Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Çамрăк ăсчахсем ĕçсĕр лармаççĕ | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 

chuv_banner

 

strelka3http://gov.cap.ru/chuv/ - Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ


strelka3http://chuvash.org/ - Чăваш халăх сайчĕ


strelka3http://cv.wikipedia.org/ - Чăваш википедийĕ


strelka3http://hypar.ru/ - "Хыпар" хаçат сайчĕ


strelka3http://yumah.ru/ - Чăваш халăх пултарулăхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvlit.narod.ru/simple.html - Чăваш литература каталогĕ


strelka3http://cv.wikibooks.org - Викикĕнекесем


strelka3http://chuvash.org/lib - электрон вулавăш


strelka3http://gallery.chuvash.org/main.php - "Чăваш тĕнчи" сăн ÿкерчĕксен ярăмĕ


strelka3http://suvar.su/ - Тутарта тухса тăракан "Сăвар" хаçат


strelka3http://nesterjankas.ucoz.ru/ - Нестер Янкас пĕрлĕхĕн сайчĕ


strelka3http://chuvshkola.ucoz.ru/ - Шкул ачисен сайчĕ


strelka3http://chuvlast.ucoz.ru/ - "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсăн сайчĕ


strelka3http://kamal.3dn.ru/ - "Кăмăл" вĕренÿ пĕрлешĕвĕн сайчĕ


Паян Раççейре Ăслăлăх кунне паллă тăваççĕ. Ачасене халĕ шкултах наука ĕçне явăçтарма тăрăшаççĕ. Вĕренекенсем хăйсен тĕпчевĕсемпе конференцисенче тухса калаçаççĕ. Ăслăлăхпа çунатланма пăрахманнисем студент чухне те аталанма чарăнмаççĕ. Диплом илсен аспирантурăна вĕренме кĕреççĕ. Наука сукмакне такăрлатакан çамрăксен шухăш-кăмăлне пĕлме тĕв турăм. Вĕсене ăслăлăхри ĕçĕсемпе паллаштарма сĕнтĕм.

Татьяна МИХАЙЛОВА, ЧР Çамрăк ăсчахсемпе специалистсен канашĕн ертÿçи:

- Пĕрлешÿ тилхепине иккĕмĕш çул тытса пыратăп. Пĕлтĕр плана кĕртнĕ мероприятисене пурне те пурнăçларăмăр. “Çулталăк аспиранчĕ”, “Чи лайăх çамрăк ăсчах” конкурссем ирттертĕмĕр. “Çут çанталăк ăслăлăхĕн чи лайăх çамрăк учăнăйĕ” ята И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентки Елена Соперовăпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕренекен Иван Бардасов тивĕçрĕç. “Техника ăслăлăхĕн чи лайăх çамрăк учăнăйĕ” номинацире Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухакан Ольга Михайлова çĕнтерчĕ. “Социогуманитари ăслăлăхĕн чи лайăх çамрăк учăнăйĕ” ята Санкт-Петербург патшалăх экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн студентки Стелла Григорьева тивĕçрĕ. “Çулталăк аспиранчĕ” конкурсра тĕрлĕ номинацире Вероника Максимова /И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ/, Елена Архипова /“ВНИИР-Прогресс” АУО/, Алексей Самсонов /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/, Марина Романова /Шупашкарти коопераци институчĕ/, Елена Павлова /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ/ мала тухрĕç. Аслă шкулсен хушшинче “Уçă лекци” фестиваль кăсăклă йĕркеленчĕ. Кăçал Çамрăк ăсчахсемпе специалистсен сайтне уçрăмăр. Унта наукăпа кăсăкланакансем валли кирлĕ хыпарсене вырнаçтарма тăрăшăпăр.

Надежда КОРСАКОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн офтальмологи тата оториноларингологи кафедрин профессорĕ:

- Эпĕ куç чирĕсене тĕпчетĕп. Юлашки вăхăтра катарактăпа аптăраса суккăрланакан йышланчĕ, çавна май ĕçе ку енĕпе йĕркелеме тĕв турăм. Ăслăлăха, шел те, тухтăрта ĕçлеме тытăнсан тин кÿлĕнтĕм. 2008 çулта Раççейри çамрăк ăсчахсен Мускавра йĕркеленнĕ конференцийĕнче доклад хÿтĕлерĕм. Манăн ĕç унта 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене квалификацие тÿлевсĕр майпа ÿстерме Мускава йыхравларĕç. Кунашкал чыса тивĕçнĕшĕн хĕпĕртерĕм. Халĕ 9-мĕш çул ĕнтĕ куç механизмне тишкеретĕп. Чире вăхăтра тупса палăртмалли майсене шыратăп. Тĕпчевсене чĕр чунсен куçĕпе усă курса тăватăп. 4 монографи кăлартăм, 77 статья хатĕрлерĕм. Тăватă патент хÿтĕлерĕм. Пĕлтĕр Раççей академийĕн президиумĕн йышăнăвĕпе мана ăслав аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Альфред Нобель ячĕллĕ медальпе чысларĕç. Ăслăлăха студентсене явăçтарма тăрăшатăп. Вĕсем вĕренÿрен пушă чухне наука енĕпе тăрмашнăшăн савăнатăп, çитĕнĕвĕсем Чăваш Енре ăслăлăх пуласлăхĕ пуррине çирĕплетеççĕ.

Игорь КОЖАНОВ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн педагогикăпа яковлевоведени кафедрин докторанчĕ:

- Эпĕ поликультура воспитанийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлетĕп. Ăнланмалларах каласан - çамрăксене тĕрлĕ халăх çыннисемпе туслă пурăнмаллине вĕрентетĕп. Студентсене педагогика, этнологи, этнопедагогика енĕпе пĕлÿ паратăп. ЧР Çамрăк ăсчахсемпе специалистсен канашĕн нумаях пулмасть йĕркеленнĕ сайчĕн администраторĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Ăна кулленех çĕнетме тăрăшатăп. Çавăн пекех ЧППУн Çамрăк ăсчахсемпе студентсен канашне ертсе пыратăп. Тĕл пулусенче тĕрлĕ халăх хушшинчи хирĕç тăрусене сÿтсе яватпăр, ку енĕпе хам тишкернĕ материалсемпе паллаштаратăп.

Алексей ЕРЕМКИН, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн химипе фармацевтика факультечĕн деканĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ:

- Эпĕ çĕнĕ органика çыхăнăвĕсен синтезне тĕпчетĕп. Пурнăçра вĕсемпе эмел тума тата полимер ĕçĕ-хĕлĕнче усă курма май пур. Ăслăлăх сукмакне студент чухнех такăрлатма пуçларăм. Халĕ университетра вĕрентетĕп, аслă шкул çумĕнчи инновацисене пурнăçа кĕртме пулăшакан центр ертÿçинче вăй хуратăп. Ăслăлăх ĕçĕсемпе производствăра усă курмашкăн майсем шыратпăр. Декан çумĕ пулнă май студентсене грант тивĕçмелли конкурссене хутшăнтарма тăрăшатăп. “Химпромпа” тачă çыхăнса ĕçлесен ăслăлăх шайĕ татах ÿсĕччĕ.

Любовь Петрова. Газета «Çамрăксен хаçачĕ». 2013.  8 февраля.

 

 

ruschuvashengfr 
 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia