĕтĕм тĕнче е регионсен шайĕнчисем — республикăра ĕç, культурăпа пĕлÿ тата паллă пулăм туризмне аталантарма май параççĕ.

Республика хăнисене чăваш халăхĕн наци йăли-йĕркине тĕпе хурса йышлă программа сĕнеççĕ: “Чăваш Ен — Атăл чĕри”, “Атăлçи Пăлхартан — хальхи Чăваш Ен таран”, “Сăр Ривьери”, “Чăваш Енĕн космос легенди” тата ытти тур.

Республикăна хăнасене илĕртес тĕллевпе Чăваш Енĕн брендне хатĕрлес ĕç пырать, мĕншĕн тесен республикăн историйĕ калама çук пуян. Чăваш Ен “Атăл чĕри”, “Улăп çĕр-шывĕ”, “100 пин юрă çĕр-шывĕ” е “100 пин тĕрĕ çĕр-шывĕ” пулĕ-и — çакна Чăваш Республикин наци брендне хатĕрлессин тата аталантарассин конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх палăртĕç.

Республика брендингĕ пĕтĕм наци идейи пуласса, ăна общественноçпа бизнес тĕрев кÿрессе шанатăп.

- Хисеплĕ Президент! Чăваш Ен халăхĕн çурри ытла, тĕрĕссипе, ялта тĕпленнĕ. Мĕнле шухăшлатăр: пирĕн ялăн малашлăхĕ сахал çынлă, пысăк технологиллĕ агрохолдингсенче-и е хресчен-фермер хуçалăхĕсенче-и?

- Эпир паян патшалăх енчен пысăк агрохолдингсене те, фермерсене те ĕçлеме, аталанса пыма пĕрешкел условисем туса парассишĕн. Урăхла каласан — агрохолдинг та, фермер хуçалăхĕ те патшалăхшăн приоритетлă. Çав вăхăтрах çĕнĕ технологисене, наукăна илсен — пысăк хуçалăхсемпе организацисенче, вĕсенче квалификациллĕ специалистсем йышлăран, ĕçсем лайăхрах пулса пыраççĕ, вĕсен продукци нумайрах. Çавăнпа та пысăк организацисем, эпир шухăшланă тăрăх — локомотив, ыттисен вĕсене пăхса, вĕренсе пырса хăйсен пĕчĕк хуçалăхĕсенче те малта пыракан ĕç меслечĕсемпе анлăн усă курмалла.

- Анчах ял çыннисен сахалăшĕн техника пур — туянма укçа çитмест.

- Ку енĕпе паян «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем, патшалăх енчен çăмăллăх кредитсем панă май, рынокри маркетинга сÿтсе явнă тăрăх тĕрлĕ техника кăлараççĕ. Суйласа илмелĕх пур. Хакĕ пĕчĕкех мар, эсир тĕрĕсех калатăр. Çав вăхăтрах хресченсем лайăхрах техникăна лайăхрах заводсенчен туянма пултараççĕ. Конкуренци Раççей машиностроенийĕнче çителĕклех пек. Çав вăхăтрах çителĕксĕр те темелле. Мĕншĕн тесен Европăри çĕр-шывсем ял хуçалăхĕ валли тĕрлĕ пĕчĕк, нумай ĕç тăвакан техника кăларассипе çĕр-çĕр çул ĕçлеççĕ. Пирĕн вара пĕчĕк хуçалăхсенче ал вăйĕпе ĕçлеме хăнăхнă. Производство культурин шайĕпе вĕсемпе танлашма пире питĕ йывăр пулнă. Паянхи тĕслĕхсем пире ĕненмелле кăтартса параççĕ: ял çыннисем чăнахах та ĕçлеме пултараççĕ, пĕлеççĕ, çĕнĕ техникăна алла илеççĕ. Паллах, пурте туянаймаççĕ. Анчах чăваш ялĕнче, телее, ниме меслечĕ çухалман-пĕтмен. Калăпăр, пĕр кÿрши ыттисене, тăванне-хурăнташне пулăшать. Паллах, кăштах тÿлеме тивет. Унсăрăн епле-ха: техника хуçин вăхăчĕ, çунтармалли-сĕрмелли япаласем... Эпир делегацисене ытти регион ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма яратпăр. Алă ĕç вăйне механизацилени питĕ килĕшÿллĕ япала тесе каласшăн. Вăл тăван çĕрпе тухăçлă усă курма, яла сыхласа хăварма пулăшать. Ку енĕпе килти хуçалăхсене кредит пани те пысăк витĕм кÿчĕ.

