Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Чăваш каччисем Сочире хастарлăхпа палăрнă | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 

chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


 

Халлехи XXII Олимп вăййисене 2014 çулта Раççейре — Сочи хулинче – иртерресине вулакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра унта хĕрсех хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Олимп объекчĕсене хăпартнă çĕре кăçалхипе иккĕмĕш хут Чăваш Енри строительство отрячĕсем те хутшăннă.

Çак ирĕке çĕнсе илес тесен малтан Пĕтĕм Раççейри «Раççей студентсен отрячĕсем» общество организацийĕ тата «Олимпстрой» патшалăх корпорацийĕ йĕркеленĕ конкурсра палăрмалла. Хастарлăхпа ĕçлеме пултараслăх, дисциплинăна пăхăнни — шăпах паха çак енсене пула çĕнтернĕ те ĕнтĕ пирĕн республикăри студентсен «Молодцы» отрячĕн маттурĕсем. Чăваш каччисем /пĕтĕмпе 20 çын: 10-шĕ — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, тепĕр 10-шĕ — Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр техника университечĕн Атăлçи филиалĕн студенчĕсем/ «Мостоотряд 114» ушкăнпа пĕрле «Сочи-Адлер-Сочи аэропорт чукун çулпа çыхăну йĕркелесси, Адлер-аэропорт çĕнĕ чукун çул линине тăвасси» текен объектра ĕçленĕ. Тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн отряда «Олимпстрой» Хисеп хучĕпе чысланă. Олимп объекчĕсене хăпартас ĕçе кăçал çĕр-шывăн 26 регионĕнчи строительство отрячĕсем хутшăннă. Пирĕн ентешсем Сочире икĕ уйăх вăй хунă, ыттисемпе танлаштарсан нумайрах та ĕçленĕ.

Мускав патшалăх автомобильпе çул-йĕр техника университечĕн Атăлçи филиалĕнче /МАДИ/ транспорт сооруженийĕсен факультетĕнче ăс пухакан Артем Табаев та пулнă çав ушкăнра. Производство практикине Сочире ирттерме май пуррине пĕлсен питĕ савăннă, пĕр курсра ăс пухакансемпе пĕрле ЧПУ студенчĕсемпе — пĕлтĕр Олимп объекчĕсене хăпартнă çĕрте пулнисемпе — курнăçнă, унти лару-тăру пирки ыйтса пĕлнĕ. Республикăри Çамрăксен ĕç биржи йĕркеленĕ пухусене те кайса килнĕ. Çав тĕл пулусенче кам стройка таврашĕнче ĕçлесе курнипе те кăсăкланнă иккен. Артемăн ку енĕпе опыт пулнă — вăл маларах Мускава темиçе хут та кайса килнĕ, юлташĕсемпе пĕрле стройкăра тăрăшнă. Тăвай районĕнче çуралса ÿснĕскер пĕчĕкренех мăлатук-пăчкăпа ĕçлеме вĕреннĕ, ку енĕпе ăна ашшĕ — инженер-механик — нумай пулăшнă. Çавăнпа ĕнтĕ каччă йывăрлăхсенчен хăрамасăрах инçе çула пуçтарăннă.

- Олимпиада ирттерме палăртнă вырăна çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тухса кайрăмăр. Пире унта общежитие вырнаçтарчĕç. Прораб ĕçе пуçăничченех хăрушсăрлăх, типтерлĕх йĕркисене аса илтерчĕ. Автомобиль çулĕ çинчи кĕперĕн пĕр пайне тумаллине пĕлтерчĕ. Кунне 10-11 сехет ĕçлерĕмĕр. Икĕ уйăхра темĕн те туса куртăмăр: арматура çыхрăмăр, бетон хыврăмăр, шлифовка турăмăр... Маншăн, автомобиль çулĕсен инженер-проектировщикĕн специальноçне апла илекенскершĕн, ку практика усăллă та кăсăклă иртрĕ. Çак тапхăрта пулас професси пирки çĕннине нумай пĕлтĕм, ин- женера кирлĕ пĕлĕве ăса хыврăм, — каласа кăтартать Артем. Каччă шухăшĕпе, аслă шкулти занятисенче мĕн вĕрентнине практикăра пулса çирĕплетни питĕ вырăнлă: «Преподавательсем ăнлантарни вăл — пĕр япапа, хăв ĕçлени, куçупа курни — пачах урăхла». Ун пек чухне çамрăка хăй суйласа илнĕ специапьноçпе ĕçе вырнаçма çăмăлрах.

А.Табаев Олимп объекчĕсене хăпартнă çĕрте хавхапансах ĕçлени калаçăвĕнченех сисĕнет. Ара, вăл хăй те спортпа туслă-çке, уйрăмах волейбола килĕштерет. Тăрăшуллăскер тăваттăмĕш çул ĕнтĕ — аçлă шкула мĕн вĕренме кĕнĕренпех — МАДИ командинче вылять. Тăван ялĕнчи вăтам шкулта ăс пухнă чухне те волейболпа кăсăкланнă. Маттур студент капанă тăрăх, Хура тинĕс хĕрринчи хуласене ĕçлемешкĕн çамрăксем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, чикĕ леш енчен те, калăпăр, Финляндирен, пынă. Чăвашсемпе юнашар пÿлĕмсенче Кабарда Балкартан, Белгородран, Пятигорскран килнисем пурăннă-мĕн. Çавăнпа та ентешĕмĕрсем тĕрлĕ халăх çыннисемпе паллашса туслаш- нинчен, вĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытнинчен ним тĕлĕнмелли те çук.

«Молодцы» хастарĕсем ĕçленипе çеç çырлахман, пушă вăхăтне — вырсарни кун кану кунĕ пулнă — кăсăклă ирттерме тăрăшнă: тинĕсре шыва кĕнĕ, Абхазие кайса килнĕ, тусем çине хăпарнă... Артем хăйне унти таврапăх килĕшнине пытармасть: лавр çулçин техĕмлĕ шăрши, йывăçсем çинчех банан, киви, иçĕм çырли пиçсе çитни тыткăнланă ăна. Шалу енчен те кÿрентермен çамрăксене — малтан шантарнă пекех сехетшĕн 130 тенкĕ тÿленĕ, паллах, пурăннăшăн, апат çинĕшĕн тытса юлнă. Сочие кайса килнĕшĕн каччăсем хăйсем тÿленĕ. Артем çулла ĕçлесе илнĕ укçана пуçтарса хунă, татах та «кĕмĕл» хушса йĕкĕт çăмăл машина туянас ĕмĕтпе çунатланать. Тепĕр çул май пулсан вăл Олимп объекчĕсене хăпартнă çĕре татах та каясшăн. Тĕрĕссипе, яшăн кăçал унтах юлса ĕçлес килнĕ-мĕн, анчах вĕренсе пĕтерсе диплом илес тени çак шухăша пăрахăçлама хистенĕ.

«Хăв мĕн юратнине пурнăçла, хăв мĕн тунине юрат» чĕнÿпе пурăнакан каччă хальхи вăхăтра ĕçе вырнаçасшăн. Командировкăсене кайса çÿреме те хирĕç мар вăл — тĕнче курни тавра курăма анлăлатать-çке. Артем сыв пуллашнă май çамрăксе- не яланах çутă ĕмĕт-тĕллевлĕ пулма, хăйсем мĕн палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн ăнăçу сунчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Хыпар. 204 №. 2011, юпа, 20.

ruschuvashengfr 
 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia