Это архивная версия сайта. Новый сайт находится по адресу https://chuvsu.ru

 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2013 | Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова
 


И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://old.chuvsu.ru/index.php?option=com_content&view=section&layout=blog&id=217&Itemid=529 сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript е Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript адреспа ярса памалла.

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) 13.00 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен заявка Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript е Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript адреспа çак формăпа ярса памалла:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

       

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем иртеççĕ:

− ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11.00 сехетре И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн V корпусĕн (Президент бульварĕ, 19а çурт) 201-мĕш аудиторинче;

− ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 17.00 сехетре И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн I корпусĕн (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт) 434-мĕш аудиторинче.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Ыйтса пĕлмелли пулсан телефон – 45-03-37 (31-02) (10.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен шăнкăравлама юрать).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://old.chuvsu.ru/index.php?option=com_content&view=section&layout=blog&id=217&Itemid=529 адреспа тупма пулать.

 

 

rasp z 2

priem

ПРИЕМ - 2020

lk

hotline

В ЧГУ им. И.Н. Ульянова начала работу «горячая линия» для абитуриентов.
С понедельника по пятницу с 09:00 до 17:00 по многоканальному телефону

8-800-550-79-88
(звонок бесплатный)

специалисты приемной комиссии будут консультировать поступающих и родителей.
В субботу с 9:00 до 14:00. 

banner-300dpi

d o

ДИСТАНЦИОННОЕ ОБУЧЕНИЕ

letn sh

ЛЕТНИЕ ШКОЛЫ ДИСТАНЦИОННО 

forum

dod 2020

payment
 kml

kv

ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРОНАВИРУСУ

180320

8 (8352) 45-20-27 (по вопросам дистанционного обучения)
8 (8352) 58-31-93 
(дежурно-диспетчерская служба)
8 (8352) 45-23-39 (приемная комиссия)

STUDENChESKAYa BIRZhA TRUDA

75

voin pam

Volonterskiy korpus

geroi-otechestva

100

100-ЛЕТИЕ ЧУВАШСКОЙ АВТОНОМИИ

vek yub

ВЕКОВОЙ ЮБИЛЕЙ

fakty ch

vyp

msb
chuv ter inn

you

ulianovetz

smi chgu

olimp 2019

projektы

zdo
molod 2016
vak
 
brs
 
bass

banner1_1 banner1 banner2_2 banner2_2 banner3 banner3 banner4 eo ek pfo_copy banner11_3 banner7 fz1 banner10
liniab
Адрес университета: 428015, Россия, Чувашская Республика, город Чебоксары, Московский проспект, д. 15. Телефон: (8352) 58-30-36, 45-23-39 доп.37-50. linia