«Трактор завочĕсем» концерн пысăк /паян унта 16 завод/, эпĕ унăн ертÿçипе Михаил Болотинпа тăтăшах тĕл пулатăп, вăл мана ял çыннисем валли кăларакан тĕрлĕ техника ассортименчĕ пуянланса, анлăланса пырасса шантарать. Ку çаплах пуласси мана иккĕлентермест.

- Каллех техника пирки. Оппозици хаçачĕсенчен пĕринче республикăри комбайн-трактор шутне 1991 çулхипе танлаштарса кăтартнă. Анчах ун чухнехипе хальхи техникăна танлаштараймăн, çакна эпĕ те — виçĕ çул комбайнер пулăшуçире ĕçленĕскер — чухлатăп. Çапах та — ял хуçалăхне паян техника мĕн чухлĕ кирлĕ?

- Паянхи кун техникăна улăштарса, çĕнетсе пырасси патшалăх шайĕнче — приоритетлă политика. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи кивĕ комбайнсемпе ĕçленĕ чухне ял хуçалăхĕнче тăкак нумай. Ку — пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ — кăткăс машинăсен механизаторне вĕренмешкĕн паянхи кун ансатах мар. Çавна шута хурса патшалăх енчен укçа-тенкĕ уйăратпăр, тĕслĕхрен, çăмăллăх кредитсем илмешкĕн. Çавăнпа ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал комбайнсем туянма палăртнă тĕллевсем пурнăçланчĕç тесе калăттăм. Çĕнĕ комбайнсем хирте еплерех ĕçленине, комбайнерсен савăк кăмăлне курсан чăннипех хĕпĕртетĕп. Мĕнле хăвăртлăхпа ĕçленинчен, ĕç тухăçлăхĕнчен шалу, натурăпа тырă мĕнле илсе пырасси килет. Çавна кура ял хуçалăхĕнче çамрăк механизаторсен йышĕ ÿсме пуçларĕ. Ку — питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ял пуласлăхĕ — çамрăксенче.

Комбайн шучĕ пирки. Йĕркеллĕ, лайăх, çĕнĕ комбайнпа механизатор кунне 30 гектар таран вырма пултарать. Кивĕ комбайнпа, ас тăватăр пулĕ, Алексей Петрович, 5-6 гектартан ытла çапса-вырса тĕшĕлеймен. Çавăнпа та, танлаштарас пулсан, — эпĕ хам та çамрăк чухне комбайнпа ĕçленĕ, — çирĕм çул каяллахи комбайнсемпе халĕ музей экспоначĕ вырăнне çеç усă курмалла. Çав техникăпа паянхи кун вырма юрамасть. Кун пирки эпĕ министр пулнă чухне те каланă, халĕ те çавнах çирĕплететĕп. Рынокра çĕнĕ комбайнсем паян çителĕклех. Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсен ку чухнехи комбайнсем, çĕнĕ ытти инноваци техники туянма, çапла майпа ĕç хăвăртлăхне пысăклатма, тупăша пысăклатма, çынсен шалăвне ÿстерме ăнтăлмалла.

- Эсир хăвăр хăш техникăна кăмăллатăр? Ют çĕр-шывсенче кăларнине-и е хамăрăнне-и?

- Паянхи Раççей ял хуçалăх техникине илес тĕк — юлашки вăхăтра кăмăла килмелĕх çĕнĕ техника кăларма пуçларĕç. Калăпăр, тĕрлĕ çĕр-шывра кăларнă узел-агрегатран пуçтарса лайăх техника пухаççĕ. Патриот пулнăран çеç мар, чăннипех калатăп: ют çĕр-шывран кÿрсе килнипе хамăрăн техника пĕр-пĕринчен питех уйрăлса тăмаççĕ. Хамăрăн техника 1,5-2 хут йÿнĕрех. Тепĕр самант: ют çĕр-шыв техникине туяннă çĕрте патшалăх субсиди уйăраймасть. Сăмах май, мелиораци валли çăмăллăх кредитсем уйăрнă чухне те процент ставкине субсидилетпĕр.

- Михаил Васильевич, иртнĕ çулхи типĕ-шăрăх çанталăк мелиораци ĕçне аса илме хистет. Ку енĕпе программа пурнăçланать-и?

