Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн акт залĕнче ача-пăча фольклор ансамблĕсен Республикăри «Шанăç» фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна К.В. Иванов Çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ йĕркелерĕ. Конкурсра çак фольклор ушкăнĕсем ăмăртрĕç:
Муркаш районĕнчи «Шăнкăрав» ача-пăча фольклор ансамблĕ,
Муркаш районĕнчи «Асамат» ача-пăча фольклор ушкăнĕ,
Муркаш районĕнчи «Муркаш» халăх фольклор ансамблĕ çумĕнчи «Шăпчăк» ача-пăча фольклор ансамблĕ,
Шупашкарти 19-мĕш шкулти «Илемпи» фольклор ушкăнĕ,
Шупашкарти 55-мĕш шкулти «Парне» фольклор ушкăнĕ.
Ачасен пултарулăхне сумлă жюри хакларĕ: филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, фольклор тĕпчевçи Ильина Галина Геннадьевна (председатель), Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, «Çĕньял» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Яковлева Земфира Кузьминична, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникĕ, фольклор тĕпчевçи Ендеров Вячеслав Александрович, «Сарпике» халăх ташă ушкăнĕн балетмейстерĕ Лукина Алиса Александровна, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Софронова Ирина Владимировна.
Жюри пĕтĕмлетӳ тунă вăхăтра фестиваль-конкурса хутшăнакансем университетăн тĕп корпус умĕнчи лапамра пысăк вăйă карти йĕркелерĕç. Вĕсен янăравлă чăваш юррисемпе тăпăр-тăпăр ташшисем çак корпусра ĕçлекенсемпе вĕренекенсене çеç мар, урампа иртсе пыракансене те савăнтарчĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем:
1-мĕш вырăн: «Шăпчăк» ансамбль (ертӳçисем – Аникин Александр Витальевич, Смирнова Валентина Владимировна).
2-мĕш вырăн: «Парне» ушкăн (ертӳçи – Тестова Светлана Станиславовна) тата «Илемпи» ушкăн (ертӳçи – Тяхмусова Светлана Вячеславовна).
3-мĕш вырăн: «Шăнкăрав» ансамбль (ертӳçисем – Кондукторова Надежда Максимилиановна, Федорова Римма Павловна) тата «Асамат» ушкăн (ертӳçи – Кондукторова Надежда Максимилиановна).
Результаты II Республиканского конкурса-фестиваля
детских фольклорных ансамблей и коллективов «ШАНĂÇ»
Название коллектива |
Район |
Ф.И.О. руководителя коллектива |
Место |
Детский фольклорный ансамбль «Шăнкăрав» |
Большетокшикский СДК Моргаушского района |
Кондукторова Надежда Максимилиановна, Федорова Римма Павловна |
3 |
Детский фольклорный коллектив «Асамат» |
Москакасинский СДК Моргаушского района |
Кондукторова Надежда Максимилиановна |
3 |
«Детский фольклорный коллектив «Шăпчăк» народного фольклорного ансамбля «Муркаш» МБУК «ЦКС» Моргаушского района ЧР |
Аникин Александр Витальевич Смирнова Валентина Владимировна |
2 |
|
«Детский фольклорный коллектив «Илемпи» |
МБОУ «СОШ №19» г. Чебоксары |
Тяхмусова Светлана Вячеславовна |
2 |
Детский фольклорный ансамбль «Парне» |
МБОУ «СОШ №55» г. Чебоксары |
Тестова Светлана Станиславовна |
1 |
Фото Олеси КУВАЙСКОЙ.