-Чăнах та, пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсем ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсем валли тĕрĕслев кăларса тăратрĕç. Çавна май эпир, патшалăх влаç тытăмĕсем, айккинче тăраймастпăр. Совет саманинче мелиораци пăрăхĕсем, мелиораци системи питĕ нумай пулнă. Ăна валли бюджетран укçа-тенкĕ нумай уйăрнă. Рынок условийĕсем вăй илнĕ май эпир çак ĕçе пăрахăçа кăлартăмăр. Çанталăк условийĕсем пирĕн тĕрлĕрен пулма пултарнине манса кайрăмăр. Çавна шута илсе мĕн турăмăр-ха? Республикăн 2011 çулхи бюджетĕнче 35 миллион тенкĕ пăхса хăвартăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем валли ĕçлеме меслетсем туса памашкăн. Шăвармалли системăпа пăрăхсене чи малтанах çĕр улми çинче, çавнашкалах выльăх апачĕлĕх лаптăксенче усă курмалла. Мĕншĕн тесен унта хывнă укçа тупăш хăвăртрах та ытларах парать. Тепĕр тесен — çĕр çинче ĕçлекенсене вĕрентме кирлĕ мар: вĕсем мелиораци системипе ăçта усă курмаллине хăйсемех палăртаяççĕ. Çанталăк планета çинче палăрмаллах ăшăнни ял хуçалăхĕнче мĕн пур меслетпе, çав шутра çĕре шăварассипе те, усă курма хистет.

Аграрисен çĕр ĕçĕнчи теветкеллĕхсене малашне те шута илмелле, çавăнпа та мелиораци программисене анлăлатмалли куç кĕретех.

- Хăмла отраслĕн малашлăхне мĕнле куратăр?

- Раççей Федерацийĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 16 регион хăмлапа ĕçленĕ тĕк — паян Чăваш Республикисĕр пуçне «симĕс ылтăн» никам та çитĕнтермест. Пĕлтĕр шăрăхра 160 гектара яхăн хăмла пĕтрĕ. Ку — питĕ пысăк çухату. Мĕншĕн тесен нумай çул ÿсекен хăмла пĕтнĕ тĕк — çĕнĕ хунавсем лартмалла. Çав вăхăтрах хăмла отрасльне хывакан укçа-тенкĕ каялла тупăшпа таврăнса тăкаксене 4-5 çултанах саплаштараймасть. Ку — технологи. Çав вăхăтрах паянхи кун рынокра хăмла çитĕнтерекенсем валли хаксем лайăх. 1 килограмшăн 600 тенкĕрен кая мар тÿлеççĕ. Пахалăхлишĕн 800 тенке яхăнах. Çавна шута илсе Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» фирма çĕнĕ плантацисем тара илсе, вĕсене лайăх юсаса 33 гектара çитерчĕ. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх ĕлĕкренпех хăмлапа ĕçленĕ, специалистсем пур. 2 çул каялла Чехирен çĕнĕ комбайн кÿрсе килчĕ, 10 миллион тенке яхăн кайса ларчĕ. Малтан хăмла комбайнĕпе 10 çын ĕçленĕ — халĕ 4 çын çеç. Хăмли /пахалăхли/ комбайн хыççăн питĕ таса тухать. Вăл паха пулнăран сутнă чухне хакĕ те пысăк. Çавна май пирĕн патшалăх шайĕнчи позици çавăн пек: тимĕр-бетон юпасемпе капиталлă тунă хăмла пахчисене эффективлă ĕçлекенсене памалла. Малтан тара илччĕр, кайран хăйсен харпăрлăхне куçарма та пултараççĕ.

Çапла вара Чăваш Енĕн хăмла отраслĕ малтанхи шайрах пулмасан та вăйлăн аталанма никĕс çирĕп. Ку енĕпе эпир хăйне евĕр монополист пулнипе туллин усă курмалла тесе шухăшлатăп.

- Ялан купăста яшки çисен йăлăхтарать тенешкел — тепĕр чух сурăх какайĕ туянатăп. Шупашкарти тĕп пасарта, ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, çав какая пĕр çын çеç сутать. Ăнланатăп-ха: пирĕн йышлă сурăх ĕрчетме анлă улăх-çаран çук. Çапах та...

- Пирĕн йăлара çирĕпленнĕ тăрăх — çак выльăха ытларах килти хушма хуçалăхсенче ĕрчетеççĕ* ытлашшине хресчен сутать. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе Питрав çитмесĕр сурăх пусман. Ĕлĕк, план системипе ĕçленĕ май, мĕн пур хуçалăха сурăх ĕрчеттернĕ. Паян, паллах, экономика ку енĕпе никама та хистемест. Вырăнти майсене тĕплĕ пĕтĕмлетсе йышăну тăваççĕ. Калăпăр, Çĕмĕрле районĕнчи «Полянка» хуçалăх 200 пуçа яхăн сурăх тытать, Шупашкар районĕнчи çĕнĕ фермер хуçалăхĕ ку отрасле аталантарса пырать. Çавăн пекех ытти вăтам хуçалăхсем те сурăх ĕрчетме пуçласса шанас килет. Çакна мĕншĕн калатăп? Мĕншĕн тесен рынокра сурăх какайĕн хакĕ питĕ лайăх. Çак какай халĕ çителĕксĕр, тĕрĕсех палăртатăр эсир. Пĕр тĕслĕх. Нумай пулмасть Иран Республикин делегацийĕпе тĕл пулнă май вĕсем пире хăйсен тĕллевĕпе паллаштарчĕç: сурăх какайне вĕсем пирĕнтен 100 тоннăран кая мар туянма пултараççĕ. Эпир хаксемпе кăсăклантăмăр. Лайăх хак.

- Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет тесе авалхи ватăсемех каланă. Паллах, ытарлă, философи пĕлтерĕшĕпе. Чăваш ялĕ пĕтсен тăван культура пĕтет тенине вара хирĕçлеймĕн. Сăмахăм культура валли бюджетран ытларах укçа уйăрасси пирки. Калăпăр, Тутарстанра илемлĕ литература кĕнекисен тиражĕсен 80% шкулсемпе библиотекăсене республика бюджечĕн шучĕпе валеçсе параççĕ. Эпир вара тĕслĕх библиотекăсене те тивĕçтерейместпĕр. Ку енĕпе Культура министерстви Финанс министерствине ыйтупа нумай хут тухнине пĕлетĕп...

- Тĕрĕс те çивĕч ыйту. Кун пирки эпĕ ЧР Патшалăх Канашне кăçал янă Çырура та каланăччĕ. Çавна май эпир приоритетли ача-пăча литератури терĕмĕр. Кăçал укçа-тенкĕ калăпăшĕ пысăкланчĕ. Паллах, хальлĕхе çителĕксĕр, ăнланатăп. Анчах тĕллев палăртнă, çитес çул татах хушатпăр. Мĕншĕн тесен культурăна, чăваш литературине финанс тĕлĕшпе «тĕревлемесен», ачасене вулама вĕрентмерĕмĕр тĕк, тăван сăмахлăха хаклама вĕрентмерĕмĕр тĕк — пирĕн пуласлăх, чăваш халăх пуласлăхĕ, чăваш наци культурин малаш аталанăвĕ тивĕçлĕ шайран чакĕç. Халăхăмăрăн тĕп пуянлăхне — чĕлхине, культурăна, пĕтĕмĕшпе йăла-йĕркене çухатмалла мар. Ку енĕпе Правительствăн бюджет политикинче улшăнусем пулаççех.

- Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Минтимер Шаймиев ертсе пынипе авалхи Пăлхар хулин территорийĕнче тĕнче шайĕллĕ музей-заповедник тăваççĕ. Çакна май 7-8 çул каялла Шаймиев пĕр видеофильмра çав тери тĕлĕнсе ыйтнине аса илетĕп: «Авалхи Пăлхар территорийĕнче тупнă вил тăпри çинчи чул палăксенче çырнине мĕншĕн чăвашла кăна вулама пулать». Мĕншĕн тесен Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн тĕп чĕлхи чăваш чĕлхи пулнă. Ыйту: музей-заповедникре чăваш халăхĕн — пăлхар-сăвар тата ытти йăх-несĕлĕн — историне кăтартас тесен мĕн тумалла?

- Пăлхар хули пулнă территорире чăваш халăхĕн историне кăтартакан площадка-и е экспозици-и пулмаллах. Руслан Минниханов Президент та, Минтимер Шаймиев та чăваш халăхĕ çине питĕ йĕркеллĕ пăхаççĕ. Хутшăнусене туслă шайра тытса пыраççĕ. Çавăнпа та эсир хускатнă ыйтăва татса пама пулать. Эсир хăвăр енчен пире мĕнле проект-эскиз кирлĕ — çакна хатĕрлесе парăр. Пирĕн художниксем, архитекторсем Культура министерствине йĕркеллĕ, сумлă проект сĕнеççех-тĕр.

- Михаил Васильевич, ку ыйтупа çывăх вăхăтрах Чăваш наци конгресĕпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш наци музейĕ, художниксемпе архитекторсен пĕрлĕхĕсем ятарлă конференци-канашлу ирттерсен вырăнлă пулмалла...

- Çапла, идейăсем сĕнсе, тĕплĕ сÿтсе явса хатĕрлемелле. Хатĕр проекта эпир Руслан Нургалиевичпа тĕл пулсан сÿтсе явăпăр, ĕçе кĕртĕпĕр. Пăлхар территорине малалла аталантарса пынă май Тутарстан, паллах, туристсене ытларах явăçтарасшăн. Ку пире те кăсăклантармалла. Шупашкарта, республикăра туризмăн çĕнĕ маршручĕсене уçмалла.

- Çакна май Шупашкар хулине никĕсленĕ вăхăт пирки сăмах пуçарасшăн. Шупашкар хули сахалтан та 750-800 çул каялла пуçланса кайнине Мускаври тĕп институтсем, сумлă историксемпе археологсем тĕпчесе палăртнă ĕнтĕ. Анчах ыйтăва ниепле те татса параймастпăр. Камăн татса памалла: хула влаçĕсен-и, республика шайĕнче-и?

- Чи малтанах, паллах, хула влаçĕсен интерес пулмалла. Историпе питĕ çыхăннă, сумлă, хаклă пулăм ку. Вăл çамрăк ăрушăн, туристсемшĕн питĕ кирлĕ. Кала вĕсене ку япала XII ĕмĕрте пулнă тесе — пачах урăхла пăхма пуçлаççĕ вĕт. Тавтапуç, Алексей Петрович, çак ыйтăва хускатнăшăн. Ăслăлăх пĕтĕмлетĕвне тивĕçлĕ тытăмсене вăраха тăсса ямасăр çитересчĕ.

- Чăваш кухни питĕ пуян. Çак ятлă кĕнекере çырса-ÿкерсе кăтартни те, асанне-кукамайсен пÿремĕчĕ-шăрттанĕ те çакна çирĕплетеççĕ. Анчах Шупашкарта чăваш кухнин сумлă, илĕртÿллĕ апатланмăшĕсем /кафе-ресторанĕ/ çук. Хамăрăн пайтаçăсене чăвашлăх кирлĕ мар тăк, тен, правительство шайĕнче мĕнле те пулин документ кăларса витĕм кÿмелле?

- Ку ыйтупа та эпĕ сирĕнпе пĕтĕмпех пĕр шухăшлă. Шупашкарта «Волжанка» апатланмăш пурччĕ: какай шÿрпи, шăрттан, чăвашăн ытти апачĕ... Нумаях пулмасть эпир «Премиум» хăна çурчĕ уçнă чухне çак ыйтăва хускатрăмăр. Унта чăваш кухни пулать. Çавна май Шупашкар хула влаçĕсен умне тĕллев лартрăм. Хула ертÿçисен апатланмăшсем валли вырăн тупмалла. Чăваш кухнипе туристсене илĕртме пулать. Мускавра та, Шупашкарта та, ытти хулара та паян темĕн тĕрлĕ кухня пур: яппунсен, китайсен... Стандартпа хаклас тăк мĕнле вĕсем — пахалама йывăр. Тĕрĕс калатăр: чăваш кухнин ĕлĕк пахалăхлă ĕçме-çими теçетке-теçетке пулнă. Ялта çав рецептсемпе халĕ те анлăн усă кураççĕ, вĕсене республикăмăр «сĕтелĕ» çине кăларма пуçламалла.

- Авалхи йăла-йĕркен нумай сыпăкĕ çухалнă пирĕн. Хамăртан килет тепĕр хутчен çĕклесси. Калăпăр, хăй вăхăтĕнче хресченĕн тĕп уяв Акатуй пулнă. Кăçал Чĕмпĕрте ирттертĕмĕр, тата, яланхи пекех, — районсенче. Республика шайĕнче те Акатуй ирттерме пулатех-çке.

-Кăçал «Шупашкар: 500 çул» паркра ентешлĕхсем, аякран килнĕ чăваш делегацийĕсем хутшăннипе ирттерчĕç. Наци конгресĕн, тĕп хуламăрăн вăйĕпе. Ăна Чăваш Республики шайĕнче çĕртмен 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче ирттермеллех. Çавна май уява анлăлатмалла, çÿллĕрех шая çĕклемелле. Ку пире сумлатать. Акатуй ирттерме, паллах, укçа сахал мар кирлĕ. Ăна ытти çĕрте перекетлесе тупма пултаратпăр.

- Шупашкарта Андриян Николаев космонавтăмăр палăкне лартма эсир пысăк витĕм кÿни савăнтарать. Эппин, чаплăран та чаплă ытти ентешĕмĕрсен те черет çитет-тĕр. Гуманитари интеллигенцийĕ ячĕпе эпĕ сире Н.В.Никольский палăкне тумашкăн ятарлă хушу кăларма ыйтасшăн.

- Вырăнне пăхнă-и, ăçта лартма пулать?

- Ку ыйтăва пĕрре мар сÿтсе явнă эпир. Е Никольский проспектĕнче, Граждан урамнелле — Чапаев ячĕллĕ завод еннелле пăрăннă çĕрте, унта сквер никĕслемелĕх çерем пур, е Пичет çурчĕ умĕнче. Анчах унта хĕсĕкрех пулать-тĕр.

- Шухăшласа, хакласа пăхмалла. Палăксем паян, манăн шухăшăмпа, капашсăр мăнаçлă пулмалла мар. Никольские эпир таçта хĕсĕк вырăна лартсан пире халăх ăнланмĕччĕ. Çавна май хам енчен те калатăп вырăн тупма. Çитес çулсенче çак проекта ĕçе кĕртмеллех.

- Çав хушупах Шупашкарти халăх йышлă пухăнакан-çÿрекен пĕр-пĕр вырăнта Чăваш Паттăрĕсен Пантеонне /вĕсен бюсчĕсене/ çĕклесе лартмашкăн палăртма май пулмĕ-ши? Тен, пулас этнопарка — «Шупашкар: 500 çул» кану паркне — «Студентсен хули» чарăнуран кĕмелли лаптăкра? Мĕн таран чаплă пулатчĕ: икĕ енĕпе паллăран та паллă ентешĕмĕрсен /Чăваш Енрен тухнă ытти халăх çыннисен те/ çÿллех мар бюсчĕсем, вĕсен хушшинче — чечеклĕхсем. Ку — истори те, патриотлăх воспитанийĕ те, мăнаçлăх туйăмне çĕклени те...

- Çав территорире паян маунтинбайк спорчĕн федерацийĕ ĕçлет. Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко Раççей чемпионатне килсен укçа-тенкĕ уйăрассине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Калăпăшĕ — пĕр гектар е ытларах. Çавăнпа та йĕркеллĕ çав палăксене вырнаçтармшкăн проект халех кирлĕ.

- Михаил Васильевич, куратăр: политика ыйтăвĕсене юриех хускатмарăм. Чăн та, сирĕн ĕçĕр-хĕлĕр — хăех политика. Çапах та — ЧР Патшалăх Канашĕн, РФ Патшалăх Думин, РФ Президенчĕн суйлавĕсенчен стратеги аталанăвĕ тĕлĕшпе мĕн кĕтетĕр?

- Стратеги тĕлĕшĕнчен кашни çынна, çемьене ытлăх-çитлĕх туса памалла. Ачасен пуласлăхĕ шухăшлаттарать. Пурте çемье бюджетне пысăклатасшăн. Рынокри пулăшу ĕçĕсен, тавар хакĕсем пĕчĕкрех пулччăр тесе тăрăшмалла. Демографи пирки. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенчи пулăмсем хыççăн ача çуралассипе Чăваш Республикинче кăтарту лайăхлансах пырать.

Стратеги — çын пурнăçĕ вăрăмрах пултăр. Юлашки çулсенче ку пулăм пирĕн лайăх еннелле улшăнчĕ. Пĕчĕккисене садиксемпе тивĕçтерессипе курăмлă ĕçлеме пуçларăмăр. Федераци шайĕнче 4 çул палăртнă пулсан эпир 3 çул хушшинче шкул çулне çитмен пур ачана та садиксене вырнаçтарас тĕллевлĕ.

- Тавтапуç тĕплĕ хуравсемшĕн.

- Сире те тавах. «Хыпар» хаçатпа унăн «ачисем» ÿлĕм те халăх юратакан кăларăмсем пулса юласса шанатăп.

«Хыпар» хаçат. 2011, çурла, 30.

ruschuvashengfr 
 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia